Юлашки вăхăтра телекурав, радио, пичет совет саманине, ун чухне пулнă событисене урăхлатса, пăсса кăтартма тăрăшаççĕ. Çавна пула пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмсен чысĕ чакать, тĕксĕмленет. Аттелĕхĕн Аслă вăрçи пирки те çавнах каламалла. Шкулсенчи хăш та пĕр истори учебникĕсене ĕненес пулсан, иртнĕ тĕнче вăрçинче СССР мар, США çарĕсем фашистла Германие çапса аркатнă. Аттелĕхĕн Аслă вăрçи Раççейшĕн çеç мар, пĕтĕм тĕнчешĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ: ăна Афганистанри, Чечняри вăрçăсемпе тата ытти çĕрти хирĕç тăрусемпе пĕр рете тăратни тĕрĕс мар пулĕччĕ. Совет Çарĕ Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче тăван çĕршыва хаяр та вăйлă тăшманран çăлса хăварнă (çĕршыва кăна мар _ пĕтĕм Европăна, тĕнчене). Тата çакă пăшăрхантарать. Украинăра бандеровецсене паттăр вырăнне хураççĕ, вĕсен ертỹçисене палăксем лартаççĕ. Балтика тăрăхĕнчи республикăсенче эсэсовецсем хисепре, вĕсене орденсемпе чыслаççĕ. Çав сутăнчăксем вара фашистла Германи çарĕнче пулса пире хирĕç çапăçнă вĕт-ха! Сутăнчăксем пирĕн те пулнă. Эпĕ 1944 çулта Литвапа Латви çĕрĕсем çинче тăшманпа кĕрешрĕм. Унта пире хирĕç Власов генерал йĕркеленĕ РОА (русская освободительная армия) çапăçатчĕ. Халĕ çав Власова реабилитацилес шухăшлисем пирĕн патăмăрта та палăрма пуçларĕç мар-и? Пĕр паллă политолог çакăн пек ăнлантарать çак шухăша: С.Бандера, Балти тăрăхĕнчи националистсем, çавăн пекех Власов та Совет Союзне хирĕç пулман, вĕсем Сталина, совет влаçне, коммунистсен пусмăрне пĕтерес тĕллевпе кĕрешнĕ имĕш. Чăнах та, хальхи вăхăтра телевиденипе радио, хаçатсем совет саманине, ун чухнехи ертỹçĕсене хурланă, питленĕ вăхăтра Власов сутăнчăка çăмăллăнах наци геройĕсен шутне кĕртсе яма пулать. Ун пек тума тепĕр утăм çеç пусăмламалла. Юлашкинчен эпĕ çакна каласшăн. Пирĕн истори пĕрре: мĕн пулнă _ начар-и, лайăх-и _ пурте пирĕн. Ăна урăхлатса, çĕнетсе, пăсса кăтартни сиенлĕ япала. Историе улăштараймăн.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.