Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Елчĕк пăхаттирĕсем каллех палăрчĕç

2008 çул спортри тĕрлĕ пулăмсемпе палăрса юлчĕ. Çулталăк вĕçĕнче кире пуканĕ йăтакансем "Урожай" физкультурăпа спорт обществин республикăри чемпионатне тата Йĕпреç районĕнчи Хурамал ялĕнчи йăлана кĕнĕ "Камай уйĕн пăхаттирĕсем" турнирне хутшăнчĕç. Тĕрлĕ ỹсĕмри, виçери атлетсем хушшинчи тупăшура Елчĕк енĕн пăхаттирĕсем те палăрчĕç. Çитĕннисем икĕ пăтлă кире пуканне йăтса ăмăртрĕç. 60 килограма çитичченхи виçере Курнавăшри А.Григорьев _ виççĕмĕш, 70 килограма çитичченхи виçере Кĕçĕн Таяпа каччи В.Семенов _ пĕрремĕш, Çĕнĕ Пăвари Д.Семенов виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. 1991 çулта çуралнă тата çамрăкрах атлетсем те "маххă" памарĕç. 24 килограмлă кире пуканне йăтса Курнавăш шкулĕнчи И.Крылов (65 кг атлет) пьедесталăн виççĕмĕш, Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнчи И.Маликовпа Кивĕ Эйпеç шкулĕнчи Д.Изратов (75 кг атлетсем) _ иккĕмĕшпе виççĕмĕш, Кивĕ Эйпеç шкулĕнчи А.Павлов (80 кг атлет) пĕрремĕш картлашки çине хăпарма пултарчĕç. Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнче пĕлỹ пухакан пĕр тăван Вероникăпа Виктория Купташкинасем тĕрлĕ ăмăртусемпе турнирсенче палăраççĕ. Вĕсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Аслăрах хĕрсем хушшинче Кĕçĕн Таяпари Е.Козлова, Хăвăлçырмари О.Маликова та çĕнтерỹçĕсен йышĕнче. Кире пуканĕ йăтакансен районти пĕрлештернĕ командинчи атлетсене хатĕрлекен О.Федоров та айккинче юлман. Вăл 80 килограмран йывăртарах ветерансенчен иккĕмĕш вырăна тухрĕ.


"Елчĕк Ен"
15 января 2009
00:00
Поделиться