Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ан вĕлер

Пирĕн çĕршывра çулсерен халăх йышĕ чакса пырать. Çакăн пĕр сăлтавĕ вăл _ вилекенсен шучĕ çуралакан ачасенчен нумаййи. Раççейре 145 миллион çын пурăнать. Кашни çул 1,5 миллион çын леш тĕнчене ăсанать. Çакăн пек халăх йышĕ чакса пырсан тепĕр 100 çултан пирĕн çĕршывра çын та юлмасть пулĕ. Халăх шучĕ чакнин тепĕр сăлтавĕ _ хĕрарăмсемпе хĕрсем аборт туни. Статистика пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн çĕршывра çулсерен 4 миллион хĕрарăм хырăм пăрахать. Чăваш Республикинче аборт тăвакансем _ 1700-шер, Елчĕк районĕнче _ 80-шар. Хырăм пăрахни _ çын вĕлерниех. Фашистсем совет çыннисене концлагерьсенче тĕп тунă, крематорисенче çунтарнă. Эпир пулас ачасене вĕлеретпĕр те, фашистсем пекех, вĕсен ỹчĕсене кăмакасенче çунтарса е шывпа юхтарса яратпăр. Фашистсем çынсенчен супăнь тунине пĕлетпĕр, халĕ хырăм пăрахнă ачасен ỹчĕпе косметикăра усă кураççĕ, эмелсем хатĕрлеççĕ. Хырăм пăрахнă хĕрарăм тăшманран мĕнрен кая? Пĕр çын теприне вĕлернине илтсен эпир тарăхатпăр, çав пỹтсĕре питлетпĕр. "Халех тĕрмене хупмалла ăна!" _ тетпĕр. Ача пăрахнă хĕрарăм хăйне мĕншĕн тĕрмене хупăр тесе каламасть? Вăл хĕрарăма çынсем те, хăй те çын вĕлернипе танлаштармаççĕ. Чиркỹ çапла вĕрентет: амăшĕн хырăмĕнчи ачана вĕлерни _ калама çук пысăк, хăрушă çылăх. Куншăн хĕрарăм çеç айăплă мар, унăн упăшки те (ача ашшĕ те) пысăк айăпа кĕрет. Пĕлетĕр-и эсир, хĕрарăмăн çие юлсан, 18 кун иртсен, этем вăрлăхĕн чĕри тапма тытăнать. Çичĕ эрнери ачан пуç мимийĕ хăй пуррине систерет. Çичĕ эрнери пулас ачан малти тата тулашри ỹт пайĕсем (пуç, сăмса, тута, чĕлхе тата ытти те) палăрма пуçлаççĕ. Саккунпа килĕ-шỹллĕн, 12 эрне иртиччен хырăм пăрахма ирĕк параççĕ. Çак вăхăт тĕлне пĕчĕкçĕ этем пуçне пăркалама, питне йĕркелеме, чышкисене чăмăртама, çăварне шыраса тупса пỹрнине ĕмме пĕлет. Наука çапла çирĕплетет: çуратман ачан ỹтне амăшĕн ỹчĕ теме çук, вăл _ вуçех те уйрăм çын ỹчĕ. Этем пурнăçĕ çуратнă хыççăн çеç мар, амăшĕ пĕтĕленсе юлсанах пуçланать. Тăватă эрнери пулас ачан нерв çипписем çирĕпленсе çитеççĕ, унăн юнĕ те амăшĕн юнĕпе хутшăнмасть. Ача хăй таçта, пит шалта пулсан та, амăшĕ хăйне юратнипе юратманнине сисет, савăнма, хăрама пĕлет, тĕрлĕ сас-чĕве илтет. Америка врачĕ Вернард Натансон акушер-гинеколог хырăм пăрахтаракан клиникăра ĕçленĕ. Питĕ нумай тĕпченĕ хыççăн вăл çапла каланă: "Паян эмбрион хăй уйрăм çын пулни пирки нимĕн те иккĕленмелли çук". Эмбрион _ чăн-чăн уйрăм этемех, анчах та виçесĕр пĕчĕк. Хăй çапла каланине çирĕплетсе парас тесе виçĕ уйăхри эмбриона епле кăларса пăрахнине Натансон ультрасасăллă киноаппаратпа ỹкерсе илнĕ. Хăй ỹкернĕ кинона вăл "Сасăсăр кăшкăру" тесе ят панă. Çак фильма çỹçенмесĕр пăхма çук. Аборт тунă чухне усă куракан инструмент хăй патне çывхарнине те туять пĕчĕкçĕ этем: чĕтреме, хускалма тытăнать, унăн чĕри минутра 180-200 хутчен тапма пуçлать, ача çăварне пулăшу ыйтса кăшкăрнăн карса пăрахать. Кăшкăрнă сассине çеç, питĕ шел, этем илтеймест. Аборт тунине тĕнчери пур çĕршывра та çын вĕлернипе танлаштараççĕ. Çав вăхăтра хĕрсемпе арăмсем хăйсен варĕнчи этеме çеç вĕлермеççĕ, хăйсем те вилĕм умнех пырса тăраççĕ. Ытлашши "грузран" пушаннă чухне вилекенсем те нумай... Хырăм пăрахакан хĕрарăмсем _ хăйсен сывлăхĕн тăшманĕсем. Хĕрарăмăн шалти ар органĕсем сиенленес, шыçă чирĕ пуçланас, юн каяс хăрушлăх та ỹсет, кун хыççăн урăх çие юлмасса та пултарать. Шалти ар органĕсем шыçнă пирки пулас ача маткăра мар, трубкăра вырнаçать. Ун пек чухне хĕрарăм сывлăхĕшĕн хăрушлăх сиксе тухать, операци вăхăтра тумасан хĕрарăм вилет. Аборт тунă хыççăн хĕрарăм чирлеме пуçланинчен, çемье арканнинчен, инкек хыççăн синкек килсе тăнинчен тĕлĕнме кирлех-ши? Пирĕн çĕршывра хĕрарăма аборт тума ирĕк панă. Анчах та ача амăшĕпе ашшĕ те, тухтăр та _ пурте Турă умĕнче пĕр пекех айăплă. "Ан вĕлер", _ тенĕ çỹлти Турă асăрхаттарса. Çакăншăн çылăха кĕрекенсен мĕн виличченех ỹкĕнмелле, пĕрре тунă йăнăша урăх тумалла мар.


"Елчĕк Ен"
15 января 2009
00:00
Поделиться