Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ĕмĕчĕ пурнăçланайман пулин те...

 Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенче Аслă Елчĕкре çуралса ỹснĕ ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен И.Уркинпа Н.Казначеев ячĕсем çĕршывĕпе кĕрленĕ. Вĕсем хăйсен ăсталăхне шкулта вĕреннĕ чухнех туптанă. Раççей, СССР чемпионачĕсенче çĕнтерсе СССР спорт мастерĕсем пулса тăнă. И.Уркинăн спортри кун-çулĕ анлăрах. Раççейĕн нумай хут чемпионĕ, Пĕтĕм Союзри халăхсен спартакиадин бронза призерĕ (1971 çул) Илья Григорьевич Совет Союзĕн пĕрлештернĕ командине кĕме тивĕçнĕ, черетлĕ Олимп вăй-йисене хатĕрленекенсен йышĕнче пулнă. Шел, пĕр тренировка вăхăтĕнче И.Уркин йывăр суранланать, çурăм шăммине сиенлет. Сипленнĕ пулин те, сурана пула вăхăтсăр пурнăçран уйрăлать. Çапах ентешсем паллă спортсмена манмаççĕ: Аслă Елчĕкри спорт шкулĕ СССР спорт мастерĕ И.Уркин ячĕпе хисепленсе тăрать, ăна асăнса ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен районти уçă ăмăртăвĕ иртет. Иртнĕ çул вĕçĕнче те районти Спорт çуртне ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем пухăнчĕç. Маларах ăмăртăва ытти районсенчен килнĕ командăсем хутшăнатчĕç. Хальхинче вара пирĕн районăн спортсменĕсемпе Шупашкар хулин атлечĕсем çеç тупăшрĕç. Ăмăртăва хутшăнакансене район пуçлăхĕн çумĕ, район администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый, хамăр ентеш, Чăваш Республикин "Кĕрешỹ" федерацийĕн президенчĕ В.Васильев саламларĕç, ăнăçу сунчĕç. Кавир çине чи малтан чи çамрăккисем тухрĕç. 26 кг таякан кĕрешекенсенчен Д.Александров (Елчĕк) ыттисене çăмăллăнах парăнтарса пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине тăчĕ. А.Бариновпа (Кушкă) Н.Лапшин (Кармал) _ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. Ытти виçесенчи çĕнтерỹçĕсем: 28 кг: 1. Д.Дергунов. 2. З. Юсупов (Кушкă). 3. Р.Кривов (Елчĕк). 30 кг: 1. М.Архилин (Аслă Елчĕк). 2. А.Марков (Тĕмер). 3. П.Бурмистров (Аслă Елчĕк). 33 кг: 1. Р.Чернов (Аслă Елчĕк). 2. Д.Антонов (Кушкă). 3. Д.Печков (Аслă Елчĕк). 36 кг: 1. Э.Адюков (Аслă Елчĕк). 2. С.Марков (Шупашкар). 3. Г.Иванов (Кушкă). 39 кг: 1. А.Мольков (Аслă Елчĕк). 2. А.Николаев (Кармал). 3. Г.Зайцев (Кушкă). 42 кг: 1. А.Леонтьев. 2. К.Волков (Шупашкар). 3. Р.Галимов (Кушкă). 46 кг: 1. Н.Кузнецов (Елчĕк). 2. А.Дмитриев. 3. И.Гафиатуллин (Кушкă). 50 кг: 1. Г.Обручков. 2. Д.Катин (Аслă Елчĕк). 3. В.Алексеев (Кармал). 54 кг: 1. Б.Баскаков. 2. И.Дергунов. 3. А.Михайлов (Кушкă). 58 кг: 1-2. Дениспа Дмитрий Захаровсем (Çĕнĕ Пăва). 3. Н.Портнов (Елчĕк). 63 кг: 1. Д.Свиягин. 2. Д.Чернов (Аслă Елчĕк). 3. Д.Гурьев (Кармал). 69 кг: 1. А.Васильев (Елчĕк). 2. Г.Жуков (Кушкă). 3. Н.Борисов (Аслă Елчĕк). Чи йывăр виçере (76 кг ытларах) Елчĕк каччине А.Артемьева çĕнтерекен тупăнмарĕ. Вăл финалта хăйĕн командинчи юлташне В.Анисимова парăнтарчĕ. Д.Николаев (Кармал) _ виççĕмĕш вырăнта. Ăмăртура мала тухнисене медальсемпе, дипломсемпе тата парнесемпе чысларĕç. Техника енчен палăрнă Э.Адюков магнитофона тивĕçрĕ. Ăмăртăва ăнăçлă ирттерме пулăшнă В.Шепинов уйрăм предпринимателе, тренер-преподавательсене тав тăватпăр. 


"Елчĕк Ен"
15 января 2009
00:00
Поделиться