Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

"Пешеход" операци иртрĕ

Çул-йĕр çинче пулакан инкексен шутне чакарас, водительсемпе çуран çỹрекенсене тимлĕ пулма, пĕр-пĕрне хисеплеме хăнăхтарас тĕллевпе республикăра, районта çулсеренех "Пешеход" операци йĕркелетпĕр. Кăçал вăл раштав уйăхĕн 25-27-мĕшĕсенче иртрĕ. Асăннă операци вăхăтĕнче çул-йĕр правилисене пăхăнман 11 çуран çỹрекене (вĕсем кирлĕ мар вырăнта çул урлă каçма тăнă) тата çуран çỹрекенсене ятарлă вырăнта çул урлă каçма чăрмантарнă 6 водителе айăпланă. Кăçалхи 11 уйăхра район территорийĕнчи çул-йĕрсем çинче çуран çỹрекенсем çине пырса кĕнипе çыхăннă 5 авари регистрациленĕ. Вĕсенче 1 çын вилнĕ, 4-шĕ тĕрлĕ сурансем илнĕ. Умра _ Çĕнĕ çул, Раштав уявĕсем. Çавăнпа та çак уяв кунĕсенче манăн водительсемпе çуран çỹрекенсене уйрăмах тимлĕ пулма ыйтас килет. Водительсене хăвăртлăх режимне пăхăнма, çуран çỹрекенсене çул варрипе мар, хĕррипе утма сĕнетĕп.


"Елчĕк Ен"
31 декабря 2008
00:00
Поделиться