Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Николай Вастулова çĕршывĕпех пĕлеççĕ

"Лучшие люди России" энциклопедипе паллашнă хыççăн тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм. Шутламан та çак кĕнекере пирĕн ял çынни çинчен çырма пултарасса. Аслă Елчĕкре ĕмĕрĕпе механизаторта ĕçлекен Николай Арсентьевич Вастуловăн пархатарлă ĕçне Раççей шайĕнче хаклани чăннипех тĕлĕнмелле мар-и? Ылтăн хуплашкапа 2006 çулта 592 страницăпа пичетленнĕ энциклопедин 2-мĕш пайĕнчи 161-мĕш страницăра Николай Арсентьевичăн ĕçне пысăка хурса хаклани çинчен çырнă. Кĕнекене Спец-Адрес издательствăра пичетленĕ, тиражĕ _ 101420 экземпляр. Раççейĕн мухтавлă çыннисен йышĕнче Н.Вастулов ячĕ пурри Елчĕк районĕшĕн анчах мар, республикăшăн та пысăк чыс. Николай Арсентьевича çак ятпа ăшшăн саламлама та кăмăллă. Ĕмĕрĕ вăрăм, сывлăхĕ çирĕп пултăр ĕçпе чапа тухнă ентешĕн. Николай Вастуловăн пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çырса та пĕтерес çук. Вăл чăннипех та Раççейĕн сумлă çынни, ахальтен мар тĕнчери чапа тухнă çынсемпе пĕрлех унăн ятне асăннă кĕнекене кĕртнĕ. Иртнĕ çул вăл тивĕçлĕ канăва тухнă, апла пулин те алă усса лармасть, Ленин ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх предприятийĕнче тракторпа тăрăшать. Ĕçе тĕплĕ, вăхăтра пурнăçлама хăнăхнă ĕçченĕн чунĕ чăтмасть. Кирлĕ пулсан, çăмăлттайсене пĕçеркке те лектерсе илме пултарать. ... Чыспа мухтава çĕнсе илме çăмăл мар. Николай Арсентьевич колхоз производствинче 1960 çулсем хыççăн ĕçлеме пикеннĕ. 1970 çултан тытăнса паянхи кунчченех тракторпа ĕçлет. Хăйĕн ĕçне чунтан парăнни ăна ăнăçу хыççăн ăнăçу тума пулăшнă. 1972 çултанпа ỹркенмен çĕр ăстине çĕр улми, пропашной культурăсем туса илес тĕлĕшпе механизациленĕ звено ертỹçи пулма çирĕплетнĕ. Вăл ертсе пыракан звено çулсеренех пысăк тухăçлă çĕр улми çитĕнтернĕ. Çакăн пирки халĕ нумайăшĕ аса илеççĕ. Н.Вастулов хăйĕн паха опычĕпе тин çеç ĕçе кỹлĕннĕ çамрăксене паллаштарнă, вĕсене ял механизаторĕн ĕçне, техникăна хисеплеме тата юратма вĕрентнĕ. Çав вăхăтрах обществăлла ĕçре те айккинче юлман вăл. Ăна темиçе хутчен район совечĕн депутатне, СССР профсоюзĕсен 19 съезчĕн делегатне суйланă. Ĕçри пысăк çитĕнỹсемшĕн Николай Вастулова Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, нумай медальпе наградăланă. Пултаруллă çемье пуçĕ хăйĕн мăшăрĕпе, Зинаида Ильиничнапа, икĕ ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтернĕ. Вĕсем ашшĕпе тивĕçлипе мухтанма пултараççĕ.



"Елчĕк Ен"
31 декабря 2008
00:00
Поделиться