Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ĕçлекен çын _ пурнăç тĕрекĕ

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă "Чăваш Ен çитĕнĕвĕ _ кашнин пуçарулăхĕнче" Çырăва халĕ пурте сỹтсе яваççĕ. Ăна вуласа тухнă хыççăн Чăваш Республикинчи пурнăç шайĕ мĕнле пулни, халăх мĕнле çитĕнỹсемпе пурăнни йăлтах куç умне тухса тăрать. Тĕнчери финанс кризисĕ пирĕн республикăра та палăрма пултарассине асăрхаттарать Президент. Пур пĕрех çак тапхăрта та пысăк калăпăшлă ĕçсем пурнăçламаллине палăртать вăл. Çитес икĕ çулта ялсен тĕп урамĕсене асфальт сарма, ялсене çыхăнтаракан автомобиль çулĕсене юсаса çĕнетме тата тĕпрен юсама палăртни кашни çынна хавхаланса пурăнма хистет. Таяпа Энтри ялĕ витĕр тĕп урама, Тукаспа Анаткаса иртнĕ çул асфальт çулпа çỹремелле турĕç. Палăртнă тĕллев район ертỹçисем пуçаруллă пулнипе, вĕсем ял халăхĕн нушине ăнланнипе Президент Указĕ тухичченех пурнăçланчĕ. Унччен кĕрлĕ-çурлă çанталăкра ял витĕр машинăпа мар, çуран утса тухма та чĕрĕ нуша пулнă пулсан, кăçал асфальт сарнă урамра пурăнакансем урана резина атă е калуш тăхăнса курмарĕç, хулари пек çỹретпĕр. Асфальт çул тап-таса. Кĕтĕве хăвалакан ĕнесем çула вараласан хăш-пĕр ăслă ватăсем хăйсен умĕнчи асфальта шăлса тасатсах тăчĕç. Халĕ çĕрле те асфальт çулпа çỹреме меллĕ, пĕр такăнмасăр утса пыма пулать. Унччен ватă çынсем çĕрле урампа утма хăранă, лакăмсенче такăнса ỹкесси те пулнă. Халĕ хулара пурăнакан пенсионерсем, хамăр ял çыннисем пулнисем, яла куçса килме те пуçлĕç. Çавăн пек икĕ çемье хуларан таврăнса пушă çуртсене сутăн илсе пурăнать ĕнтĕ. Çĕршывра йывăр лару-тăру сахал мар пулнă. Хальхи экономикăпа финанс кризисĕ ялсенче пит палăрсах каяссăн туйăнмасть. Мĕншĕн тесен çĕр çинче ĕçлекен выçă пурăнмасть. "Ялти çерçи выçă вилмен", тесе ахальтен каламан ваттисем. Пирĕн районти çĕр ĕçченĕсем тыр-пул, выльăх-чĕрлĕхрен продукци туса илессипе республикăра малти вырăнта пулни район халăхне малашне те тăрăшса ĕçлеме хистет. Чăваш Республикин Президенчĕ те кашни çулах пĕр миллион тонна тĕш тырă тата çĕр улми туса илмелли тĕллеве пурнăçа кĕртсе пыма пулнине палăртать. Раççей Правительствин премьерĕ В.В.Путин пĕлтернĕ тăрăх газпа усă курнăшăн тариф хакĕ 25 процент вырăнне 5 процент анчах ỹсессе пĕлтерни ял халăхне самаях лăплантарчĕ. Пенси шайне ỹстерсе пыни çемье бюджетне пулăшу кỹрет. Совет саманинче ĕçлесе пенсие тухнă ватăсене малашне Раççей Правительстви 1700-2400 тенкĕ таран укçа ỹстерме палăртать. Тем пекехчĕ, вăрçă нушине тỹснĕ ватăсемшĕн пысăк парне пулĕччĕ çакă. Хамăр ялтах вăрçă вăхăтĕнче тата вăрçă хыççăнхи йывăр тапхăрта çĕрне-кунне пĕлмесĕр колхозра ĕçленĕ ватăсем чылай. Вĕсем пĕр ĕçрен таврăннă та тепĕр ĕçе васканă, ачасене те тĕрĕс-тĕкел çитĕнтернĕ. Кил-тĕрешре те ĕлкĕрсе пынă. Хĕрарăмсем арçын ĕçĕсене те тунă, хирти ĕçсенчен пушансан вĕсем каçхине удобрени миххисене склада пушатма васканă, е патшалăха леçме машинăсем çине тырă тиенĕ. Халĕ çав хĕрарăмсем 80 çула çывхараççĕ ĕнтĕ. Чылайăшĕ пурнăçран та уйрăлнă. Хамăр касри çакăн пек паттăр хĕрарăмсенчен Лидия Васильева, Елизавета Тетмукова, Клавдия Убасева, Ксения Чуманова, Нина Шадрикова ватăсене асăнса хăварас килет. Ĕçленипе çын вилмест теççĕ, аван сывлăхпа пурăнаççĕ-ха хăшĕсем. Лидия Васильева 74 çулта пулсан та вăй-хал ĕçĕпе çак таранччен те ĕçлеме пăрахмасть. Федор Шадриков фермер хуçалăхĕнче севок пăхса ỹстернĕ çĕрте тăрăшать. Ватă пулсан та тырă, севок миххисене йăтма пултарать. Ĕлĕкрен çак ĕçпе пиçĕхни халь те вăй-хал парса тăрать çак çулхи карчăка. Питĕ тĕлĕнетпĕр унран эпир. Фермер патĕнче çулталăкра 20 пин укçа ĕçлесе илнине калать вăл. Çамрăклах мăшăрсăр тăрса юлса 2 хĕр пăхса çитĕнтерчĕ, çурт-йĕр çавăрчĕ. Хĕрĕсем те амăшĕ пекех питĕ патвар та ĕçчен. Ял ачисенех качча тухса кунтах тĕпленнĕ, çителĕклĕ пурнăçпа пурăнаççĕ, чаплă çурт-йĕр çавăрнă. Лидия Васильева Ирина хĕрĕн çемйипе пурăнать, 3 мăнукĕпе савăнать. _ Пенси укçи параççĕ, мĕншĕн ĕçлетĕн? _ тесен: "Мăнуксем лайăх вĕренеççĕ, вĕсене аслă пĕлỹ илме пулăшасчĕ. Ĕçлесен вăй-хал кĕрет, ĕçлемесĕр пурăнас килмест", _ тет вăл. Çакăн пек çынсем ял çинче те сума тивĕçлĕ.


"Елчĕк Ен"
31 декабря 2008
00:00
Поделиться