Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Сăвăм ỹсет

"Яманчурино" хуçалăхри выльăх-чĕрлĕх пăхакансем хальхи вăхăтра кашни ĕнерен талăкне 18,2 килограмм сĕт суса илеççĕ. Çак кăтарту, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 3 килограма яхăн нумайрах. Ĕне сунă çĕрте Надежда Краснова, Елена Маркова, Клавдия Ермолаева чылай çул тăрăшаççĕ. Иртнĕ çул ĕне витине реконструкцилесе çĕнĕ молокопровод вырнаçтарнă. Çавна май сĕт пахалăхĕ чылай ỹснĕ. Дояркăсем сĕт ытларах суса илес тесе тăрăшнипе пĕрлех скотниксем те хăйсене шанса панă ĕçе пыс ăк ответлăхпа пурнăçлаççĕ. А.Денисов, А.Матвеев, Р.Курмышев скотник-механизаторсем утă-улăм, тымар çимĕçе турттарса килеççĕ, пурне те смесительте хутăштараççĕ, валеçсе параççĕ. Çак тăрăшуллă çынсемех транспортера пĕр тикĕс ĕçлеттереççĕ, тислĕк тăкаççĕ. Ферма ĕçченĕсем умри тĕллевсене çирĕп пурнăçлассишĕн кар тăрсах вăй хураççĕ. Çанă тавăрса ĕçленин кăтартăвĕ куç умĕнче.


"Елчĕк Ен"
27 декабря 2008
00:00
Поделиться