Валерий Викторовăн ырă пуçарăвĕ
Турханти Мария Сергеевнăпа Семен Викторович Викторовсем хăйсен кун-çулне пархатарлă пурăнса ирттереççĕ. Вĕсем тăхăр ача çуратса ỹстернĕ. Сумлă çулсене вакласа пыракан ватăсем хăйсен пархатарлă ĕçĕн çимĕçне паян кураççĕ. Мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ỹснĕ йышлă çемьери ачисем кашнийĕ хăй тĕллĕн ура çинче çирĕп тăраççĕ. Вĕсем хăйсемшĕн анчах мар, тăван ял малашлăхĕшĕн тăрăшса пархатарлă, ырă ĕç нумай тăваççĕ. Ашшĕ, Семен Викторович, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин вут-çулăмĕ витĕр тухнă, çак вăхăтченех çирĕп ăс-хакăлпа, сывлăхпа пурăнаканскер, ачисен шухăшĕсемпе килĕшнине çирĕп сăмахсемпе çирĕплетет пулсан, амăшĕн кăмăлне унăн шывланчăк куçĕсенчен, савăнăç куççулĕнчен курма пулать. Викторовсен ачисенчен чи кĕçĕнни _ Валера ывăлĕ. Тивĕçлипе сăваплă, çав вăхăтрах яваплă ĕçе пикеннĕ вăл. Ял çыннисем ыйтнине хирĕçлеме пултарайман çамрăк Турхан ялĕнче часавай хăпартассине хăй çине илнĕ. Кăçалхи утă уйăхĕн 14-16-мĕшĕсенче район территорийĕнче Турра ĕненекенсен Хĕреслĕ çул çỹревĕ иртрĕ. Унта хутшăннисем часавай вырăнне светит тунă хыççăнах вăхăта вăраха ямасăр Пукрав ячĕллĕ часавайăн никĕсне хывса хăварнă. Хальхи вăхăтра кунта хĕрỹ ĕç пырать. Ял хавалĕ те пысăк, куллен пысăк йышпа кунти тĕрлĕ ĕçсене тума хутшăнаççĕ, укçа-тенкĕ пуçтараççĕ. Строительство ĕçĕсене Алексей Пупин тата Феликс Петров йĕркелесе пыраççĕ. Турă пулăшнипе часавай тăррине купол вырнаçтарма, ăна Пукрав кунĕ тĕлне хута яма палăртаççĕ. Валерий Викторов предприниматель ял çыннисен ырлăхĕшĕн тăрăшса хăйĕн тỹпине нумай хывать. Виçĕ çул каялла Аслă Шăхальтен Çĕнĕ Пăва ялне каçакан кĕпере тума вăл хăйĕн 200 пин тенкĕ укçине панăччĕ. Аслă Шăхальтен Турхана каякан çула çĕр дамба хăпартас, унта хăйăр, чул сарас ĕçе те ырă кăмăллă çамрăк хăй çине илчĕ. Валерăн пиччĕшĕ Михаил та шăллĕпе пĕр шухăшлă, çынна пулăшма яланах хатĕр. Нумаях пулмасть пĕр тăван Викторовсем, Александр Филиппов, Владимир Яковлев предпринимательсем пĕр шухăшлă пулса Турхан ялĕнчи çăл куçа йĕркене кĕртме кирлине татăклăн палăртса хунă. Ăна анлăлатса пушара хирĕç кĕрешсе шыв упрамалли пĕве тумалла...
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.