Г.И.ФЕДОРОВ, "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ: _ Ялта ĕçлесе пурăнакан çирĕп ăс-тăнлă кашни çын çĕрпе пĕлсе усă курас, ĕçе тухăçлă йĕркелес тĕллеве чи малти вырăна хурать. Мĕншĕн тесен пире пурне те çĕр тăрантарать. 2009 çула Чăваш Республикин Президенчĕ Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ тесе пĕлтерни пушшех çанă тавăрса ĕçлеме хистет. Тунă ỹсĕмсемпе лăпланса лармалла мар, тĕш тырă, çĕр улми туса илессине ỹстермелле. Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче Н.Федоров Президент "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕ пурнăçланма тытăннăранпа агропромышленность комплексне аталантарма мĕнпур çăл куçран 14 миллиард тенкĕ инвестици явăçтарма май пулнине палăртать. Çав инвестицисем инноваци технологийĕсене алла илме, малашне ĕçе тата тухăçлăрах йĕркелесе пыма, ял хуçалăх производствинче тăрăшакансен хастарлăхне ỹстерме май парасса шанатпăр. В.М.РЫБКИН, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ: _ Президент Çырăвĕнче муниципалитетсен ĕçне тимлĕн тишкернĕ. Хамăр палăртнă çирĕп çул-йĕртен малашне те пăрăнмăпăр, ăна тивĕçлипе пурнăçласа пыма тăрăшăпăр. Экономика ỹсĕмĕн хăвăртлăхĕ çынсен пурнăçĕн пурлăхпа культура шайне çĕклемелли мел пулнине кашни ертỹçĕ лайăх ăнланать. Президент палăртнă тĕллевсене пурнăçламалли çул-йĕре те уçса пачĕ. В.И.ВАСИЛЬЕВА, район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп зоотехникĕ: _ Чăваш Республикин Президенчĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче патшалăх ял хуçалăх продукчĕсене туянассине вăрах вăхăт гарантилеме, сĕт туса илмелли выльăх-чĕрлĕхе ĕрчетес енĕпе инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртме вăрах вăхăтлăх субсидилекен кредитсем уйăрса пама, федераци бюджетĕнчен саплаштаракан кредитсем енĕпе тỹлекен процент ставкин пайне Раççей Банкĕн рефинансировани ставкин шайне çити ỹстересси пирки федераци центрĕпе хутшăнса ĕçлеме палăртать. Вĕсем пурте пурнăçламалли тĕллевсем. Н.Федоров хăй каланă сăмаха яланах çирĕп тытнине эпир çак таранчченхи нумай тĕслĕхрен курса ĕненетпĕр ĕнтĕ. Ю.В.МЯСНИКОВ, "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ: _ Н.В. Федоров Президент Патшалăх Канашне янă Çырура "АПК аталанăвĕ" приоритетлă наци проекчĕ ĕçе кĕнĕренпе хывнă укçа-тенкĕпе тухăçлă усă курнине палăртать. Патшалăх палăртакан çăмăллăхсемпе хамăр хуçалăхра та кирлĕ пек усă курма май килчĕ. Ĕне витине реконструкци туса унта Данире туса кăларнă оборудовани _ ĕне сăвакан çĕнĕ йышши установка, сĕт пăрăхĕ, холодильник вырнаçтартăмăр, апат валеçекен миксер туянтăмăр. Хальхи вăхăтра ĕçе кирлĕ шайра йĕркелесе пыма май килни выльăх-чĕрлĕх патĕнче тăрăшакансене савăнтарать, хавхалантарать.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.