Раштав уйăхĕн 19-мĕшĕнче СССР Наукăсен академийĕн академикĕ, Х.Миначев ученăй-химик (ун пирки эпир хаçатăн 151-мĕш номерĕнче тĕплĕн çыртăмăр) çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа Шупашкарта И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университетĕнче наука конференцийĕ иртнĕ. Хабиб Миначевич пĕр вăхăт Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Пикшикре пурăннине тĕпе хурса раштавăн 20-мĕшĕнче асăннă конференци делегачĕсем пирĕн районта пулчĕç. Делегатсен йышĕнчи Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ В.Григорьев, ЧПУн хими факультечĕн деканĕн çумĕ Н.Кольцов, Х.Миначевăн хĕрĕсем _ Марийăпа Лидия, çывăх тăванĕсем _ Минсеитпа Арибзян Багаутдиновсем, Раççей Федерацийĕн Журналистсен союзĕн членĕ П.Сидоров тата ыттисем чи малтанах Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейне çитсе курчĕç. Район пуçлăхĕн çумĕ Л.Левый, райадминистрацин социаллă аталану секторĕн ертỹçи А.Александрова, музей заведующийĕ В.Вастулова килнĕ хăнасене чыслăн кĕтсе илчĕç. Музейри экспонатсемпе кăсăклансах паллашрĕç хăнасем, ентешĕмĕре халалланă стендпа вара уйрăмах кăмăллă юлчĕç. Елчĕкри тĕп библиотекăра наука форумĕ малалла тăсăлчĕ. Килнĕ хăнасене, конференци участникĕсене чи малтанах район пуçлăхĕн çумĕ Л.Левый саламларĕ, район экономикипе, социаллă аталанăвĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ В.Григорьев, ЧПУн хими факультечĕн деканĕн çумĕ Н.Кольцов Х.Миначевăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, унăн наукăри пысăк çитĕнĕвĕсем çинчен каласа пачĕç. Елчĕкри тĕп вулавăшри краеведени уйрăмĕн ертỹçи Л.Иванова хатĕрленĕ "Тĕнчипе паллă ученăй Х.М.Миначев" электронлă презентаципе кăсăклансах паллашнă май (унпа Н.Романова паллаштарчĕ) конференцие хутшăннисем ентешĕмĕрĕн пурнăç çулне тишкерчĕç, ун çинчен чылай çĕннине пĕлчĕç. Курнавăш шкулĕн вĕрентекенĕ П.Кузнецов историк, Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсем В.Капламовăпа О.Герасимова Миначев ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă темăсем çинче чарăнса тăчĕç. Ентешĕмĕрĕн хĕрĕсем, тăванĕсем хăйсен çывăхран та çывăх çыннине асра тытнăшăн, Х.Миначев çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа çакăн пек чаплă уяв йĕркеленĕшĕн пуçтарăннисене, пĕтĕм Елчĕк халăхне пысăк тав сăмахĕ каларĕç. Палăртса хăварар, Марийăпа Лидия Миначевăсем те ĕмĕрĕсене наукăна халалланă, вĕсем хими наукисен кандидачĕсем, паянхи кун та органикăлла хими институчĕнче тăрăшаççĕ. Конференци вĕçĕнче килнĕ хăнасене кашнинех район пуçлăхĕн ятĕнчен "Елчĕк районĕн кĕске энциклопедийĕ" кĕнеке парса чысларĕç.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.