Тĕнчипе паллă академик, ученăй-химик, СССР Наукăсен академийĕн чăн членĕ, икĕ хутчен СССР Патшалăх премине илме тивĕç пулнă Хабиб Миначевич Миначев çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа наука конференцийĕ ирттерме палăртнă. Вăл раштав уйăхĕн 19-20-мĕшĕсенче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче тата Патăрьелпе Елчĕк районĕсенче иртет. Унта çакăн пек ыйтусене сỹтсе яваççĕ: Х.М.Миначевăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ; Х.М.Миначев шкулĕ тата унăн наукăри пуянлăхĕ; Чăваш Ен _ академикăн пĕчĕк çĕршывĕ. Наука форумне наука, вĕрентỹ деятелĕсем, аслă вĕренỹ заведенийĕсен преподавателĕсем, тăван тавралăх историйĕн тĕпчевçисем хутшăнаççĕ. Конференци делегачĕсем Елчĕк Ене раштавăн 20-мĕшĕнче çитсе кураççĕ, район центрĕнче, библиотекăра, музейра, Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче пулаççĕ. Конференцине хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе 13 çынран оргкомитет туса хунă. Унта çак çынсене кĕртнĕ: В.С.Григорьев _ Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ; Л.П.Кураков _ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ; Л.Н.Воронов _ ЧППУн биологипе хими факультечĕн деканĕ; Ф.А.Гибатдинов _ Чăваш Республикинчи тутарсен пĕрлĕх центрĕн ертỹçи; Н.И.Глухов _ Патăрьел район пуçлăхĕ, С.А.Карягин _ Чăваш Республикипе Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ; В.Н.Клементьев _ Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн истори пайĕн заведующийĕ; Н.И.Кольцов _ ЧПУн хими факультечĕн деканĕн çумĕ; В.В.Матвеев _ Чăваш Республикин вĕрентỹпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ; Н.П.Миллин _ Елчĕк район пуçлăхĕ; П.П.Сидоров _ СССР Журналистсен Союзĕн членĕ, Раççей Федерацийĕн писательсен Союзĕн членĕ; Л.П.Петров _ Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ученăй секретарĕ; В.Г.Харитонов _ институт директорĕн наука енĕпе ĕçлекен çумĕ.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.