1970 çулччен СССР Наукăсен академийĕн Н.Д.Зелинский ячĕпе хисепленекен органикăлла хими институчĕн директорĕн çумĕнче ĕçленĕ Х.М.Миначев профессор çинчен пирĕн таврара хăйĕн тăванĕсемсĕр пуçне пĕлекенсем сахалăн пулнă. Паллах, çакă ученăй сăпайлăхĕпе тата вăл Чăваш Енре чĕрĕк ĕмĕр ытла пурăнманнипе çыхăннă. Çавăн пекех унăн наука ĕçĕнчи вăрттăнлăхĕсем, тĕрĕсрех каласан, вĕсем тỹрремĕнех çар темипе çыхăнни те Чăвашран тухнă мухтавлă çын çинчен тĕплĕнрех пĕлме чăрмантарнă. Хабибуллан ачалăхĕ питĕ йывăр вăхăтра иртнĕ. Ултă çулта чухне унăн ашшĕне пĕрремĕш тĕнче вăрçине кайма хут килнĕ, унтан Минаç апи аманса таврăннă. Пурнăçĕ тертлĕ пулсан та ашшĕ ывăлне Хирти Пикшикри мăсăльмансен пуçламăш шкулне вĕренме илсе килнĕ. Асăннă шкултан Хабибулла лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă хыççăн Аслă Арапуçĕнчи икĕ класлă шкулта пĕлỹ пухать. Кунта тутар ачи чăвашсен паллă поэчĕпе Митта Ваçлейĕпе пĕр класра вĕренет. 1922 çулта икĕ юлташ комсомол ретне тăраççĕ. Патăрьел районĕнчи хăй çуралнă Хирти Пикшикрен Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Пикшик ялне куçса килсен, çамрăк комсомолец ликбез активисчĕ пулса тăнă. Хабибулла хистенипе унăн пиччĕшĕ Минулла та вулама-çырма вĕреннĕ. Х.Миначев ун чухне ялта хăйне евĕрлĕ пĕрремĕш учитель шутланнă, анчах ăна çак ĕçре вырăсла начар пĕлни чăрмантарнă. Çавăнпах ĕнтĕ 1927 çулта, ака вĕçленсенех, ашшĕн аттине тата пиншакне тăхăнса, малтан асламăшпе аслашшĕ патне _ Хирти Пикшике, тепĕр кунне Канаша тухса утнă. Унтан поездпа _ Совет Союзĕн тĕп хулине _ Мускава вĕçтернĕ. Унта вăл тỹрех вокзал çывăхĕнче вырнаçнă ĕç биржине шыраса тупнă. Вырăс сăмахĕсене кукăрта-кукăрта пĕр-пĕр ĕçе вырнаçма кăмăл туни çинчен пĕлтернĕ. Çавăнтанпа Мускаври пурнăç урапи шав малалла куснă. "Кăштах та пулин укçа ĕçлесе илесчĕ, вара манăн пушмак та, пальто та, çĕлĕк те пулĕ. Вырăсла калаçма пуçласан, тен, рабфака вĕренме кайăп", _ ĕмĕтленнĕ строительсен общежитине вырнаçсанах Хабибулла. Малтанах вăл М.Горький урамĕнче телеграфăн тĕп çуртне, унтан "Ударник" кинотеатрпа пир тĕртекен фабрика корпусне тунă çĕрте ĕçленĕ. Вăйлă та хастар комсомолец бригадир ăçта мĕн тума хушнă, çавăнта кайнă. Нимĕнле хура ĕçрен те хăраман. Акă ăçта кирлĕ пулнă иккен ашшĕпе, Минулла пиччĕшĕпе пĕрле килти хуçалăхра, хирте тата вăрманта пĕтĕм вăя парса ĕçлени. Тепĕр çултанах Чăваш Енре çуралса ỹснĕ тутар каччи вырăсла лайăх калаçма вĕренсе çитнĕ. _ 1930 çулсен пуçламăшĕнче эпĕ стройкăра ĕçленĕ вăхăтра каçсерен Яков Свердлов ячĕпе хисепленекен рабфакра вĕрентĕм. Чи кăсăклă предмет _ химиччĕ маншăн. Ăна пире чиперкке те кăмăллă çамрăк учительница вĕрентетчĕ. Унпа пĕрле хăш-пĕр чухне тĕрлĕ опытсем тăваттăмăр. Нихăçан та ывăннине тата кичемлĕхе туйман. Юратнă учительница сĕнĕвĕпе, вăлах пилленипе рабфака лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтерсен Михаил Ломоносов никĕсленĕ университета вĕренме кĕтĕм, çакăнтах хамăн пулас мăшăрăмпа Еленăпа паллашрăм, _ çапла аса илнĕччĕ хăйĕн çамрăклăхĕ çинчен Хабиб Миначевич. Мускаври М.В.Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университетне те пиллĕк паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ Х.Миначев. Ун хыççăн Н.И.Шуйкин профессор ăна Н.Д.Зелинский академик ячĕпе хисепленекен органикăлла хими институчĕн лабораторине ĕçе вырнаçма пулăшнă. Кунта Х.М.Миначев çур ĕмĕре яхăн вăй хунă. Юратнă ĕçрен ăна хаяр вăрçă кăна вăхăтлăха уйăрма пултарнă. Вăрçăра Сталинград тата Курск пĕкки патĕнчи çапăçусене хутшăнса ăна икĕ хутчен амантаççĕ. Вăрçă чарăнсан, 1945 çулхи кĕркунне, ĕнерхи паттăр салтак Çĕнĕ Пикшике таврăнать, анчах пĕр эрнеренех Мускава юратнă арăмĕпе икĕ хĕрĕ патне васкать. Çапла, вăл текех хими тĕпчевĕсемсĕр тата наукăра çĕннине шырамасăр пурăнма пултарайман. Н.И.Шуйкин профессор ертсе пынипе Х.М.Миначев 1949 çултах хими наукисен кандидачĕн, тепĕр пилĕк çултан вара доктор диссертацине ăнăçлă хỹтĕленĕ. Хабиб Миначевич 60-70-мĕш çулсенчех çĕршыври чи пултаруллă химиксен ретне лекет, ахальтен мар ăна 1972 çулта СССР Наукăсен академийĕн член-корреспондентне, 1979 çулта чăн членне суйланă. Наукăри пысăк çитĕнỹсемшĕн Х.М.Миначев СССР Патшалăх премине икĕ хут илме тивĕçлĕ пулнă. Ăна Ленин, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, "Хисеп Палли", II степень Отечествăлла вăрçă орденĕсемпе, вунă медальпе наградăланă. |