Тĕмерти Турă хĕресне çĕкленин чиркĕвне 1876 çулта туса лартнă. Темле синкерлĕ саманара та вăл ĕçлеме пăрахман, Турра ĕненекенсене йышăннă. Тĕмер чиркĕвĕнче районта пурăнакансене кăна мар, кỹршĕллĕ районсенчен те тин çуралнă ачасене шыва кĕртнĕ, çамрăк мăшăрсене венчете тăратнă, вилнисене асăнса юлашки çула ăсатнă. Çавăнпа пин-пин çыншăн вăл чуна çывăх. Юлашки çулсенче чиркĕве юсаса çĕнетес тĕлĕшпе нумай ĕç тунă. Унăн никĕсне çĕнетнĕ, урай хăмисене улăштарнă тата ытти те. Кăçал чиркỹ хуçалăхĕнче усă курмалли çурт туса лартнă. Тăкаксем сахал мар. Халĕ чиркỹ настоятелĕ Петĕр атте сĕннипе чиркỹ канашĕ пысăкрах чан илме шут тытнă. 1931 çулта влаçсем ирĕксĕрлесе 100 пăтлă чана антарса тимĕр-тăмăра ăсатнă пулнă. Çавăн вырăнне Тĕмерсем 60 пăтлă чан илсе çакасшăн. Унăн янăравлăхĕ ĕлĕкхине çитеймесен те хăватлă пулмалла. Çавăнпа Петĕр атте Турра ĕненекенсене, чиркĕве хисеплекенсене çĕнĕ чан туянмашкăн укçа-тенкĕпе пулăшма чĕнсе каланă. Паян ун валли укçа-тенкĕ пуçтарас ĕç пуçланнă ĕнтĕ. Турă сăмахне, сăваплăхне ĕненекенсем кунсерен чиркĕве укçа пыра-пыра параççĕ. Паллах, ку енĕпе Тĕмерсем пуçаруллă, ытти ялсенче пурăнакансем те айккинче юлмаççĕ. Районти хăш-пĕр хуçалăхсем, предприятисемпе организацисем пулăшма пулни çинчен пĕлтернĕ. Вĕсем укçа-тенке чиркĕве пырса пама та, банк урлă куçарма та пултараççĕ. Унăн реквизичĕсем çапла: Приходской совет церкви Рождества Христова ИНН 2120001627 КПП 212001001, расчетный счет 40703810675090000029, Батыревское ОСБ 4440 с.Батырево БИК 049706609, Корр. счет 30101810300000000609, назначение платежа: Пожертвования на колокол.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.