Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хавхалану туйăмĕ пысăк

1917 çулхи раштав уйăхĕн 18-мĕшĕнче РСФСР халăх комиссариачĕсен совечĕ граждан тăрăмĕн акчĕсене çыракан орган йĕркелесси пирки декрет кăларнă. Тепĕр çулхинех вулăс канашĕсенче мăшăрланакансене тата çуралакансене çырса пыма пуçланă. Унтанпа 91 çул хыçа юлчĕ. ЗАГС пайĕн ĕçĕ çулсерен çĕнелсе, нумайланса пырать. Унччен ача çуралнине, çын вилнине, мăшăрланнине ял совечĕсенче регистрациленĕ, 2003 çултанпа мĕнпур регистраци ĕçне эпир пурнăçлатпăр. Çĕнĕлĕхе ял çыннисем тăруках йышăнасшăн пулмарĕç. Калăпăр, инçетри ял çамрăкĕсем Елчĕкри культура çуртне çырăнма килесшĕнех марччĕ. 2007 çулта ЗАГС пайĕ çĕнĕ, хăтлă, çутă çурта куçсан, çĕнĕ çемье çавăрас текенсем, хăйсене чаплă лару-тăрура çырăнтарма ыйтма пуçларĕç. Ачасене ят парассине те çĕнелле, савăнăçлă лару-тăрура йĕркелетпĕр. Ашшĕ-амăшĕшĕн нихçан асран тухман кун пулса юлтăр тесе тимлетпĕр. Кăçал районта 147 çемье мăшăрланнине, 197 ача çуралнине регистрацилерĕмĕр. Çакă тарăн шухăша ярать _ вилекенсем питĕ йышлăн: 382 çын çĕре кĕчĕ çак тапхăрта. 43 çемье уйрăлчĕ. 1990 çултан ЗАГС пайне ертсе пыратăп. 2003 çултан эпир те компьютерпа туллин усă курма пуçларăмăр. Н.Баймушкина ертсе пыракан специалист хăйĕн ĕçне çỹлти шайра пурнăçлать, "ЗАГС органĕсенче мăшăрланнине чи савăнăçлă лару-тăрура паллă туни" республикăри конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Çакă, паллах, тата хавхаланса ĕçлеме хистет пире. Пирĕн патăмăртан çын татăлма пĕлмест. Савăнăçпа çеç килмелле пултăр.


"Елчĕк Ен"
17 декабря 2008
00:00
Поделиться