Кỹлпуçĕнче пурăнакан В.И.Самсоновăна асăннă тăрăхри ялсенче пĕлмен çын та çук пулĕ. Хăйĕн ачисене пăхманшăн, алимент тỹлеменшĕн кăçал утă уйăхĕн 2-мĕшĕнче Викторина судпа айăпланчĕ. Ăна Елчĕк районĕн суд участокĕн миравай судйин йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн РФ Уголовлă кодексĕн 157-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе айăпласа 6 уйăх ĕçлесе юсанмалла, ĕçлесе илнин 10 процентне патшалăх тупăшне тытса юлмалла тунăччĕ. Анчах та В.И.Самсонова темшĕн айăплавран пăрăнать, учета тăмасть, ĕçе те вырнаçмасть. Килĕнче те пулмасть вăл. 2008 çулхи юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче ĕçлесе юсанма тивĕçлĕ çынна уголовлă айăплава пурнăçлама хистекен инспекцин ĕçченĕсем асăрхаттарнă пулин те Викторина ĕçлеме каяс вырăнне каллех айăплавран пăрăнас шутпа килĕнчен тухса кайса çухалать. Айăплавран пăрăннăшăн хĕрарăмăн ĕçне тепĕр хут суда тăратаççĕ. Елчĕк район сучĕ В.Самсонова ĕçне 2008 çулхи юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче çĕнĕрен пăхса тухать _ суд йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн хĕрарăма ирĕкрен хăтарать. Халĕ вăл ĕçлесе юсанмалли колонире. Юлашки вăхăтра суд ĕçченĕсем саккун урлă каçма тăнисене хĕрхенсе, йăнăшĕсене ăнланса илессе шанса условлă майпа айăплаççĕ. Кирпĕч шутлама каясран çăлăнса юлнăскерсен йĕрке хуралçисене тав тумалла пек те... Анчах хăшĕ-пĕри йĕплĕ пăралук хыçнех каясшăн пулас çав. Акă, Çуткỹл ялĕнче пурăнакан Г.Н.Маркова, малтан темиçе хутчен йĕплĕ пăралук хыçĕнче пулса курнăскере, çаратнăшăн РФ Уголовлă кодексĕн 161-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе айăпланăччĕ, 1 çулталăк та 6 уйăх хупса лартмалла тунăччĕ. Анчах суд ăна юсав çулĕ çине тăрĕ тесе 2 çул условлă майпа айăпласа çакăн евĕр хушусем парса хăварнăччĕ: пурăнакан вырăна уголовлă ĕçсем тăрăх йышăнусене пурнăçа кĕртнине тĕрĕслесе тăракан инспекцин ĕçченĕсем хушмасăр улăштармалла мар, уйăхне икĕ хутчен регистрацие çỹре- мелле. Г.Н.Марков, инспекцин ĕçченĕсем хăйне мĕнлерех тытмаллине, вăл йĕркене пăхăнмасан унăн ĕçне тепĕр хут суда тăратма пултарассине каласа ăнлантарнă пулсан та, малтанах тỹрленес çул çине тăмарĕ. Инспекцинче çур çулта пĕр хут регистрациленчĕ. Каярахпа ялтан тухса кайса пытанса пурăнчĕ. Çав вăхăтрах вăл административлă майпа та айăпланчĕ. Г.Н.Маркова юсанма шутламаннине шута илсе унăн ĕçне суда тепĕр хут тăратма тиврĕ. Суд вара унăн ĕçне пăхса тухрĕ 1 çулталăк та 6 уйăха çирĕп режимлă колонине ăсатма йышăну кăларчĕ.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.