Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Малашнехи тĕллевсем те пысăк

Кĕçнерни кун районти ял хуçалăх предприятийĕсенчи зоотехниксен канашлăвĕ пулса иртрĕ. Унта выльăх-чĕрлĕх отраслĕн 11 уйăхри ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç, малашлăх тĕллевсене палăртрĕç. Аш-какай, сĕт туса илесси хăш шайра, выльăхсен продуктивлăхĕ, хисепĕ мĕнле пулнине тишкерчĕç. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп зоотехникĕ В.Васильева каласа кăтартнинчен çакă уçăмлăн паллă пулчĕ: аш-какай, сĕт туса илессин паянхи кăтартăвĕсене тĕпе хурас пулсан, çулталăк валли палăртнă плансем çăмăллăнах пурнăçланмалла. Апла пулин те выльăхсен хисепне хальхи шайра сыхласа хăварассинче йывăрлăхсем пулма пултараççĕ. Çавна май районти тĕп зоотехник раштав уйăхĕнче выльăхсене сахалрах сутасси, ытларах пăру, çура илесси пирки те чарăнса тăчĕ. Кăçалхи хĕл тапхăрне хатĕрленсе фермăсенче çителĕклĕ таран пахалăхлă апат хатĕрлесе хăварнă. Апла пулсан япăх, пĕчĕк кăтартусемпе ĕçлеме сăлтав та пулмалла мар. "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕпе малашне пĕр вăхăтра пурнăçламалли тепĕр программа _ ĕне выльăхсене 2012-мĕш çулччен ĕрчетесси ĕçе кĕрет. Раççей шайĕнче палăртакан тĕллев _ малашне сĕт туса илессине 15 процентран кая мар ỹстермелле. Çапла майпа çулталăкра кашни ĕнерен 4500 килограмран кая мар сĕт туса илмелле. Пысăк кăтартусемпе ĕçлекенсене производствăна малалла аталантарма федераци тата Чăваш Республикин бюджечĕсенчен нумай укçа-тенкĕ уйăрса параççĕ. Апла пулсан, тăрăшса ĕçлемелле. Тунă çитĕнỹсемпе лăпланса лармалла мар.


"Елчĕк Ен"
16 декабря 2008
00:00
Поделиться