Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тискерлĕхрен асăрханăр

Уголовлă кодексăн 282 статйипе (вăйпа усă курса каварлашса ушкăнпа курайманлăх тата тăшманлăх çуратни, çын мăнаçлăхне мăшкăл кỹни) ĕç пуçарни республикăра та сайра. Асăннă статьяпа çыхăннă пĕр тĕслĕх Çĕнĕ Шупашкар хулинче пулса иртнĕ. Ку тĕслĕхре çакăн çумне тата темиçе статья хутшăннă. Çав шутра _ 214 (вандализм), 116 (хĕнени), ыттисем. Следстви вĕçленнĕ ĕнтĕ. 7 çамрăк тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе Çĕнĕ Шупашкар хулин судне ярса панă. Пĕрне изоляторта хупса усраççĕ, ыттисене ниçта та тухса каймалла мар алă пустарнă _ вĕсем ирĕкре. Тĕпчев кăтартса панă тăрăх, 2004 çулăн иккĕмĕш çурринче 17-ри çамрăк хăйĕн 16 çулти юлташĕпе Çĕнĕ Шупашкарта скинхедсен националистла шухăш-кăмăлне тĕпе хуракан ушкăн йĕркеленĕ. Следстви шучĕпе, çапла каварлашса общество хăрушсăрлăхне тата обществăри йĕркелĕхе, çавăн пекех Конституци стройне, патшалăх хăрушсăрлăхне хирĕç преступленисем тăвас тĕллев тытнă. Кĕçех тата 5 çамрăк вĕсемпе явăçнă. Ушкăн членĕсем çỹçне шакла кастарнă, нацистсен атрибуткиллĕ тумтирпе çỹренĕ, ытти хулара иртекен футбол матчĕсене кайса çав регионсенчи скинхедсемпе çыхăну тытнă. Каччăсем хулан тĕрлĕ кĕтесĕнче пухăннă, больницăсен, спорт шкулĕсен территорийĕсенче стенасене нацистсен символикипе "капăрлатнă". Шăпах пĕрле пухăннă чух вĕсем экстремистла тĕллевлĕ преступленисем тума каварлашнă. Ушкăнри кашни çамрăкăн рольне палăртнă. Çак эшкер йĕркелỹçисем ушкăна кĕрекен çул çитменнисене тренировка тĕллевĕпе тытăçтарнă та. Идеологи пирки те манман: тĕрлĕ литература туяннă _ "Русский фронт" хаçат, Гитлерăн "Майн кампф" кĕнеки... Химиксен хулинче хăйсен листовкисене сарнă. 2004 çултан пуçласа кăçалхи нарăс уйăхĕччен çак ушкăн чылай преступлени тума ĕлкĕрнĕ. Хăшĕсем самаях шăв-шав çĕкленĕ. Калăпăр, 4 çул каялла вĕсенчен виççĕшĕ Арменирен кунта куçса килнĕ çын тытса тăракан атă-пушмак мастерскойĕн чỹречисене кирпĕчпе çапса ватнă, çурт стени çине экстремистла сăмахсем çырнă. 2005 çулхи çуркунне икĕ çамрăк Çĕнĕ Шупашкарти Винокуров, Энергетиксен урамĕсенчи çуртсен стенисем çине усал листовкăсем çыпăçтарнă. 2007 çулхи ака уйăхĕнче çавнашкал листовкăсем транспорт чарăнăвĕсенче, юпасем çинче курăнса кайнă. Ислама хирĕç текст пичетленĕ хутсене мăсăльмансен прихучĕн председателĕ тытса тăракан лавкка стени çине те çыпăçтарнă. Пĕлтĕрхи çурла уйăхĕнче ушкăн членĕсем пĕрле эрех ĕçнĕ хыççăн куç тĕлне пулнă рэппера тапăнса хĕненĕ. Çавăн чухнех общество транспорчĕн Çĕнĕ Шупашкар центрĕнчи чарăнăвĕнче çамрăксем фашистсен символикиллĕ тата свастикăллă листовка çыпăçтарса хунă. Тепĕр рэппера асăрханă _ ăна та малтанхин шăпи кĕтнĕ. Çийĕнчен çав çамрăка хĕненине пỹтсĕрсем цифра фотоаппарачĕпе ỹкерсе илнĕ. Следстви шучĕпе, çак преступленисенче 17 çулти Çĕнĕ Шупашкар каччи уйрăмах палăрнă. Кăçалхи нарăсăн 5-мĕшĕнче вăл Химиксен хулинчи ращара пĕр рэппера хĕнесе пĕтернĕ, тепĕр кунне "Мухтав аллейин" территорийĕнче тусĕсемпе темиçе çамрăка тапăнса пĕрне кăкăртан виçĕ хут çĕçĕпе чикнĕ. "Паттăрсене" суд кĕтет. Мĕншĕн асăнтăм çак тĕслĕхсене? Çамрăк ăрăва çакăн евĕр тискерлĕхсенчен, маларах асăннă ушкăнсемпе явăçтарасран асăрхаттарас, вĕсенчен аякра тăма ыйтас килет. Çакăн евĕр ушкăнсем пирки информацисем пур пулсан районти шалти ĕçсен пайне пĕлтерме ыйтатпăр.


"Елчĕк Ен"
12 декабря 2008
00:00
Поделиться