Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Кукăр алă кукăр çулпа уттарать

 

Асăннă ĕç çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче Каркалар ялĕнче пулса иртнĕ. Ирхине 2 сехетре Кĕçĕн Таяпара пурăнакан Журавлев Каркаларти Шалимов çурчĕ умне килсе тухнă. Çак кунах маларах çĕрле 23 сехетре Шалимовпа курса калаçнă пулнă вăл. Шалимов Журавлева маларах та палланă, çавна май тĕл пулу вăхăтĕнче "калăмран" халь çеç 28000 тенкĕ ĕçлесе килнине те пытарман. Çакна пĕлнĕ хыççăн Журавлевăн чĕри вырăнта пулман. Ют пурлăхпа хуçаланас ĕмĕт канăç паман ăна. Журавлев крыльца чỹречине çĕмĕрсе саккунсăр майпа пỹрте кĕрсе тăнă, Шалимовран укçа ыйтма тапратнă, ăна питĕнчен çапнă. Шалимов хăйĕн укçа çуккине пĕлтернĕ. Кĕтмен "хăна" кил хуçине пукан илсе темиçе хут çапнă хыççăн Шалимов темле майпа Журавлевран вĕçерĕнсе тухса тарма пултарнă, тỹрех кỹршисем патне чупнă, шаккаса хăйне шала кĕртме ыйтнă. Хăпарса кайнă пит-куçлă, пуçран аманнăран юнпа вараланса пĕтнĕ кỹршине курсан хайхисем ăна васкасах пỹртне илсе кĕнĕ, медицина пулăшăвĕ парас тĕллевпе ялти санитаркăна чĕнсе илнĕ. Вăйран кайнăран ура çинче тăрайман Шалимов хăйне Журавлев укçа ыйтса хĕнесе пĕтернине пĕлтернĕ. Асăннă ĕçе пăхса тухнă хыççăн район сучĕ Журавлева Раççей Федерацийĕн Уголовлă кодексĕн 139 статйин 1-мĕш, 163 статйин 2-мĕш пайĕсемпе килĕшỹллĕн тивĕçлĕ айăпланă.



"Çĕнтерÿ çуле"
08 декабря 2008
00:00
Поделиться