Лаш Таяпа ялĕнче çуралнă Альбина Ксенофонтовна Салабайкина (Князева) çак кунсенче 70 çул тултарчĕ. Çĕрпỹри библиотекарьсем хатĕрлекен техникума ăнăçлăн пĕтерсе алла диплом илнĕ хыççăн çамрăк специалист Хăвăлçырмари ял библиотекинче ĕçлеме пуçлать. Вăл тăрăшнипе кĕнеке фончĕ пуянлансах пырать, вулакансен шучĕ çулсеренех ỹсет. Вĕреннĕ специалистсем пур çĕрте те кирлĕ. Халăх çутталла туртăннă, вулав çуртĕнчен çамрăксем тухма та пĕлмен. Концерт, спектакль лартмалла _ унта Аля, агитатор кирлĕ _ каллех вăл. Çав вăхăтрах комсомол организацине ертсе пынă. Ăна лайăх ĕçленĕшĕн комсомол обкомĕн Хисеп грамотине парса чыслаççĕ. Библиотека ĕçĕнче çунса тăнă çамрăк. Тĕрлĕ мероприятисем ирттернĕ, ал ăстисен кружокĕ ĕçленĕ, час-часах фермăсене, бригадăсене çитсе килнĕ. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансене çĕнĕ хаçат-журналпа паллаштарнă, вулав конференци-йĕсем йĕркеленĕ. Тăрăшса ĕçлекен çамрăка ял халăхĕ хисепленĕ, ертỹçĕсем те асăрханă. Ăна 1962 çулта Елчĕкри тĕп библиотекăна ĕçлеме куçараççĕ. Ку вăхăтра библиотекăсен умĕнче пысăк тĕллев тăнă _ кашни çынна кĕнеке вулама явăçтарасси, уçă кĕнеке фон-чĕсем йĕркелесси, çынсене хăйсемех кĕнекесем суйласа илме хăнăхтарасси. А.Салабайкина çĕнĕлле ĕçлеме пуçланă. Вăл ертсе пыракан ача-пăча библиотеки лайăххисен шутне кĕнĕ. Шкулпа, ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăнса тăрăшнă. Унпа пĕрле Н.Захарова тата Г.Сачкова тăрăшса ĕçленĕ. 1978 çулта районта пĕрлештернĕ библиотекăсен системине туса хураççĕ. Ертсе пыма Альбина Ксенофонтовнăна шанаççĕ. Çĕнĕ самана пысăк ĕçсем кĕтет. Культура минис-терстви тата районти пуçлăхсем тĕп библиотека валли çĕнĕ çурт тума йышăнаççĕ. Çĕрне-кунне пĕлмесĕр стройка ĕçĕпе çỹренĕ вăл. 1981 çулта библиотека хута каять. Çĕнĕ çуртри хăтлăх вулакансене те, библиотека ĕçченĕсене те савăнтарнă. Çĕнĕ çурт валли çĕнĕ кĕнекесем, стеллажсем, сĕтел-пукан туяннă. Телефон кĕртсе панă, телевизор парнеленĕ. Районти мĕнпур библиотека валли кĕнекесем пĕрлештернĕ майпа килсе тăнă, тĕп библиотекăра комплектовани уйрăмĕ уçăлнă. Вулакансем тĕп библиотека фончĕпе анлăн усă курма тытăнаççĕ. Районта çук кĕнекесене республикăран çырăнса илеççĕ. Ятарласа уçнă методика центрĕ ял библиотекисене пулăшу парса тăрнă. Районти библиотекарьсен пĕлĕвне ỹстерсе пыма кашни уйăхрах семинарсем ирттернĕ. Районти, республикăри çĕнĕ опытпа паллашнă, тĕрлĕ конкурссене хутшăннă. А.Салабайкина кирек епле шайри ертỹçĕ пулса тăрăшсан та чăнлăха юратнă. Кашни çыннах вăл ĕçне кура хакланă. "Ĕçре ăнăçлăх пултăр тесен чи малтанах çынсене хисеплемелле, вĕсемпе пĕрле пурăнмалла", _ тенĕ вăл. Ăнăçлăхăн чи пысăк хăвачĕ, чăнах та, çынсем. Çакна библиотека ертỹçи яланах асра тытнă. Культура тилхепине çирĕп те вăйлă алăпа çеç мар, ăслă сăмахпа та тытса пыма пĕлнĕ вăл. Вуншар çынна Альбина Ксенофонтовна хăй çулĕпе ячĕ. Вăл тăрăшнипе ятарлă вăтам, аслă шкул пĕтернĕ ĕçтешсем паянхи кун тимлĕн, вашаватлăн, халăха кĕнекепе тивĕçтереççĕ. Эпир, районти библиотекарьсем, аслă юлташăмăра тав сăмахĕ каламасăр иртместпĕр. Чăннипех те ăшă сăмахсене тивĕç пирĕн ĕçтешĕмĕр. Паян та канма пĕлмест вăл, район историйĕпе кăсăкланать, культура мероприятийĕсене хутшăнать. _ Ватăлма вăхăт çук, _ тет сăпайлăн. |