Ял хуçалăх предприятийĕсен тытăмĕ çĕнелсе улшăннă май çынсене харпăрлăха çĕр пайĕсем уйăрса панă. 1992 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен пĕрлешỹллĕ хуçалăхра ĕçленĕ, кунта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă тата территорире пурăнакан граждансем: ялти социаллă сферăра (хуçалăх территорийĕнче вырнаçнă сывлăх сыхлавĕн, культура, йăла, çыхăну, суту-илỹ тата обществăлла апатлану, предприяти-организаци, вĕрентỹ учрежденийĕнче ĕçлекенсем) çĕре харпăрлăха, ĕмĕрлĕхе усă курма, вăхăтсăр (ялан) усă курма ирĕк пани çинчен свидетельство илнĕ. Халăха вара çакă паян кунчченех калаçтарать. 1996 çулта çĕр пайĕсем пурри çинчен ĕнентерекен свидетельствăна алла илнĕ нумай çын хăйне çак вăхăтченех "манăн харпăрлăхра çĕр пайĕ пур" тесе пурăнать. Ун чухне харпăрлăха панă çĕр пайĕсен хуçисем хăйсен çĕр пайĕсем хăш вырăнта вырнаçнине те пĕлмен, унăн чикки те паллă пулман. Федерацин "Ял хуçалăхĕнчи çĕрсен çаврăнăшĕ çинчен" Саккунĕ çак ыйтăва татса пама пулăшнă. Унпа килĕшỹллĕн, çĕр пайне тивĕçлĕ çыннăн палăртнă уйра çĕр лаптăкĕ пулмалла. Вăл çĕр пайне сутма, парнелеме, урăх çынна халаллама, салука, арендăна пама, юридици сăпачĕн устав капиталне хывма, унта фермер (хресчен) хуçалăхĕ йĕркелеме тата ытти майсемпе усă курма пултарать. Ку вăл çĕр пайĕн хуçин хăйĕн ирĕкĕ. Граждансен харпăрлăх прависене гарантилес, рынок хутшăнăвĕсене малалла аталантарас тата Чăваш Республикин инвестици илĕртỹлĕх-не ỹстерес тĕллевпе Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн 2006 çулхи юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнчи "Чăваш Республикинчи çĕр участокĕ-сене патшалăх кадастрне шута илес тата куçман пурлăх объекчĕсене патшалăх енчен шута илес ĕçе вĕçлес енĕпе пурнăçламалли хушма мерăсем çинчен" Указне тĕпе хурса çак çулсенче районта пай çĕрĕсемпе çыхăннă пысăк ыйтусене татса панă. Куçман пурлăх объекчĕсен кадастрĕн федераци агентствин Чăваш Республикинчи управленийĕн районсем хушшинчи 6-мĕш номерлĕ пайĕн ертỹçи Г.Васильев палăртнă тăрăх, паянхи информаци технологийĕсемпе усă курса çĕр тата куçман пурлăх çинчен калакан кăтартусен патшалăх базин пĕрлехи тытăмне йĕркелесе çитернĕ. Унпа пĕрлех патшалăх регистрацийĕ туман тата лаптăка чикĕлемен çĕрсене, куçман пурлăха инвентаризациленĕ. Çĕрсен кадастр хаклавне тунă. Çĕр пайĕсене чикĕлес, ăна харпăлăха илес ыйтупа ялсенче граждансен пухăвĕсене ирттернĕ. Йĕркепе килĕшỹллĕн, чи малтан район хаçатĕнче ыйтса илмен çĕр пайĕсен (вилнисен, ют çĕре тухса кайнисен), ун хыççăн, кăçалхи ака уйăхĕнчен пуçласа, пухусенче йышăнса, палăрт-са хăварнă уйсенчи хăйсене тивĕçекен çĕр пайĕсемпе уйрăлса тухасси çинчен кашни хушамата уйрăммăн палăртса пĕлтерỹсем пичетлерĕç. Хальхи вăхăтра çĕр пайĕпе ĕçлекен вырăнсенчи ятарлă çынсем çĕр лаптăкĕсен проекчĕсене тутарассипе, патшалăх кадастр учетне тăратассипе, патшалăх регистраци службинче çирĕплетнĕ свидетельствăсене алла илессипе тимлеççĕ. Пай çĕрĕсене кадастр учетне тăратассипе ял тăрăхĕсенче кăçалхи раштавăн 1-мĕшĕ тĕлне мĕнле ĕçленин кăтартăвĕсемпе паллашнă хыççăн уççăнах çакна палăртма пулать. Елчĕк ял тăрăхĕнче ("Прогресс" хупă акционерсен обществи), Аслă Таяпа ял тăрăхĕнче (К.Маркс ячĕллĕ хуçалăх), Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнче ("Смычка" хуçалăхăн 2-мĕш участокĕ), Тăрăм ял тăрăхĕнче ("Урожай", "Знамя", "Луч", "Рассвет" хуçалăхсем), Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнче ("Кушкă", "Вперед", "Энтепе", "Марс", "Комбайн" хуçалăхсем), Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнче ("Труд", "Дружба", "Восход" хуçалăхсем), Курнавăш ял тăрăхĕнче ("Сатурн", "Колос", "Нива" хуçалăхсем), Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче ("Родник", "Яманчурино", "Свобода" хуçалăхсем) пурăнакансем çĕр пайĕсен кадастр планне алла илнĕ, вĕсем хатĕрленĕ мĕнпур документ патшалăх регистраци службине çитнĕ. Кунта вĕсен регистраци органĕнче çи-рĕплетнĕ свидетельствăна алла илмелли анчах юлнă. Асăннă ял тăрăхĕсен территорийĕнчи çĕр пайĕсене тивĕçлĕ çынсем кĕçех харпăрлăх çĕр пайĕсен чăн-чăн хуçисем пулса тăрĕç. "Таябинка", "Смычка" хуçалăхсенче (Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕ), "Аранчеево" хуçалăхра (Аслă Таяпа ял тăрăхĕ), "Победа" хуçалăхра (Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕ), "Труд", "Дружба" хуçалăхсенчи (3 участок) (Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕ), "Слава" хуçалăхра (Лаш Таяпа ял тăрăхĕ) кадастр планне туса хатĕрлемен. Аслă Елчĕк ял тăрăхĕнче, унчченхи "Заря" хуçалăхра (Курнавăш ял тăрăхĕ) лару-тăру йывăр. Аслă Елчĕкре 2015,3 гектар çинчи 16 уйран 1023 çынна харпăрлăха çĕр пайĕ памалла. Анчах çынсем пай çĕрĕсене харпăрлăха илме, документсене тума васкаманни шухăшлаттарать. Çакна тĕрлĕрен сăлтавлама пулать: халăх çĕр хакне, пĕлтерĕшне ăнланмасть, хăйсен прависене пĕлмест. Хăшĕ-пĕри кирлĕ хутсене хатĕрлеме укçа-тенкĕ тăкакласшăн мар. Кун пек чухне ял тăрăхĕсенче ĕçлекенсем çине шанса тăни анчах тĕрĕс мар пулнă пулĕччĕ. Çĕр пайĕсен хуçисем хăйсен пуçарулăх кăтартмалла. 2009 çулхи январĕн 27-мĕшĕччен! çĕре харпăрлăха куçарттарман çынсем ăна çухатма пултарасси куç умĕнчех. Апла пулсан, васкамалла. |