Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тимлĕх пирки манар мар

Иртнĕ эрнере райадминистрацийĕн ларусем иртекен залĕнче районти террора хирĕçле комиссин анлă ларăвĕ пулса иртрĕ. Унта предприятисемпе организацисен, вĕрентỹ учрежденийĕсен ертỹçисем хутшăнчĕç, террора хирĕçле хỹтĕлеве тата пысăк пĕлтерĕшлĕ объектсене сыхлассине вăйлатас ыйтусене пăхса тухрĕç, ку енĕпе тĕрлĕ сĕнỹсем тăратрĕç. Террорла актсене хирĕç тăрасси, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси çине ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен пайĕ те пысăк тимлĕх уйăрать. Ку енĕпе ятарлă план хатĕрленĕ. Граждансене тимлĕхе ỹстерме хистесе йĕрке хуралĕн ĕçченĕ-сем информаципе пропаганда ĕçĕсем пурнăçлаççĕ. Халăхран та урамра е çурт таврашĕнче иккĕлентерекен япаласем, шанчăксăр çынсем курсан шалти ĕçсен пайне пĕлтерме ыйтаççĕ. Çын йышлă çỹрекен вырăнсене асăрхаса тăрассине йăлана кĕртнĕ. Паспортпа виза режимне пăсакансене тупса палăртас тĕллевпе хăна çурчĕсене, общежитисене, ют регионтан килекен çынсем вăхăтлăх чарăнакан вырăнсене, хăрушлăх кăларса тăратакан объектсене тĕрĕслесех тăраççĕ. Çак сăлтавпах çул-йĕр çинче те тимлĕхе çухатмаççĕ, ют регионтан килнĕ е иккĕлентерекен транспорт хатĕрĕсене чарса тĕплĕн тĕрĕслеççĕ. Районта культурăпа массăллă, спорт тата ытти пысăк мероприятисене йĕркеленĕ вăхăтра пропуск режимне вăйлатассине те тĕпе хураççĕ. Шкул ертỹçисен те тимлĕх çинчен манмалла мар. Тĕрлĕ инкек-сикекре ачасене çуртран илсе тухмалли йĕркене кунти ĕçченсен çирĕп пĕлмелле. Тимлĕх пирки асрах тытар. Сыхланакана Турă сыхлать тесе ахальтен каламан халăхра.


"Елчĕк Ен"
03 декабря 2008
00:00
Поделиться