Пушартан сыхланар
Кăçалхи 11 уйăхра районта 20 пушар (пĕлтĕр _ 27), 461 пин те 51 тенкĕлĕх сиен кỹнĕ (иртнĕ çул _ 531 пин те 868 тенкĕлĕх). Инкексен 85 проценчĕ граждансен кил-çурчĕсенче тухнă. Вĕсенче, телее, пĕр çын та вилмен, анчах та 4 çын инкек тỹснĕ. Сăлтавĕсем вара тĕрлĕрен: пĕрисем пушартан сыхланмалли йĕркесене пурнăçламан, виççĕмĕшсем электричествăпа асăрханусăр усă курнă тата ытти те. Пушар хуралĕнче ĕçлекенсем тĕрлĕ хуçалăхра тĕрĕслевпе пулнă май граждансем пушар хăрушсăрлăх йĕркисене кирлĕ пек пурнăçласа пыманнине, çуртсенче, хуралтăсенче кивелнĕ, йĕркене пăхăнмасăр кĕртнĕ электропралуксемпе усă курнине тупса палăртаççĕ, çитменлĕхсене пĕтерме хушса хăвараççĕ. Вут-кăвар тип-шар кỹнине пĕр самант та манас марччĕ, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çирĕп пăхăнасчĕ.
"Елчĕк Ен"