И.Портнова асăнса
Аслă Пăла Тимеш ялĕнче çуралса ỹснĕ Иссак Петрович Портнов çинчен илтмен çын пирĕн районта çук та пулĕ. Елчĕк районĕнче çеç мар, республикăра та нумайăшĕ пĕлнĕ ăна. Иссак Портнов йывăр атлетика енĕпе СССР спорт мастерĕн нормине пурнăçланă, нумай çул Чăваш Республикин абсолютлă чемпионĕ, рекордсменĕ пулнă. 90 килограмлă виçере пăхаттир 185 кг штангăна парăнтарнă, нумай хутчен акатуй паттăрĕ пулнă. Чăн та, çакăн пек çын мухтава тивĕç. Шел, 2004 çулта 40 çулхи вăйпитти арçын вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. И.Портнова аса илсе шăпах çак кун йывăр атлетика енĕпе Елчĕк районĕн уçă чемпионачĕ иртрĕ. Ăмăртăва Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчен, Патăрьел районĕнчи штангистсем хутшăнма кăмăл турĕç. Çавăн пекех хамăр районти ултă команда спортсменĕсем пухăнчĕç. Килнĕ хăнасене тата спортсменсене район пуçлăхĕн çумĕ _ район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Л.Левый, А.Игнатьев ячĕллĕ республикăри спорт шкулĕн директорĕ С.Шелтуков ăнăçу сунчĕç, спортра çитĕнỹсем тума хистерĕç. Ăмăртăва яланхи пекех чи çамрăк штангистсем пуçларĕç. В.Викторов (Елчĕк), А.Чанга (Патăрьел) тата А.Ефимов (Курнавăш) чи çăмăл виçере палăрчĕç. Пĕрремĕш разрядлă спортсмен А.Иноходов (Аслă Пăла Тимеш) 34 кг спортсменсем хушшинче мала тухрĕ. Сăмах май каласан, Толя çак ăмăртура чи пултаруллă çамрăк спортсмен ятне, укçан преми çĕнсе илчĕ. Çак виçере иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Энтепери М.Кушниковпа Патăрьел районĕнчен килнĕ М.Поляков йышăнчĕç. Çамрăк спортсменсем хушшинче хăйсен виçисенче Патăрьелĕнчи Д.Давыдовпа П.Адикин, Çĕнĕ Пăвари П.Чермаков, Елчĕкри А.Александров Елчĕк районĕн чемпионĕсем пулчĕç. Кĕмĕл тата бронза медальсене Елчĕкри А.Шляпин, Аслă Пăла Тимешри А.Никитин, Курнавăшри Д.Николаев, Патăрьелĕнчи А.Мышовпа А.Исаев тата Шупашкартан килнĕ И.Савельев, А.Васильев, С.Николаев кăкăрĕсем çине çакса ячĕç. 56 тата 62 кг категорисенче помост хуçисем чи хаклă парнесене çĕнсе илчĕç. П.Ягудинпа П.Портнов паха кăтартусемпе çĕнтерчĕç. Вĕсен юлташĕ Н.Алексеев та призерсен шутĕнче. Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекен А.Викторовпа Н.Васильев, Çĕнĕ Пăвари С.Прохоров хăйсен виçисенче иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Çĕнĕ Шупашкар хулинчи олимп резервĕсен училищинче ăсталăх пухакан 19 çулхи Г.Чермаков ăмăртура чи паха кăтарту турĕ. Нумаях пулмасть вăл спорт мастерĕн нормине пурнăçланăччĕ. Гурий хальхинче 69 кг категоринче ăмăртса икĕ енлĕ кĕрешỹре 225 кг пухрĕ, район чемпионĕн ятне, хаклă парне, укçан преми тата "Чи лайăх штангист" номинацире кубок çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче _ А.Зайцев ("Юман" спорт клубĕ) тата А.Пагунов (Патăрьел). Хусанти ветеринари институтĕнче аспирантурăра вĕренекен Д.Портнов 77 кг атлетсем хушшинче çăмăллăнах çĕнтерчĕ. Çавăн пекех Курнавăшри П.Смирновпа Аслă Пăла Тимешри А.Алексеев та мухтава тивĕç. Чи йывăр виçере çĕнтерỹçĕне хаклă парне _ телевизор _ кĕтрĕ. С.Корнилов чи вăйли пулнине ăмăрту судйисем çирĕплетрĕç. Сергей Курнавăш шкулĕнче вĕреннĕ, Н.Молоствов тренер пулăшнипе спортра пĕрремĕш утăмсем тунă. Халĕ вăл Çĕнĕ Шупашкар хулинче олимп резервĕсен училищинче ăсталăха малалла туптать. Çак виçерех Шупашкарти А.Алдыкинпа В.Ишмуратов призерсен шутĕнче. Ăмăртура хĕрсем те хăйсен пултарулăхĕсене кăтартрĕç. Кунта О.Старостина спорт мастерне, республика рекордсменкине А.Иноходовăна палăртмалла. М.Портнова, И.Ананьева та хăйсен виçисенче çĕнтерỹçĕсем пулчĕç. Юлашкинчен помост çине спорт ветеранĕсем тухрĕç. СССР спорт мастерĕ, 47 çулхи Ю.Балтаев пуринчен те пултаруллă пулчĕ. Вăл Кивĕ Эйпеç ялĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнать. Елчĕкри А.Викторов спорт мастерĕ те ăнăçлă ăмăртрĕ. Унăн иккĕмĕш кăтарту. Шупашкартан килнĕ С.Казаков та куракансене савăнтарчĕ. Ăмăрту итогĕсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн çакă паллă пулчĕ _ районта "Юман" спорт клубĕнче чи пултаруллă штангистсем. Елчĕксемпе Курнавăшсем те вăйлă атлетсем пулнине çирĕплетрĕç. Ăмăрту йĕркелекенсем çĕнтерỹçĕсене чыслама парнесем, медальсем илме, спортсменсене тỹлевсĕр апат çитерме укçа-тенкĕ уйăрнă "Санти" ООО-на (ертỹçи Ю.Александров), "Ритуал" ООО-на (В.Портнов), С.Чермакова, Ю.Осипова, И.Михайловские, С.Портнова, Иссак Портновăн çемйине, А.Портнова Патăрьелĕнчи Ю.Чернова тав тăваççĕ. |
"Елчĕк Ен"