Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хăрушă чиртен пăрăнар

.
1988 çултан пуçласа кашни çулах СПИДа хирĕç кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери куна паллă тăватпăр. Епле те пулсан хăрушă чире анлă сарас марччĕ. Çак кунăн кăçалхи девизĕ: "Сăмаха пурнăçлар _ СПИДа чарса лартар". Мĕн пытармалли, чир тĕнчере анлă сарăлса пырать. Паян чиртен сыватма эмелсем шыраса тупман. Апла пулсан, вируса ертменни, чиртен сыхланма пĕлни кирлĕ. Çавăнпа та ун çинчен пур çыннăн та, уйрăмах çамрăксен, лайăх пĕлмелле. Пĕлекен çын çеç чир-чĕртен сыхланма пултарать. Çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ. СПИДа хирĕç кĕрешмелли уйăхлăха хутшăнса районти врачсем шкул ачисемпе тĕрлĕ калаçусем, сывлăх урокĕсем йĕркелеççĕ, тĕп больницăра раштавăн 1-мĕшĕнче "Уçă алăксен кунĕ" иртет. Ун чухне поликлиника заведующийĕпе Л.Капламовăпа Н.Мулякова инфекционист сирĕн кирек мĕнле ыйтăвăр çине те хуравлĕç. Чи кирли вара _ кăмăл-сипет тасалăхĕ, эрех-сăра ĕçсе пуçа минретменни, нихăçан та наркотикпа усă курманни, мăшăрпа анчах ар çыхăнăвĕ тытни.


"Елчĕк Ен"
03 декабря 2008
00:00
Поделиться