Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

"Ешĕл планета..."

.
Çакăн пек ятпа иртнĕ Мускавра тĕрлĕ регионсем хушшинчи çамрăк экологсен форумĕ. Чăваш Республикин представителĕсенчен форум ĕçне Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкулти 8-мĕш класра вĕренекен Лида Юрковăпа унăн вĕрентекенĕ Н.Карчикова хутшăнчĕç. Пирĕн республикăра "Ешĕл планета" конкурса Шупашкарти ачасемпе çамрăксен туризмпа экскурсин "Еткер" пултарулăх çурчĕ ирттерет. Лида çав конкурса "Пирĕн шкулти экологи сукмакĕ" проект тăратнă. Унăн ĕçĕ 2-мĕш вырăна тухнă. Сăмах май, биологи учителĕ Надежда Антоновна ертсе пыракан çамрăк натуралистсем çулсерен активлă хутшăнаççĕ çакăн евĕр конкурссене. Акă, 9-мĕш класра вĕренекен Ю. Митрофанова, А.Андреева, О.Анисимова ĕçĕсем те тĕрлĕ номинацисенче палăрнă. Пуçламăш класс ачисем те айккинче юлмаççĕ. Э.Архипова, В.Никифорова вĕренекенĕсем грамотăсем илме тивĕçнĕ. Конкурс йĕркелỹçисем тĕрлĕ регионсенчи çĕнтерỹçĕсене форума Интернет урлă чĕнсе янă. Пурĕ 170е яхăн çын пухăннă форума. Мускавра вĕсене лайăх кĕтсе илнĕ, пурне те "Байкал" хăна çуртне вырнаçтарнă. Мускава мĕнле кайса килнипе Лида Юрковăна хăйне паллаштарма ыйтрăмăр: _ Форума хутшăнни маншăн питĕ усăллă пулчĕ. Нумай çĕннине пĕлме май килчĕ, урăх регионсенчи ачасемпе паллашни, вĕсемпе курса калаçни асра юлчĕ. Палăртнă графикпа иртрĕç кунсем. 1-мĕш кун _ паллашу кунĕ. Чылай регионсенчен тĕрлĕ ĕçсемпе пуçтарăннă çамрăк экологсем. Мускав, Тула облаçĕсенчен, Камчаткăран, Тува, Чечен Республикисенчен, Беларуссипе Украинăран тата таçтан-таçтан та _ пурне те асăнса çитерес çук. Иккĕмĕш кун ирхине форума хутшăннă чи-чи пултаруллă ачасене чысларĕç, лайăх ĕçсене палăртрĕç. Çамрăк экологсемпе космос, медицина, шыв-шур, вăрман, çĕр ĕçĕ енĕпе ĕçлекен специалистсем тĕл пулчĕç, вĕсен ыйтăвĕсем çине тулли хуравсем пачĕç. Тем те интереслентерет çамрăксене. Рак чирĕ мĕншĕн пулать? Ăна парăнтарма пулать-и? Урăх планета çинче пурнăç пур-и? Пулма пултарать-и? Тата ытти те. Çав кунах тата Третьяков галерейинче пултăмăр. Тахçанах ĕмĕтленнĕ эп ун çинчен. Питĕ килĕшрĕ унта. Пире пурне те парнесем _ кĕнекесем пачĕç. Виççĕмĕш кун Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин çуртĕнче экскурсире пултăмăр. "Ешĕл планета" конкурса хутшăнакан ачасен ĕçĕсенчен выставка йĕркеленĕ. Çакăнта маншăн тĕлĕнмелли те пулчĕ. Ытти ỹкерчĕксем хушшинче хамăр шкулти пуçламăш класра вĕренекен Ирина Ивановăпа Катя Петрова ĕçĕсене палласа илтĕм. Раççей шайĕпе мĕнле конкурссем, выставкăсем иртнипе паллаштарчĕ экскурсовод. Депутатсем канашлакан лару залне те кĕрсе куртăмăр. Ун хыççăн ВВЦра çỹрерĕмĕр. Надежда Антоновнăпа шкул валли сайра тĕл пулакан ỹсен-тăран, йывăç, чечек вăррисене туянтăмăр. Тăваттăмĕш кун Царицино музейĕнче пулса курни те асра юлчĕ. Музейра II Кĕтĕрне патша тумĕсене, çав вăхăтри экспонатсене хам куçпа курса тĕлĕнтĕм, çак кун юлашки сывпуллашу каçĕ пулчĕ. Пĕчĕк парнесем, тĕрлĕ кĕнекесем пачĕç пире. Çывăх паллашнă туссемпе çыхăну тытма калаçса татăлтăмăр, телефон номерĕсемпе ылмашăнтăмăр. Эпир мари хĕр ачипе паллашрăмăр. Вăл 12 çул Камчаткăра пурăннине пĕлтерчĕ. Ашшĕ _ çар çынни. Çавна май час-часах пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçса çỹрет çемье. Чăваш çĕршывĕ, Шупашкар çинчен илтнĕ, пĕлеççĕ. Çемйипех чăваша куçса килес ĕмĕт те пур. Çав вăхăтрах Чечен Республикинчен килнĕ туссем те çывăх пулса тăчĕç. Вĕсем вăрçă пирки каласа панисем ман чĕрене вырнаçрĕç. "Питĕ хăрушă вăл вăрçă. Снарядсем шăхăраççĕ, çуртсем арканаççĕ, çынсем вилеççĕ. Урама тухма çук. Снаряд вĕçсе иртмессерен ăçта ỹксе çурăлать-ши, кама инкек илсе килет-ши? тесе сехĕрленсе шутлатăн. Вăрçă мĕн иккенне эпир кĕнеке, кино тăрăх çеç пĕлеттĕмĕр пулсан, халĕ ăна хамăр тỹссе куртăмăр. Куçпа куртăмăр, чунпа туйрăмăр. Никама та кирлĕ мар вăрçă!" _ куççульне пытараймарĕ Чечен Республикинчен килнĕ вĕрентекен. Çак сăмахсене илтсен эпĕ хам та çỹçенсе кайрăм, çан-çурăм тăрăх сивĕ чупса иртрĕ. Чăнах та, мĕн тери ырă иккен вăл пирĕн планета ешĕл пулсан. Çĕр-аннемĕре вăрçă тусанĕ, бомба-снаряд шăрши мар, кайăк-кĕшĕкпе лăпкă çут çанталăк сасси çеç хупăрласан.


"Елчĕк Ен"
03 декабря 2008
00:00
Поделиться