Аннене АННЕ тееççĕ...
Икĕ уйăхран иртнĕ Никита çĕрĕпе канлĕ çывăрмарĕ кĕçĕр. Амăшĕ кăштах канса илтĕр тесе мăнукне алла тытрĕ Зина аппа. _ Анне, аннеçĕм! Мĕн тăвăттăм эпĕ сансăр, _ ăшшăн тав турĕ Марина амăшне. Хĕрĕ ăна çепĕççĕн "анне" тесе чĕнни Зина аппан чун-чĕрине çĕклерĕ, çирĕм виçĕ çул иртрĕ вăл çак асамлă сăмаха илтни. Телей кайăкĕ вĕсен алăкне пырса шакканăшăн епле хĕпĕртенĕ вăл. Мĕнех, хăй варĕнче ỹтлентерсе ача çуратман вăл, çапах тăлăха юлнă виççĕри ачашăн чăн-чăн амăшĕ пулса тăчĕ. "Çуратакана мар, пăхакана амăшĕ", _ теççĕ халăхра. Халĕ Зинаида Михайловна анне çеç мар, кукамай та. ...Кушкă ялĕнче 1950 çулта кун çути курнă Зина ялти шкулта 8 çул вĕреннĕ хыççăнах ĕçе вырнаçрĕ. Унтан Кивĕ Эйпеçри Анатолий Кудряшова качча тухрĕ. Çемье пуçĕ ĕмĕрне сан-эпидемстанцире дезинструктор пулса ĕçлесе ирттерчĕ. Ырă кăмăллă, маттур арçын вăл. Çемье çавăрсан вăтам шкул пĕтерес тĕллевпе çамрăк арăм каçхи шкулта вĕренчĕ. Икĕ алла пĕр ĕç тесе нимĕнрен те хăрамарĕ. Малтанах бригадăра тĕрлĕ çĕрте вăй хучĕ. Унтан дояркăра та, свинаркăра та ĕçлерĕ. 1981 çулта шкулти столовăйне ĕçлеме куçрĕ те мĕн пенсие тухиччен вĕренекенсене тутлă апат-çимĕç пĕçерсе çитерчĕ. Зина аппан ырă кăмăлне, ăшă калаçăвне шкултан вĕренсе тухнисем час-часах аса илеççĕ. Сăмах май каласа хăварам: паян та Зина аппа декретлă отпускри çамрăк хĕрарăма улăштарать. Ют çынна мар, ăнах вăхăтлăха ĕçлеме чĕнсе илнĕшĕн савăнать пенсионерка. Мăшăрланни вун пилĕк çул иртсен çемьере йыш хушăнманран ун-кун нумай шухăшланă Зина аппапа Толя пичче. Ачашăн çунатланнă çемье Улатăрти ача çуртне çул тытать. Пĕрремĕш хут тăлăх ачасене курсан канăçнех çухатать Зинаида Михайловна, çывăрайми пулать. Тĕлĕкре те ашшĕ-амăшĕсĕр ỹсекенсем курăнма пуçлаççĕ. Иккĕмĕш, виççĕмĕш хутĕнче те интернатра ĕçлекенсем виçĕ çулхи Маринăна кăтартаççĕ Кудряшовсене. Пĕрре курсах кăмăлне каять хĕр пĕрчи вĕсене. Тĕплĕ шухăшланă хыççăн ăна усрава илмех тĕв тытаççĕ. Тĕрлĕ документсем тутарса та вăхăт самаях иртет. Акă вĕсем интернат алăкĕнчен кĕреççĕ. Вĕт-шакăрсем картишĕнче уçăлса çỹреççĕ. _ Марина, твои мама и папа приехали, _ теççĕ ачасем хаваслăн кăшкăрашса. Ачасен ушкăнĕнчи хĕр пĕрчи часах вĕсенчен уйрăлать те Зина аппапа Толя пичче патне чупса пырать, тỹрех "мама, папа" тесе ыталать. Çакна тăруках кĕтмен Кудряшовсем аптăрасах каяççĕ, ара, вĕсем те анне-атте ятне илтеççĕ-çке. 1985 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа Марина амăшĕн ăшшине, ашшĕн хỹттине курса-туйса ỹсет. Пурăна-киле чи хаклă çынсене вырăсла мар, чăвашла чĕнме пуçлать. Пỹрт ача сассипе илемлĕ пулнине чĕрипе туять Зина аппа. Интернат пурнăçне çемье хăтлăхĕпе танлаштарма çуках. Виççĕри хĕр пĕрчи кушак çуринчен те хăранă, çынсенчен ютшăннă, тутлă апат-çимĕçе çисе тăранайман... Майĕпен чĕлхи те уçăлнă Маринăн, шкулта та начар мар вĕреннĕ. Ашшĕпе амăшĕ уншăн чунне пама хатĕррине те ăнланнă. Вăтам шкултан вĕренсе тухсан хĕр Шупашкара вĕренме тухса кайрĕ. Бухгалтер специальноçне алла илчĕ. Унтан хăйне валли мăшăр тупрĕ. Шеплĕ туй кĕрлеттерчĕç. Хĕрĕпе Алеша кĕрỹшĕ ашшĕпе амăшне хисеплеççĕ. Халĕ, акă, Марина хĕрĕпе Никита мăнукĕ вĕсен патĕнче хăнара. Ывăлĕ кăштах аталаниччен ялта пурăнаççĕ-ха вĕсем. Кĕрỹшĕ хуларан канмалли кунсенче кунта килет. Мăшăрне ашшĕпе амăшĕ çумĕнче çăмăлраххине ăнланать вăл. Зинаида Михайловнăпа Анатолий Федорович шăкăл-шăкăл калаçса пурăннине ял пĕлет. Усал çынсем мар вĕсем. _ Телейлĕ хĕрарăм эпĕ. Мăшăртан усал сăмах илтсе курман. "Ача çуратаймарăн" тесе каламан халиччен. Турă шеллерĕ пулинех пире, тăлăха ура çине тăратма пулăшрĕ. Марина хĕрĕм пурнăç çулĕнче савăнăç парнелерĕ, _ тет З.Кудряшова савăнăç куççулĕсене шăла-шăла илсе. Хальхи пекех ас тăвать амăшĕ: виççĕри хĕр пĕрчине хăй ытамне илет Зина, Маринăн куçĕсенчен пысăк тумламлă куççулĕсем шăпăртатрĕç те шăпăртатрĕç... Хĕр ачан куçĕ текех куççульпе ан тултăр тесе хăйсенчен килнине пĕтĕмпех пурнăçларĕç Кудряшовсем: ытлă-çитлĕ пурăнчĕ çемье. ..Аннене анне тееççĕ, Аннене илме укçи çук.., _ тесе янăрать радиопа юрă. Зинаида Михайловнăн чĕринех пырса тивеççĕ унти сăмахсем. Амăшĕн çумне тĕршĕннĕ Марина нихçанхинчен савăнăçлă, вăл та анне пулчĕ. |
"Елчĕк Ен"