Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Улшăнусем çĕнĕлле ĕçлеме хистеççĕ

 Чỹк уйăхĕн 21-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залĕнче районти Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ пулса иртрĕ. Унта район пуçлăхĕ Н.Миллин, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, предприятисемпе организацисен ертỹçисем хутшăнчĕç. Ларăва районти Депутатсен пухăвĕн председателĕ Р.Молодова ертсе пычĕ. Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 15 ыйтăва пăхса тухрĕç. Районăн социаллă пурнăçĕпе экономикин кăçалхи тăхăр уйăхри аталанăвĕпе райадминистрацин экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л.Дмитриева паллаштарчĕ. 2008 çулхи 9 уйăхра (иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан) промышленность производстви, çурт-йĕр тăвасси, строительствăри, ваккăн сутакан тавар çаврăнăшĕ, харпăр хăй вăйĕпе пурнăçланă ĕçсен калăпăшĕ ỹснĕ. Промышленность предприятийĕсем хальхи хаксемпе 73455,59 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă, ку вăл иртнĕ çулăн çак тапхăрĕпе шутласан 154 процентпа танлашать. Ял хуçалăх производствинче продукци калăпăшĕн индексĕ пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 115,4 процентпа танлашнă. Кăçалхи 9 уйăхра тĕп капитала укçа-тенкĕн пур çăл куçĕнчен 172,0 миллион тенкĕ пырса кĕнĕ, çакă иртнĕ çулхин 84,8 проценчĕпе танлашать. Пысăк тата вăтам предприятисенче ĕç укçи шайĕ _ 7213,8 тенкĕпе танлашнă. 2007 çулхинчен вăл 68,5 процент чухлĕ ỹснĕ. Районта ĕç укçи парайман организацисемпе предприятисем çуккине те палăртмалла. Промышленноçа аталантарассинче яланхиллех "Елчĕкри сыр пĕçерекен завод" ОАО, "Елчĕкри крахмал" агрофирма" ООО, "Чăвашъенкрахмал" ООО, "Елчĕкри çăкăр завочĕ" ООО, НПО "Промсервис" ЗАО, "Яманчỹрелти сельхозхими" ПУП палăрнă. Ваккăн сутакан тавар çаврăнăшĕ пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 44,6 процент ỹснĕ, пурĕ 221,2 миллион тенкĕпе танлашнă. Пысăк тата вăтам предприятисем халăха 39,2 миллион тенкĕлĕх тỹлевлĕ пулăшу панă, çак кăтартăва 5,9 процент ỹстернĕ. Агропромышленность комплексĕ район экономикин аталанăвĕнче тĕп вырăн йышăнать. 2008 çулхи 9 уйăхра районти хуçалăхсенче пĕтĕмпе 1110,0 миллион тенкĕлĕх продукци туса илнĕ: 3435 тонна (чĕрĕ виçепе) аш-какай, 23737 тонна сĕт (продукци калăпăшĕн кăтартăвĕ пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 113,0 тата 104,0 процентпа танлашнă). Чи пысăк сăвăмпа палăрнă хуçалăхсем çаксем: "Победа" (5462 килограмм), "Комбайн" (5006), "Сатурн" ЯХПК (4846), "Яманчурино" ООО (4708 килограмм). Уйрăм хушма хуçалăх тытса пыракан 658 çын 103,7 миллион тенкĕлĕх кредитпа усă курнă. 9 уйăхра укçа-тенкĕн пĕтĕм çăл куçĕпе усă курса 172019 пин тенкĕлĕх капиталлă ĕçсем пурнăçланă. Пĕчĕк бизнес район бюджетне налук кĕртессине, ял çыннисем валли ĕç вырăнĕсем туса парассине, продукци кăларассине тата çăмăллăхсем парассине ỹстерет. Районта пурĕ 96 пĕчĕк тата вăтам предприяти, 622 уйрăм предприниматель шутланать. 9 уйăхра пĕчĕк тата вăтам предприятисем хăйсен вăйĕпе 212,2 миллион тенкĕлĕх тĕрлĕ ĕç пурнăçланă. Вĕсенче ĕçлекенсем вăтамран 5567,8 тенкĕ ĕç укçи илеççĕ. Предпринимательсем хăйсен вăйĕпе 9 лавкка уçнă, 40 çын ĕç вырăнĕ тупнă. Пухура депутатсем районăн 2008 çулхи бюджетне 9 уйăхра пурнăçланин пĕтĕмлетĕвĕн отчетне çирĕплетрĕç. Йышăну проекчĕпе райадминистрацин финанс пайĕн ертỹçи Г.Анисимова паллаштарчĕ. 9 уйăхра бюджетăн тупăшсен пайĕ 209,8 миллион тенкĕпе, тăкаксен пайĕ 190,3 миллион тенкĕпе танлашнă. Докладчик тупăшсемпе тăкаксем мĕнле пулнипе тĕплĕн паллаштарчĕ. Пухура Елчĕк районĕнче бюджет хутшăнăвĕсене йĕркелемелли йĕркесене, Раççей Федерацийĕн налуксемпе тỹлевсене вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене парассипе çыхăннă ыйтусене йĕркелесси çинчен калакан Положение улшăнусем кĕртрĕç. Районăн социаллă пурнăçĕпе экономикин 2009 çулхи аталанăвĕн тĕп кăтартăвĕсемпе Л.Дмитриева паллаштарчĕ. Районăн 2009 çулхи бюджетне çирĕплетнĕ чух бюджетăн тупăшсен пайне 317,7 миллион тенкĕ, тăкаксен пайне 317,9 миллион тенкĕ пăхса хăварчĕç. Бюджет дефицичĕ 0,2 миллион тенкĕпе танлашĕ. Районти Депутатсен пухăвĕн хăш-пĕр йышăнăвĕсене пăрахăçларĕç депутатсем. 2009 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен вырăнти налуксене (уйрăм çынсен пурлăх налукĕ, çĕр налукĕ) ял тăрăхĕсенчи вырăнти хăй тытăмлăхăн представительлĕ органĕсен йышăнăвĕсемпе килĕшỹллĕн çирĕплетнине шута илсе Елчĕк районĕнчи Депутатсен пухăвĕн 2005 çулхи утă уйăхĕн 28-мĕшĕнчи "Çĕр налукне çирĕплетесси" 24Ỹ9-с тата "Уйрăм çынсен пурлăхĕ çине налук çирĕплетесси" 27Ỹ13-с номерлĕ йышăнăвĕсене пăрахăçларĕç. Çавăн пекех пухура 2005 çулхи юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнчи 15Ỹ4-с номерлĕ Йышăнăвĕн 13 пунктне те тỹрлетỹсемпе хушусем кĕртрĕç. Депутатсем район территорийĕнче вырнаçнă шывсен объекчĕсене халăх тата йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерме усă курмалли йĕркесене, район харпăрлăхĕнчи çĕр лаптăкĕсене промышленность валли тата ытти ятарлă тĕллевсемпе усă курмалли йĕркесене, район территорийĕнчи çĕр лаптăкĕсене ятарлă тĕллевпе уйрăммăн сыхламалли çĕрсен шутне кĕртмелли йĕркесене çирĕплетрĕç, "Чăваш Республикин Елчĕк районĕнчи пушар хăрушсăрлăхĕ" тĕллевлĕ программăна улшăнусем кĕртрĕç. Елчĕк районĕнчи ачасемпе çамрăксен канăвне, сывлăхне сыхлассине, ĕçе явăçтарассине 2009-2011 çулсенче йĕркелемелли муниципалитет программине те çирĕплетрĕç пухура. Программа çинче район пуçлăхĕн çумĕ, райадминистрацин вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый чарăнса тăчĕ. Асăннă программа çуллахи вăхăтра ачасен канăвне туллин йĕркеленисĕр пуçне вĕсене тивĕçлĕ воспитани парасси, киревсĕр йăласенчен асăрхаттарасси, çитĕнекен ăрăвăн сывлăхне çирĕплетесси çине пысăк тимлĕх уйăрма хистет. Пухура ытти тĕрлĕ ыйтусене те пăхса тухрĕç, тĕрлĕ сĕнỹсем пулчĕç.



"Елчĕк Ен"
27 ноября 2008
00:00
Поделиться