Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Паха вăрлăх хатĕрленĕ

"Прогресс", "Свобода", "Комбайн", "Сатурн" ял хуçалăх предприятийĕсенче ỹсен-тăран культурисенчен кашни çул пысăк тухăç илнин вăрттăнлăхĕсенчен пĕри _ лайăх вăрлăхсемпе усă курнинче. Çитес çулхи тыр-пул никĕсĕ те вĕсенче шанчăклă пуласси çинчен паянах палăртса калама пулать. Мĕншĕн тесен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсем пĕтĕмпех ака кондицийĕн категорине тивĕçнĕ. Асăннă ял хуçалăх предприятийĕсенче элита, пысăк репродукциллĕ вăрлăхсемпе усă курасси çине пысăк тимлĕх уйăрма тăрăшаççĕ.


"Елчĕк Ен"
27 ноября 2008
00:00
Поделиться