Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Налуксене вăхăтра пуçтармалла

Тунти кун район администрацийĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисен йăлана кĕнĕ канашлăвĕ пулса иртнĕ. Ăна район пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Канашлура эрне итогĕсене пăхса тухнă, малашнехи тĕллевсене палăртнă. Нумаях пулмасть Чăваш Республикинчи Юстици министерстви "ЗАГС органĕсенче мăшăрланнине чи савăнăçлă лару-тăрура паллă туни" республикăри конкурс йĕркеленĕ. Пирĕн районти ЗАГС пайĕн мăшăрланнă чухнехи туй йĕркине Н.Баймушкина ертсе пыракан специалист кăтартса панă. Конкурс итогĕсемпе вăл иккĕмĕш вырăн йышăннă. Виçĕм кунхи канашлура район пуçлăхĕ Н.Миллин ăна министерствăн иккĕмĕш степеньлĕ дипломне, Чăваш Наци Конгресĕн Тав çырăвне пачĕ, малашне те ĕçре ăнăçусем сунчĕ. Ялсене тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе йĕркеленĕ районти комисси çак кунсенче Лаш Таяпа тăрăхĕнче пулнă, нумай çитменлĕхсем тупса палăртнă. Вĕсене ỹкерсе илнĕ слайдсене канашлăва хутшăннисене кăтартрĕç. Район пуçлăхĕ Н.Миллин ял тăрăхĕсенче тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе тăтăш ĕçлеме, Лаш Таяпа тăрăхĕнчи ялсенчи çитменлĕхсене кĕске вăхăтра пĕтерме хушса хăварчĕ. Район администрацийĕн экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн ертỹçи Л.Дмитриева ял тăрăхĕсем çĕр тата пурлăх налукĕсене пуçтарасси мĕнле пынине тишкерчĕ. Паянхи кун тĕлне район çĕр налукĕ пуçтармалли плана 74 процент пурнăçланă. Ку енĕпе Тăрăм, Кĕçĕн Таяпа, Курнавăш, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕсем лайăх ĕçлеççĕ, Елчĕк, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсенче 60 тата 53 процент çеç тултарнă. Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Ю.Блинов, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Рыбкин çĕр налукне пуçтарассипе отчетсем туса пачĕç. Уйрăм çынсенчен пурлăх налукне пуçтармалли лару-тăру лайăхрах. Ку енĕпе плана 90 процент тултарнă. Курнавăш, Аслă Таяпа ял тăрăхĕсем ăна 99 тата 98 процент пурнăçланă. Район пуçлăхĕ Н.Миллин налуксем пухас ыйтăва пĕтĕмлетнĕ май ку енĕпе лăпланса лармалла маррине, вăл патшалăх пĕлтерĕшлĕ ĕç пулнине палăртрĕ. Л.Дмитриева çĕр пайĕсене регистрацилес ĕç мĕнле пыни çинче те чарăнса тăчĕ. Вĕсене регистрацилессине çитес çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртнă. Анчах хальлĕхе Аслă Пăла Тимеш, Курнавăш ял тăрăхĕсенче çеç çĕрсене регистрацилесси 53-52 процент пурнăçланнă. Ыттисен кăтартăвĕсем чылай пĕчĕкрех. Район пуçлăхĕ çак ĕçе хăвăртлатма хушса хăварчĕ. Районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ В.Волков юрăхсăра тухнă е юсавсăр транспорт хатĕрĕсене шутран кăларасси, криминаллă лару-тăру, çанталăк сивĕтнĕ май çул çỹренĕ чухне автотранспорт хатĕрĕсемпе тимлĕрех пулмалли çинче чарăнса тăчĕ. Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусем çинче те чарăнса тăчĕç.


"Елчĕк Ен"
27 ноября 2008
00:00
Поделиться