Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Район çитĕнĕвĕсемшĕн ватăсем те савăнчĕç

Чỹк уйăхĕн 19-мĕшĕнче Елчĕк районĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унта Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертỹçин çумĕ С.Иванова, Федерацин почта çыхăну управленийĕн Чăваш Республикинчи "Раççей почти" филиалĕн директорĕ С.Тимофеева, Республикăри клиника больницин тĕп тухтăрĕ И.Ефимова, Федерацин транспорт асăрхавĕн службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертỹçин çумĕ В.Косолапов, "Чăваш Республикин апат-çимĕç фончĕ" унитарлă предприяти директорĕн ĕçĕсене пурнăçласа пыракан И.Прусаков Лаш Таяпа, Çирĕклĕ Шăхаль, Аслă Таяпа, Аслă Пăла Тимеш, Елчĕк ял тăрăхĕсенче пулса ĕç коллективĕсемпе, халăхпа тĕл пулнă. Граждансене социаллă пулăшу парассине вăйлатасси, бюджетниксене ĕç укçине çĕнĕ йĕркепе тỹлесси, пурнăç условийĕсене лайăхлатасси, çăмăллăхсемшĕн укçа-тенкĕ тỹлесси çине куçасси, Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн "Чăваш Республикин автомобиль çулĕсене тăвассине хăвăрт вĕçлес енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен" Указне мĕнле пурнăçа кĕртнин пĕтĕмлетĕвĕ, ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен çитĕнĕвĕсем, Раççей Президенчĕн Д.Медведевăн Федераци Пухăвне янă Çырăвне тишкересси Пĕрлехи информаци кунĕнче сỹтсе явмалли тĕп темăсем пулчĕç. Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертỹçин çумĕ С.Иванова тата район пуçлăхĕн çумĕ Л.Левый ертсе пыракан ушкăн Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче пулчĕ. Чи малтанах РФ Президенчĕн пĕр миллион тенкĕлĕх грантне çĕнсе илнĕ Лаш Таяпа шкулĕн коллективĕпе тĕп пулу иртрĕ. Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисене хускатнă май Светлана Викторовна Раççей Президенчĕн Федераци Пухăвне янă Çырăвĕ çинче уйрăмах чарăнса тăчĕ, хăш-пĕр йĕркесене вуласа та пачĕ. Çырура Президент патшалăха ертсе пырас тата çĕршывăн политика тытăмне лайăхлатас енĕпе çыхăннă тĕрлĕ сĕнỹсемпе тухнине, Конституцие тỹрлетỹсем кĕртме, Президент полномочийĕсене 6 çул таран, Патшалăх Думин полномочийĕсене 5 çул таран ỹстерме, парламентăн Конституци прависене анлăлатма сĕннине палăртрĕ С.Иванова. С.Иванова учительсем ĕлĕкрен чи сумлă çынсем пулнине, пурнăçри çĕнĕлĕхсене халăх патне çитерессипе, ăнлантару ĕçĕсене йĕркелесе пырассипе ĕçленине палăртрĕ. Лаш Таяпари ваттисен çуртĕнче иртнĕ тĕл пулу ватăсене хавхалантарчĕ. Хăйсене кăсăклантаракан тĕрлĕ ыйту çине хурав илесшĕн пулчĕç кинемисем. Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен çитĕнĕвĕсем, Елчĕк районĕ республика шайĕнче палăрни вĕсене те савăнтарчĕ. Асăннă çуртра 10 ватă канлĕх тупнă. Л.Князева заведующи, В.Фроловăпа О.Игнатьева социаллă ĕçченсем вĕсемшĕн çывăхран та çывăх çынсем. Кинемисем таса çỹреччĕр, тутă пулччăр, хăйсене хăтлă туйччăр тесе ырми-канми тăрăшаççĕ ĕçченсем. Ушкăн Лаш Таяпари акар йытăсен питомникĕнче те пулса курчĕ. Кунта тăрăшакан А.Сметанин питомникпа, йытăсен тĕрлĕ ăмăртусенчи çитĕнĕвĕсемпе хаваспах паллаштарчĕ. Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе В.Воробьевпа тĕл пулнă май Пĕрлехи информаци кунне хутшăннисем çул-йĕр, тирпей-илем ыйтăвĕсем çинче чарăнса тăчĕç. "Чăваш Республикинчи апат-çимĕç фончĕ" патшалăх унитарлă предприяти директорĕн ĕçĕсене пурнăçласа пыракан И.Прусаков тата районтан кайнă ушкăн Аслă Таяпа ял администрацийĕнче ял çыннисемпе йĕркеленĕ тĕл пулура чи малтанах информаци кунĕн темисене хускатрĕç. Малалла И.Прусаков республикăри ял хуçалăх аталанăвĕ çинче чарăнса тăчĕ. Елчĕк районĕ ку енĕпе республикăра чи лайăххисен шутĕнче. Район тĕш тырă, аш-какай туса илессине ỹстерсе пырать. Кадрсем енĕпе кунта ытти районсемпе танлаштарсан лару-тăру лайăхрах. Президент, Министрсен Кабинечĕ лартнă тĕллевсем пур енĕпе те пурнăçланса пыраççĕ. И.Прусаков хăй ертсе пыракан предприяти ĕçĕ-хĕлĕ çинче те чарăнса тăчĕ. "Республикăри апат-çимĕç фончĕ" унитарлă предприятие тавар туса кăларакансене патшалăх енчен пулăшма йĕркеленĕ. Çур аки умĕн вăл тавар туса кăларакансемпе килĕшỹсем туса вĕсене минераллă удобренисемпе, ытти хатĕрсемпе тивĕçтерет, кĕркунне çакăншăн ял хуçалăх предприятийĕсем, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем тĕш тырă, ытти ял хуçалăх культурисем парса татăлаççĕ. Вĕсем республикăри апат-çимĕç фондне йĕркелеме каяççĕ. Тавар хакĕсене çуркуннех палăртаççĕ. Çавна май вĕсен хакĕсем рынокра йĕркеленекен хаксенчен те пысăкрах пулаççĕ. Çакă тавар туса кăларакансемшĕн усăллă. Сăмахран, предприяти кăçал тĕш тырра рынокри йĕркеленнĕ хаксенчен пысăкрах хаксемпе туяннă. Çитес çул пирĕн республикăн пĕрер миллион тонна тĕш тырă, çĕр улми туса илмелле. Çакăнта предприяти пулăшăвĕ, унпа килĕшỹ туса ĕçлени усăллă пулать. Тĕл пулура ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Малов, район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ А.Клементьев, "Елчĕк ен" хаçатăн тĕп редакторĕ Н.Алексеев информаци кунĕн темисене хускатрĕç. Ял çыннисем тĕл пулура калаçăва активлă хутшăнчĕç. Вĕсене аслă çултан яла çити çула юсасси, Аслă Таяпана автобус çỹретессине йĕркелесси, шывпа тивĕçтересси хумхантарать. В.Малов палăртнă тăрăх, çак ыйтусене татса парассипе ял тата район администрацийĕсем ĕçлеççĕ.


"Елчĕк Ен"
22 ноября 2008
00:00
Поделиться