Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ырă ĕçĕн хакĕ пысăк

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн, Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕн Олег Николаевич Викторовăн парнисене çĕнсе илессишĕн кире пуканĕ йăтакансен Чăваш Республикин иккĕмĕш уçă турнирĕ шăмат кун депутат çуралса ỹснĕ тăван ялта _ Çĕнĕ Пăвара иртрĕ. Чăваш патшалăх университечĕн проректорĕ, "Елчĕк ен" ентешлĕхĕн ертỹçи Олег Викторов палăртакан ĕçсем район пурнăçĕнче паллă вырăн йышăнаççĕ. Вĕсем пурте районти çынсен ыйтăвĕсене татса парассипе, вĕсене пулăшассипе тỹрремĕнех çыхăннă. Кире пуканĕ йăтакансен республика шайĕнчи черетлĕ ăмăртăвĕн пĕлтерĕшĕ те пысăк. Кире пуканĕн спорчĕн Чăваш Республикинчи федерацийĕн председателĕ Юрий Карпов та, Олег Викторовăн çывăх юлташĕ, депутат шухăшне ырласа: "Чăваш халăхĕн авалхи спорт вăййине _ кире пуканĕн спортне малалла аталантармалла, çамрăксен ăсталăхне ỹстермелле, сывлăха çирĕплетмелле, разряд нормативĕсене ỹстерсе пымалла", _ терĕ. Сăмах май, Юрий Карпов ентешĕсене хисепленине палăртса хăйĕн призĕсене çĕнсе илессишĕн кире пуканĕ йăтакансен республикăри ăмăртăвне те Елчĕкре йĕркелет. Çитес çулхи кăрлач уйăхĕнче вăл пиллĕкмĕш хут иртмелле. ...Курнавăш ял тăрăхĕнчи ялсенче пурăнакансем Çĕнĕ Пăвари культура çуртне йышлăн пуçтарăнчĕç. Республика шайĕнчи спорт ăмăртăвĕ иртнипе пĕр вăхăтрах кунта чаплă концерт та пулчĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ Иван Христофоров тăван ялĕн çыннисене хăйĕн шăпчăк евĕр сассине парнелерĕ. Кире пуканĕн спортне юратакансене саламлама тата ăмăртăва курма, Олег Николаевич Викторов депутат пуçарăвĕн ĕçне хак пама район пуçлăхĕ Николай Миллин, унăн çумĕ _ район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен пайĕн ертỹçи Леонард Левый, Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Кузьмин, Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ, Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕн директорĕ, Çĕнĕ Пăвари шкулта вĕреннĕ Валерий Сапожников, "Интурист" фирма ертỹçи Валерий Федоров, СССР спорт мастерĕ, Патăрьелсен ентешлĕх ертỹçи Владимир Семенов, çăмăл атлетика енĕпе тĕнче класлă спорт мастерĕ, йĕлтĕрпе чупассипе спорт мастерĕ Роза Ундерова, СССР спорт мастерĕ, республикăри йĕлтĕрçĕсен пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Алексей Ундеров, "Слава картофелю" агрофирма" ОООн директорсен совечĕн председателĕ Александр Капитонов, "Чăвашагроснаб" уçă акционерсен обществин генеральнăй директорĕ Валерий Антонов, спорта юратакан тата ытти çынсем килнĕ. Çирĕплетнĕ йĕркепе килĕшỹллĕн ăмăртăва 1991 çулта çуралнă тата çамрăкрах ачасемпе яшсем, 1992 çулта çуралнă тата çамрăкрах хĕр ачасемпе хĕрсем, 1990 çулта çуралнă тата аслăрах арçынсем, 40-50, 50-60 çулсенчи тата 60 çултан аслăрах ветерансем хутшăнчĕç. Пурĕ _ 13 команда. Вĕсенчен 8-шĕ _ хамăр районти шкулсен командисем, ыттисем _ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн, Шупашкарти ял хуçалăх академийĕн, Йĕпреç, Канаш районĕсен, Самар хулин командисем. Ăмăртăва хутшăнакансем, йĕркепе килĕ-шỹллĕн, кире пуканне кăкăр çинчен тĕртессин, ăна сулахай тата сылтăм алăсемпе сулласа йăтассин вăхăчĕ хальхинче 5-шер минутпа танлашрĕ. Яшсемпе хĕрсем Елчĕк районĕн чысне çỹллĕ шайра хỹтĕлессишĕн, ентеш-депутатăн пархатарлă, усăллă ĕçне хакласа помост çинче хăйсене тивĕçлĕ тытма пултарнине палăртса каламасăр иртме çуках. Шупашкарти ял хуçалăх академийĕн студентне Денис Семенова тăван ялĕн çыннисем хавхалантарса тăни ăмăртура вăй пачĕ. 70 килограмлă виçери атлетсем хушшинче икĕ пăтлă кире пуканĕсене пуринчен ытларах çĕклесе пĕрремĕш вырăна çĕнсе илме пултарчĕ. Хăйсен виçисенче хамăр район каччисем Алексей Григорьев (ял хуçалăх академийĕнче вĕренет), Дмитрий Енедеров (Тăрăм, Самар хулинче пурăнать) пĕрремĕш, Олег Николаев (ял хуçалăх академийĕнче вĕренет) иккĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Шкул ачисем хушшинче хăйсен виçисенче Сергей Пыркин (Кивĕ Эйпеç), Петр Чермаков (Çĕнĕ Пăва), Вероника Купташкина (Хăвăлçырма), Денис Григорьев (Курнавăш), Дмитрий Изратов (Курнавăш), Николай Андреев, Александр Павлов (Кивĕ Эйпеç) _ пĕрремĕш, Вера Николаева (Елчĕк), Иван Маликов (Çирĕклĕ Шăхаль), Николай Николаев (Курнавăш) _ иккĕмĕш, Виктория Купташкина (Хăвăлçырма), Татьяна Мартышкина, Василий Паймин, Максим Корнилов (Курнавăш) виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. 40-50 çулсенчи ветерансем хушшинче пĕрремĕш вырăнта _ Курнавăш шкулĕнчи физкультура учителĕ Анатолий Константинов. Кĕçĕн Таяпари шкул директорĕ, физкультура учителĕ Михаил Скворцов иккĕмĕш пулчĕ. 80 килограмран йывăртарах виçери атлетсем хушшинче кире пуканĕн спорчĕн районти федерацийĕн председателĕ, ДЮСШн тренер-преподавателĕ Олег Федоров чи нумай очко пухрĕ. 50-60 çулсенчи ветерансем хушшинче Анатолий Анисимов (Ĕнел) _ пĕрремĕш, 60 çулран аслăраххисем хушшинче Геннадий Туманов (Çĕнĕ Эйпеç) _ пĕрремĕш, Николай Молоствов (ДЮСШн тренер-преподавателĕ) иккĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсен ăмăртăвĕнче Курнавăш шкулĕ пĕрремĕш, Елчĕксем _ иккĕмĕш, Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ _ виççĕмĕш, пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсем хушшинче Кивĕ Эйпеç шкулĕ _ пĕрремĕш, Кĕçĕн Таяпа шкулĕ иккĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Районсен командисем хушшинче Елчĕк районĕн команди _ пĕрремĕш, Йĕпреçсем _ иккĕмĕш, И.Н.Ульянов ячĕллĕ чăваш патшалăх университечĕн атлечĕсем виççĕмĕш пулчĕç. Эстафета та кăсăклă иртрĕ. Пĕрремĕш вырăнта _ Елчĕк районĕн спортсменĕсем, университет _ иккĕмĕш, ял хуçалăх академийĕ _ виççĕмĕш. Çапла майпа Елчĕк районĕн спортсменĕсем çĕнтерỹçĕ ята тивĕçрĕç. Вĕсем депутатран сумлă парне _ така илме тивĕçлĕ пулчĕç. Мĕн чухлĕ асăрхаман пулĕ, сывă пурнăç йĕркипе, спортпа туслă çамрăксем пурнăçра та, ĕçре те çирĕп, яланах малта пыраççĕ. Спорт пĕр-пĕрне çывăхлатать. Олег Викторов та мĕн пĕчĕкренех физкультурăпа спорта юратса ỹснĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне кире пуканĕ йăтассипе район чысне хỹтĕленĕ, ытти спорт тĕсĕсенче те пысăк ăсталăх кăтартнă. Кире пуканĕн спорчĕн Чăваш Республикинчи федерацийĕн председателĕ Юрий Карпов тата Чăваш Патшалăх депутачĕ, Чăваш Патшалăх университечĕн проректорĕ, "Елчĕк ен" ентешлĕхĕн ертỹçи Олег Викторов кире пуканĕн спортне аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрса çамрăксене ырă тĕслĕх кăтартаççĕ, çулсерен çакăн пек ăмăртусем йĕркелесе çитĕнекен ăрăва пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утма, тăрăшса вĕренме, ĕçлеме, мал ĕмĕтлĕ пулма хавхалантараççĕ. Олег Викторов _ Раççей Федерацийĕнчи журналистсен союзĕн членĕ те. Тăван тăрăха _ Елчĕк ене, çуралса ỹснĕ тăван ялĕн _ Çĕнĕ Пăва çыннисене хăй мĕн тери хисепленине тата юратнине çирĕплетсе нумаях пулмасть "Çĕнĕ Пăва тăрăхĕнче" ятлă кĕнеке пичетлесе кăларма пултарчĕ. Кĕнекере Çĕнĕ Пăва историне, паянхи кун-çулне, ялти паянхи паллă çынсен ĕç-хĕлне сăнласа кăтартнă. Статьясен пуххине И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнче вĕренекен студентсен ĕçĕсене кĕртнĕ. Депутат тăван районшăн, унăн çыннисемшĕн пурнăçлакан ырă ĕçсен хакĕ, чăннипех, пысăк. Сăмах май, Олег Николаевичăн ĕнер çуралнă кунĕ пулнă. Çак ятпа пиртен ăшă салам сăмахĕсене йышăнма ыйтатпăр...


"Елчĕк Ен"
22 ноября 2008
00:00
Поделиться