Вырăнлă, усăллă йышăнусем
Раççей Президенчĕн Д.Медведевăн Федераци Пухăвне янă Çырăвне малтан пуçласа вĕçне çитичченех питĕ тимлесе итлерĕм. Çырури шухăшсемпе пĕтĕмпех килĕшетĕп, вĕсене ырлатăп. Президент тĕллевĕ _ халăх пурнăçне лайăхлатасси, çĕршыв хăватне тата вăйлатасси, демократие малалла аталантарасси. Çак тĕллевсене пурнăçа кĕртме нумай çĕнĕлĕх палăртнă. Тĕслĕхрен, суйлав вăхăтĕнче сахал процент сасă пуçтарнă партисенчен те Патшалăх Думине депутатсем тăратма палăртнине тĕрĕс тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен вĕсем хăйсемшĕн сасă панă граждансен интересĕсене хỹтĕлес тĕллевпе кирлĕ ырă сĕнỹсем пама пултараççĕ, халăх шухăшне патшалăх ертỹçисем патне çитерме пулăшаççĕ. Раççей Правительстви мĕнле ĕçлесе пыни пирки çулсерен Патшалăх Думи умĕнче отчет туни те питĕ вырăнлă, вăл пысăк влаçри ертỹçĕсене хăйсен ĕçĕ çине тимлĕрех пăхма хистет, яваплăха ỹстерет, пысăк йăнăшсем тăвасран сыхлать. Президентпа Патшалăх Думин Конституципе пăхнă полномочийĕсене тăсни те кирлĕ. Мĕншĕн? Пирĕнни пек пысăк çĕршывра темле пултаруллă çынна Президент пулма суйласа лартсан та кĕске срокра _ 4 çул хушшинче хăй тума палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пĕтереймест: малтанхи çул çĕршыв ĕçĕпе, тулашри политикăпа паллашмалла, ун хыççăн тата мĕн тумаллисене палăртмалла, палăртнисене пурнăçа кĕртме 2 çул анчах тăрса юлать. Патшалăх Думине 5 çуллăха, Президента 6 çуллăха суйлама пăхни те питĕ тĕрĕс. Патшалăх Думи улшăннă тапхăрта çĕршыври тăнăçлăха, йĕркене тытса пыни кирлех, вĕсене тишкерсе тăраканни патшалăхра, паллах, Президент. Партисем пирки йышăннă саккунри ертсе пыракан аппарата çĕнетсе пырассинче улшăнусем кĕртме сĕнни те вырăнлă. Парти пуçĕнче ялан пĕр çын тăни хăйне кура унăн хăватне чакарать, ĕçе çĕнетсе пыма чăрмантарать, ĕçри çитменлĕхсене курми пулать. Нацин вĕрентỹ стратегине çĕнетме палăртни те вăхăтлă. Пултаруллă, çирĕп пĕлỹллĕ, анлă шухăшлама пултаракан, культурăллă, çирĕп сывлăхлă, талантлă çамрăксене çитĕнтерекеннни _ шкулти учитель. Темĕн тĕрлĕ техника хатĕрĕ пултăр, вăл лайăх учителе улăштарма пултараймасть. Пултаруллă учитель _ пысăк пĕлỹллĕ, интеллигентлă, анлă тавра курăмлă, хăй суйласа илнĕ предмета лайăх пĕлекен, ачасене юратакан çын. Пытарма кирлĕ мар, иртнĕ çулсенче патшалăх енчен вĕрентекенсем çине сахал тимлĕх уйăратчĕç, вĕсен ĕç укçи тивĕçлĕ шайра пулмарĕ тата ытти те... Çавна пула пултаруллă çамрăксем учитель профессине вĕренессинчен пăрăнчĕç. Тен, 2010 çулта Учитель çулне ирттерни çак ĕçе лайăхлатма та пулăшĕ. Президент хăйĕн Çырăвĕнче оборона хăватне ỹстерме пăхнине уççăн палăртнă. США умĕнче утăм хыççăн утăм каялла чакса пыни вырăнсăр. Малтан вĕсен сăмахне итлесе чылай çĕршывра çар базисене пăраха-пăраха хăвартăмăр, НАТО вара Европăра тата сарăлма пуçларĕ, халь пирĕн чикĕсен çывăхнех пырса вырнаçрĕ. Çавăнпа çĕршывăн оборона хăватне ỹстерсе пымалла. |
"Елчĕк Ен"