Сывлăха сыхламалла
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн "Ĕç условийĕсемпе сыхлавĕн мониторингĕ çинчен" йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн, район пуçлăхĕ Н.Миллин ятарлă йышăну кăларнă. Унта ĕç условийĕсемпе сыхлавĕн мониторингĕн йĕркисене, вĕсен кăтартăвĕсен тытăмне çирĕплетнĕ, районти организацисемпе предприятисенче çак ĕçе йĕркелеме, кирлĕ сведенисене социаллă хỹтлĕх пайне тăратма кирлине палăртнă. Ĕç условийĕсемпе сыхлавĕн мониторингĕ _ районта ĕç условийĕсемпе сыхлавĕн йĕркисене сăнаса тăни, вĕсен улшăнăвĕсене тĕпчесе начар енсене пĕтересси, çак сферăра малашлăха палăртасси. Мониторинга районти организацисемпе, предприятисемпе пĕрле район администрацийĕ йĕркелет. Унăн тĕп тĕл-левĕсем _ ĕç условийĕсемпе сыхлавĕ мĕнле шайра пулнине палăртакан оперативлă информаци илесси, вĕсене хакласа улшăнусене, малашлăха палăртасси. Мониторингăн принципĕсем: _ вăхăтра пурнăçлани; _ туллинлĕх; _ мониторинга хутшăнакансем пĕр-пĕринпе килĕштерни; _ уççăнлăх; _ пĕрлĕхлĕх. Мониторингăн объекчĕсем: _ ĕç условийĕсемпе сыхлавĕ енĕпе йышăннă нормативлă право акчĕсем; _ производствăри сурансемпе, професси чирĕсемпе сиенленнин кăтартăвĕсем; _ ĕç вырăнĕсенчи условисем; _ производствăра сиенленнисене социаллă пулăшу пани; _ ĕçлекенсене вĕрентни; _ организацисенче ĕç вырăнĕсене ĕç условийĕсен енĕпе аттестациленине пĕтĕмлетни; _ ĕçри хăрушлăха палăртни; _ ĕç сыхлавĕн хатĕрĕсемпе тивĕçтерни; _ ĕç условийĕсемпе сыхлавне лайăхлатмалли мероприятисем; _ ĕçлекенсене санитарипе йăла, сиплевпе профилактика условийĕсемпе тивĕçтересси; _ ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕсене халăх патне çитересси; _ ĕç сыхлавĕпе ирттерекен мероприятисен экономика эффективлăхĕ; _ ĕç условийĕпе сыхлавĕн сферинчи тĕрĕслевпе асăрхаттарусен результачĕ; _ ĕç условийĕсене патшалăх енчен тĕпчени (экспертиза); _ производство факторĕсем; _ производство объекчĕсемпе технологи процесĕсене модернизацилени; _ производство суранĕсене, професси чирĕсене пула ĕçлекенсем ĕçлейми пулни; _ производствăри инкексенчен обязательнăй майпа страхлани; _ ĕç сыхлавĕ енĕпе пухнă паха опыт; _ ĕç сыхлавне йĕркелесе пыни. Мониторингăн тĕп çул-йĕрĕсем: _ ĕç сыхлавĕ енĕпе йышăнакан нормативлă право акчĕсене çĕнетни; _ производствăри сурансенчен, професси чирĕсенчен, ĕçлейми пулнинчен сыхланмалли профилактика мероприятийĕсем; _ ĕç условийĕсемпе сыхлавне лайăхлатасси; _ ĕç условийĕсемпе сыхлавĕ мĕнле шайра пулнине тĕрĕслесе тăрасси; _ профессипе социаллă инкексене хаклани; _ ĕç сыхлавĕ енĕпе информаципе экономика кăтартăвĕсене халăх патне çитересси. Мониторинга хутшăнакансемпе ытти организацисем информаци енĕпе тачă çыхăнса ĕçлемелле, кăтартусене вăхăтра тăратмалла. Ку енĕпе патшалăх влаçĕн, вырăнти хăй тытăмлăхăн органĕсене, халăха пĕлтерсех тăмалла.
"Елчĕк Ен"