Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Каллех призерсен йышĕнче

 Кире пуканĕ йăтакансен халĕ канăç çук _ ăмăрту хыççăн ăмăртăва хутшăнаççĕ вĕсем. Çак кунсенче çеç Чăваш Республикин нумай хут чемпионне тата рекордсменне Федор Петрович Моисеева асăнса ирттернĕ республикăн ХХ уçă турнирне хутшăнчĕç. Патăрьелĕнче иртнĕ турнирта пирĕн район атлечĕсем каллех малтисен йышне кĕчĕç. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕпе Ульяновск облаçĕнчи командăсене çеç мала ирттерсе ярса пирĕн пăхаттирсем виççĕмĕш вырăна тухрĕç. Эстафетăра тата та ăнăçлăрах ăмăртрĕç _ кунта Чăваш Республикин кире пуканĕ йăтакансен федерацийĕн президенчĕ, пирĕн ентеш Ю.Карпов хутшăнни командăшăн питĕ лайăх пулчĕ _ вăл 24 килограмлă икĕ кире пуканне 3 минутра 72 хут тĕртрĕ. Елчĕксем эстафетăра иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕç. Уйрăм атлетсен кăтартăвĕсем те курăмлă. 55 килограмлă виçери Д.Григорьев (Курнавăш), çулĕпе çамрăк пулин те, 24 килограмлă кире пуканне йăтса мала тухрĕ. Денис ăмăрту çĕнтерỹçин дипломĕпе медалĕсĕр пуçне ятарлă приза та тивĕçрĕ _ вăл çемьене сысна çури парнелерĕ. 1990 çулта çуралнă тата çамрăкрах атлетсенчен хăйсен виçисенче И.Кривов, Н.Николаев (Курнавăш), А.Павлов (Кивĕ Эйпеç), О.Николаев (Ĕнел) призерсен йышне кĕчĕç. Д.Светопольский, Д.Изратов, И.Маликов, М.Корнилов та командăн "арчине" паха очкосем пухрĕç. 1990 çулта çуралнисенчен аслăраххисем икĕ пăтлă кире пуканĕсене йăтассипе тупăшрĕç. Кунта А.Григорьевпа (Курнавăш) В.Семенов (Кĕçĕн Таяпа) _ пĕрремĕш, Д.Семенов (Çĕнĕ Пăва) иккĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. 40-60 çулсенчи ветерансенчен Елчĕкри О.Федоров, унран аслăраххисенчен Çĕнĕ Эйпеçри Г.Туманов палăрчĕç. Хĕр ачасемпе хĕрсенчен хăйсен виçисенче Кĕçĕн Таяпари Е.Козлова, Ĕнелти В.Николаева, Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнчи Вероникăпа Виктория Купташкинăсем малтисен йышне кĕчĕç.


"Елчĕк Ен"
12 ноября 2008
00:00
Поделиться