Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Депутат парнисемшĕн

Кире пуканĕ йăтма юратакансене тепĕр ăмăрту кĕтет. Чỹк уйăхĕн 15-мĕшĕнче Çĕнĕ Пăвари культура çуртĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн, Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕн Олег Николаевич Викторовăн парнисене çĕнсе илессишĕн кире пуканĕ йăтассипе Чăваш Республикин уçă чемпионачĕ иртет. Унта 1991 çулта çуралнă тата çамрăкрах арçын ачасемпе яшсем, 1992 çулта çуралнă тата çамрăкрах хĕр ачасемпе хĕрсем, 1990 çулта çуралнă тата аслăрах арçынсем, 40-50, 50-60 çулсенчи тата 60 çултан аслăрах ветерансем хăйсен вăйĕсене кăтартĕç. Çавăн пекех эстафета та пулĕ.


"Елчĕк Ен"
12 ноября 2008
00:00
Поделиться