Чире парăнар мар
Кирек мĕнле чир те хăрушă. Вăл ан ертĕр тесен сывлăхшăн никам та мар, хамăрăн ытларах та ытларах тăрăшмалла. Районти тĕп поликлиникăра "Сывлăх шкулĕсем" ĕçлеççĕ. Диабет чирĕнчен сыхланас, унпа май килнĕ таран кĕрешес енĕпе ĕçлекен районти "Сывлăх шкулне" тĕп больницăн тĕп врачĕн çумĕ Н.В.Уркова ертсе пырать. Диабетпа чирлесен апатлану çине уйрăмах тимлĕх уйăрмалла. Ỹсен-тăран çăвĕ те выльăх-чĕрлĕх çăвĕсем пекех кĕлетке виçине ỹстерет. Тулли, самăр кĕлетке вара _ диабетăн иккĕмĕш тĕсĕ чухне (ИНЗСД) инсулин япăх ĕçленин тĕп сăлтавĕсенчен пĕри. Хăвăр ума уйăхне икĕ килограмм чакма тĕллев лартăр. Виçене кĕске вăхăтра нумай чакарни сиенлĕ. Енчен те эсир кĕлетке виçине чакарас тесен апат-çимĕçре курăнакан тата "вăрттăн" çусем пуррине манмалла мар. Курăнакан çусенчен хăтăлас тесен типĕ какай çийĕр, бульонри çиелти çу сийне илсе тăкăр, услам çусемпе маргаринсем çиме ан тăрăшăр. "Вăрттăн" çусенчен хăтăлас тесен тăпăрч, сĕт çинĕ чух вĕсем çусăрлатнисем пулччăр. Сыр сахалрах çийĕр. Ỹсен-тăран белокне апатланăва кĕртĕр (соя, фасоль, пăрçа, кăмпа). Вĕсемпе организма çу кĕмест. Ăшаланă апат-çимĕçрен пăрăнма, пăспа, духовкăра е гриль çинче хатĕрлеме тăрăшăр. Çăмарта эрнере 1-2 хутран ытла ан çийĕр. Кĕлетке виçи чакнă май юн пусăмĕ те йĕркеленет, час-часах урасем, çурăм ыратни те иртсе каять. Килте тонометр пулни питĕ меллĕ, паллах. Тỹрех нумай чакмалла маррине тепре асăрхаттарсан та вырăнлă. Эрнере 500 грамм _ питĕ лайăх результат. Вăл лайăх çирĕпленсе те юлать. Алкоголь сиенлĕ анчах мар, калориллĕ продукт та _ унпа усă курмасан аванрах. Сирĕн кĕлетке виçи еплерех пулнине ИМТ (кĕлетке йывăрăшĕн индексĕ) шутласа кăларса пĕлме пулать: ИМТçсирĕн кĕлетке виçи (килогрампа): çỹллĕш квадратпа. Тĕслĕхрен, эсир1,60 см çỹллĕш пулсан, 60кг виçсен ИМТ çапла пулĕ: 60:1,60х1,60ç23,43. Ку вăл йĕркеллĕ виçе. ИМТ 25-рен иртрĕ тăк сирĕн кĕлетке виçи ытлашшине пĕлтерет, 30-тан пуçласа вара самăрлану чирĕн тĕрлĕ класĕсем каяççĕ. Диетăсем тытнă чух белоклă апат-çимĕçпе, витаминсемпе тата микроэлементсемпе пуян пахча çимĕçпе апатланмаллине ан манăр. Апатланура тăварпа сахал усă курса вара эсир тỹрех "темиçе мулкач тытатăр": кĕлетке виçи чакасси те хăвăртланĕ, юн пусăмĕ те чакĕ, часах эсир тăвар каламан апат тутине те лайăх туйма пуçлăр.
"Елчĕк Ен"