Аслă Таяпа ялĕнче кун çути курнă Клавдия Солодовникован кун-çулĕ пĕрре те çăмăл пулман. Çемьере асли пулнăран йывăрлăхĕ, нуши-терчĕ ун çине ытларах тиеннĕ. Ялти шкулта пилĕк çул вĕреннĕ хыççăн малалла вĕренеймен, ĕçе кỹлĕннĕ. Аттелĕхĕн Аслă вăрçи пуçланнă çул 14 çулхи хĕрне ашшĕ ăшшăн çупăрланă та: "Хĕрĕм, конюха ларатăн пулĕ. Кама шанса парас тата лашасене. Эсĕ вĕсене питĕ юрататăн", _ тенĕ. Вăрçăччен 9 çул бригадирта ĕçленĕ ашшĕ фронта тухса кайнă. Ашшĕ ертсе пынă бригадăн лашисене алă пусса йышăннă вăл. Патвар та вăйлă урхамахсене те вăрçă хирне ăсатнă. Пĕр ỹкерчĕк асран тухмасть Клавьен. Хăйсенчен инçех мар вырнаçнă кỹлĕре ачасем лашасене çăваççĕ. Хăйсене инçе çул кĕтнине сисеççĕ пулĕ çав, укăлча хапхи çумне кăкарнă урхамах пысăк тумламлă куççулĕпе йĕрет. Эх, мĕскĕн чун, ырă мара туять вĕт. Ырханкка та имшер лашасемпе тăрса юлсан Клавье вĕсене тăрантарассишĕн нумай тăрăшнă. Ăна ытти ача-пăча та нумай пулăшнă. Анчах хĕл кунĕсенче мĕнех çитеретĕн çил çунатсене _ кунран-кун апат чакса пырать. Вити тăррине витнĕ улăмĕ те пĕтнĕ. Выçă лашасем пĕрин хыççăн тепри çĕр çине тĕшĕрĕлсе аннă. Унтан тата лашасене кăрчанкă чирĕ ернĕ. Уй-хирте мĕнпур ĕçсене лаша вăйĕпе пурнăçланă йывăр çулсенче. Вĕсен йышĕ чаксан вăкăрсене кỹлме пуçланă. Анчах вĕсем ана хĕррисенчен нумай кĕмен, выртнă. "Мĕн чухлĕ куççуль юхман-ши вăрçă вăхăтĕнче? Ун хыççăн та пурнăç тăруках лайăхланаймарĕ. Ĕнесене те кỹлме вĕрентнĕ", _ аса илет Клавдия Яковлевна. Лашапа тырă леçнине, çул çинче епле нушаланнине каласа парать те, вăл çулсенчи ача-пăча чăннипех те паттăр пулнине ăнланатăн. 1944 çулхи авăн уйăхĕнче Клавьен ашшĕ вилнине çирĕплетекен хут илеççĕ Солодовниковсем. Унăн юлашки çырăвне арча тĕпĕнче усранă çемье. Клавье аппа çырури йĕркесене лайăх астăвать: "...Тен, юлашки пулĕ çак çыру. Кунта йывăç тỹнмест, çын тỹнет. Епле те пулсан ачасене ĕçе вĕрент..." _ тенĕ. Пĕлсе тăнă ашшĕ: 14 çулхи хĕр ачине хуçалăх лашисене пăхма шаннă тăк, шанăçа тỹрре кăлараççех ачисем. Ашшĕ пехилĕ çитнех ачисене. Пултаруллă та патвар, кăн-кăвак куçлă хĕре ял ачи килĕштернĕ. В.Никоноровпа çемье çавăрнă вăл. Анчах нумаях та пĕрле пурăнса ĕлкĕреймен мăшăрне салтака тесе илсе тухса кайнă. Хĕр пĕрчипе тăрса юлнă çамрăк арăм. Шахтăра ĕçлеттернĕ иккен вĕсене. Унтан чирлесе таврăнсан нумаях та пурăнайман, çĕре кĕнĕ. Киле таврăннă хыççăн çуралнă ывăлĕн ашшĕне курма тỹр килмен. Клавдия Солодовникова хĕрĕпе ывăлне тĕрĕс-тĕкел ỹстерессишĕн нумай тăрăшнă. Арçынсăр хĕрарăм чаплă пурăнайман _ тăм пỹртре ỹснĕ ачасем. Хăй вара кунне-çĕрне пĕлмесĕр фермăра вăй хунă. Чăх-чĕп те пăхнă вăл пĕр вăхăт. Тивĕçлĕ канăва тухсан та бригадир хушнă ĕçрен пăрăнман Клавье аппа. Фермăра дежурствăра ларнă чухне те пушă вăхăт пулман унăн. Краççын çутса мĕн чухлĕ кĕнеке вуламан-ши вăл. "Кайран та библиотекăра эпĕ вуламан кĕнеке юлман пулĕ. Шутсăр юрататтăм вулама", _ пĕлтерет иртнине аса илнĕ май 81 çулхи К.Солодовникова. Вăхăт иртнĕ майăн Клавье аппа пуçĕ хытă ыратнипе аптăрама пуçланă. Больницăра пĕрре мар сипленнĕ вăл. Анчах усси пулман. Пачах тепĕр майлă: куçĕсем начар курма пуçланă. Инкек çине синкек тени тĕрĕсех çав. Шăпах çак вăхăтра хуйхи-суйхине нумай курмалла пулчĕ 70 çулхи ватăн. Тăруках мăнукĕ, шăллĕпе йăмăкĕ çĕре кĕни çапсах ỹкерчĕ ăна: сĕм суккăр пулса тăчĕ вăл. Операци тутарас тесе хула больницине те илсе çỹрерĕ Нина хĕрĕ, анчах врачсем усă пулас çуккине пĕлтерчĕç. Халĕ вара Клавдия Яковлевна Ел-чĕкри хĕрĕ патĕнче пурăнать. Ун патне Елчĕкри пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕн врачĕ Э.Кузнецова, А.Ястребова куç врачĕ тăтăшах килсе çỹреççĕ. Вĕсене ватă тав сăмахĕ каламасăр иртеймест. Пĕрремĕш ушкăн инваличĕ çут тĕнчене пачах кураймасть. Кунпа çĕре те улăштарать вăл. Çапах шỹтлеме те пăхать, нăйкăшса лармасть, çынпа калаçма юратать. _ Виçĕ çул каялла çăм та арлатчĕ, чăлха-нуски те çыхатчĕ. Халĕ те ал ĕç тытасшăн. Анчах пулса пĕтеймест. Ватлăх хăйĕннех тăвать, _ тет Нина хĕрĕ. Пурнăçран пĕр утăм та тăрса юласшăн мар вăл. "Елчĕк ен" хаçата чăтăмсăррăн кĕтет. Унти кашни статьяна вуласа параççĕ хĕрĕпе кĕрỹшĕ. _ Район хаçатне ĕмĕрĕпех çырăннă, юратса вуланă. Хăй вăхăтĕнче республикăра тухса тăракан журналсене те çырăнаттăм, вуласа пĕтермесĕр çывăрмастăм. Хаçат маншăн чун апачĕ. Районти хыпар-хăнартан юлас килмест. Уйрăмах хам çуралнă ялти хыпарсемпе кăсăкланатăп, _ тет Клавдия Солодовникова. Çут тĕнче тĕксĕмленсен те чунĕ хытман ватăн. Çакă савăнтарать.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.