Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çамрăк штангистсен çитĕнĕвĕ

Владикавказра 18 çула çитмен штангистсен Пĕтĕм Раççейри ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта пирĕн ентеш, хальхи вăхăтра Мускав хулинчи Олимп резервĕсен училищинче ăсталăхне туптакан Артем Сусликов хăйĕн виçинче 24 атлетран 4-мĕш вырăн йышăннă. Н.Молоствов тренерăн воспитанникĕ малашне те çитĕнỹсем тума ăнтăлать. Хусанта Олимп чемпионĕн А.Курыновăн призĕсене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри турнирта та пирĕн тăрăхран тухнă атлетсем палăрнă. Хăйсен виçисенче Курнавăшри Г.Чермаковпа О.Старостина _ пĕрремĕш, С.Корнилов _ виççĕмĕш, Аслă Пăла Тимешри А.Зайцев _ тăваттăмĕш, П.Ягудин _ пиллĕкмĕш вырăнсенче. Çитĕнỹсем çулĕ патне вĕсене А.Портновпа Н.Молоствов тренерсем çитернĕ.



"Елчĕк Ен"
12 ноября 2008
00:00
Поделиться