Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Профилактика ĕçне тĕпе хуратпăр

ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ В.Волков подполковник право хуралĕн ĕçĕнче 1984 çултанпа тăрăшать. Маларах Шупашкарти милици шкулĕнче, унтан куçăмсăр майпа Мускаври юридика институтĕнче пĕлỹ илнĕ. 2001 çултанпа вăл Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн ертỹçи. Кирек мĕнле должноçра та В.Волков ырăпа анчах палăрнă, чăтăмлăхпа çирĕплĕх енчен тĕрĕсленнĕ, шанса панă ĕçе тивĕçлипе пурнăçлать. Çак сахал мар çулсен хушшинче тем тĕрлĕ преступлени пăхса тухма, тĕрлĕ çынпа тĕл пулма тивнĕ унăн. Раççей милицийĕн кунĕ умĕн эпир В.Н.Волковпа тĕл пултăмăр. _ Владимир Нилович, районти криминаллă лару-тăру мĕнле паянхи кун? _ 2008 çулхи 10 уйăхра преступленисен шучĕ, пĕлтĕрхи 10 уйăхпа танлаштарсан, чакнă. Иртнĕ çул 171 преступлени регистрациленĕ пулсан, кăçал _147. Чакнисен шутĕнче урамсенче тата обществăлла вырăнсенче тунă преступленисем. Пĕтĕмĕшле преступленисен шучĕ чакнă, çапах та уйрăмах йывăр преступленисем ỹсни (иртнĕ çулхи 10 уйăхра кун евĕр пĕр тĕслĕх те регистрацилемен) пăшăрхантарать. Преступленисем пурте çынна вĕлернипе çыхăннă. Пĕлтĕр çын сывлăхне ятарласа сиен кỹнĕ пĕр тĕслĕх те пулман, кăçал çакăн евĕр 1 преступлени тунине тупса палăртнă. 10 уйăхра ỹсĕрле тата ушкăнпа тунă преступленисен шучĕ, маларах преступлени çулĕ çине тăнисем тунă преступленисем пĕрер тĕслĕх ỹснĕ, хĕрарăма мăшкăлланă 2 преступлени регистрациленĕ. Ют пурлăха вăрлассипе çыхăннă преступленисем 17, çаратассипе 10 таран чакнă. Преступленисене уçса парасси иртнĕ çул 87,6 процентпа, кăçал 90,5 процентпа танлашнă. _ Халăх шухăшне ыйтса пĕлни çакна çирĕплетет: тĕрлĕ инкек-синкекре граждансем милици сотрудникĕсенчен пулăшу ыйтаççĕ. _ Чăн та, пурлăха вăрланă е сăмахпа кỹрентернĕ, хĕненĕ е вĕлерессипе хăратнă тĕслĕхсем пулсан халăх тỹрех милици ĕçченĕсенчен пулăшу ыйтать. Нушана е инкеке лекнĕ çынсене пулăшма милици сотрудникĕсем яланах хатĕр. Хỹтлĕх ыйтса килнĕ кашни гражданин, кашни шăнкăрав пире çĕнĕ ĕç пуçарма хистет. Халăх ыйтăвне вăхăтра тивĕçтересси, лару-тăрăва кĕске вăхăтрах хакласа татса парасси, хур курнисене пур енлĕ пулăшасси, çын нушине хăвăнни евĕр курни пирĕн ĕçре тĕп вырăн йышăнать. Çавна май сотрудниксене те çак тĕп принципа пăхăнма хистетĕп. Ĕçе халăх пысăка хурса хаклани, ырă ĕçшĕн тав туни пирĕншĕн пысăк чыс. _ Пăшăрхантараканни те тупăнсах тăрать, паллах. _ Общество умне пысăк хăрушлăх кăларса тăратакан ыйтусенчен чи çивĕччи _ ялсенчи чылай çын эрех серепине путса пыни. Преступленисен пысăк пайне те ỹсĕр çынсем туни паллă. Тĕслĕхрен, кăçалхи вунă уйăхра çеç обществăлла вырăнта ỹсĕр çỹренĕ 775 çынна тытса чарнă. Алкоголь продукцине вырнаçтарас е унпа суту-илỹ тăвас тĕллевпе хатĕрленĕшĕн тата упранăшăн 34 çынна айăпланă. Эрехе пулах çемьесенче харкашу-хирĕçỹ. Кăçал çын вĕлернипе çыхăннă 4 преступлени те çак хаяр шĕвекрен пуçланнă. Экономикăри йывăрлăхсем, халăха тивĕçлĕ ĕç вырăнĕ çитменни çынсене ют региона хăвалать. Укçа-тенкĕ ĕçлесе илес тĕллевпе килтен тухса кайнă ашшĕсĕр е амăшĕсĕр юлнă çемьесенче воспитани ĕçĕ кирлĕ пек пурнăçланса пыманни те куç кĕрет. Çул-йĕр çинче хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманран та чылай инкек-синкек пулни, çавна май вĕсенче çын сусăрланни е вилни те пăшăрхантармасăр тăмасть. _ Милици ĕçĕ-хĕлĕнче профилактика тĕп вырăнта пулни паллă... _ Çапла, пирĕн ĕçре профилактика тĕп вырăн йышăнать. Ку енĕпе ял тăрăхĕсенчи профилактика комиссийĕсем, участоксен уполномоченнăйĕсем ĕç-хĕлне пĕлсе йĕркеленине, ятарлă операцисем ирттернине асăнмалла. Ют пурлăха вăрлассине асăрхаттарас тĕллевпе çĕрле е кăнтăрла тĕрлĕ тĕрĕслевсем ирттеретпĕр, хуçалăхсен пурлăх пуянлăхне мĕнле упранипе кăсăклансах тăратпăр, çитменлĕхсене палăртса çывăх вăхăтра пĕтерме хушса хăваратпăр. Таварпа пурлăх упранакан объектсене сыхлассипе тимлетпĕр. Çапах та тунă ĕçсемпе лăпланса лармалла маррине, паянхи кăткăс пурнăç милици ĕçченĕсен яваплăхне тата та ỹстерме хистенине кашни сотрудник лайăх ăнланать. Çапах та çакна каласшăн, милици работникĕсем çине çеç шанни çителĕксĕр, çынсен хăйсен те асăрханулăхпа тимлĕхе çухатма юрамасть. _ Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, пирĕн районти шалти ĕçсен пайĕн çурчĕ республикăра чи киввисенчен пĕри. Шалти ĕçсен пайĕн çĕнĕрен тăвакан çурчĕ çинче кĕскен чарăнса тăрсамăр. _ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров юлашки вăхăтра ШĔМĕн хуласемпе районсенче вырнаçнă шалти ĕçсен пайĕсен çурчĕсене çĕнетесси çине пысăк тимлĕх уйăрнине ырăпа палăртса хăвармалла. Шалти ĕçсен пайĕн пулас çурчĕ вăхăтлă çĕкленме пуçланинче тата чи меллĕ вырăнта вырнаçнинче район пуçлăхĕн Н.Миллинăн тỹпи пысăк. Вĕсене пысăк тав сăмахĕ калас килет. Строительство ĕçĕсене "СМУ-59" ООО ĕçченĕсем пурнăçлаççĕ (генеральнăй директорĕ Р.Калмыков). Ĕç хăвăрт та кал-кал пынине палăртмалла. Çурт икĕ хутлă пулĕ, кунтах 10 автомашина вырнаçмалăх гараж тума палăртнă, тренажер тата акт залĕсем, вĕренỹ класĕ, кану пỹлĕмĕ, тир, кинолог кабинечĕ тата ытти те пулĕç. Çĕнĕ çурт çитес çул хута каять. _ Çывхарса килекен уяв ячĕпе мĕн каланă пулăттăр? _ Уяв ячĕпе эпĕ хăй вăхăтĕнче шалти ĕçсен пайĕнче вăй хунă ветерансене, çав шутра Аттелĕхĕн Аслă вăрçин участникне _ Патреккелĕнчи Н.Сквор-цова, хальхи вăхăтра право хуралĕнче тăрăшакан пур сотрудника чĕререн саламлатăп, ырлăх-сывлăх, çăмăл мар ĕçре ăнăçу, çемьере килĕшỹ сунатăп. Çемье тенĕрен, милици ĕçченĕсен çемйисене уйрăммăн саламлас килет. Тавах сире, пирĕн ĕçе ăнланма пултарнăшăн, йывăр чух пулăшса, хавхалантарса пынăшăн.


"Елчĕк Ен"
08 ноября 2008
00:00
Поделиться