Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Кулленех службăра

Обществăлла йĕркелĕхе сыхлас, халăхăн саккунла интересĕсене хỹтĕлес, преступлени тăвасран асăрхаттарас ĕçре милицин участоксенчи уполномоченнăйĕсем витĕмлĕ вăй пулса тăраççĕ. Районти 53 ялта паянхи кун 22 пин те 903 çын пурăнать. Районĕпе милицин участоксенчи 8 пункчĕ ĕçлет. Милицин участоксенчи уполномоченнăйĕсен ертỹçи В.Щипцов. Маларах Вячеслав Николаевич чылай çул участокри уполномоченнăйра тăрăшрĕ. Ĕçе пĕлсе йĕркелесе пынăран, чунтан парăнса ĕçленĕрен коллективра та, халăх çинче те ырă ят çĕнсе илчĕ. Елчĕк ял тăрăхĕнчи лăпкăлăхшăн А.Смолинпа В.Горшков тăрăшаççĕ. Аслă Елчĕк, Аслă Пăла Тимеш, Лаш Таяпа, Курнавăшпа Тăрăм, Аслă Таяпапа Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕсенчи йĕркелĕхшĕн С.Дубинов, Э.Никонов, Н.Васильев, А.Кузнецов, С.Шаурбин яваплă. Граждансен жалобисемпе заявленийĕсене пăхса тухасси, вĕсем тăрăх тивĕçлĕ мерăсем йышăнасси участоксенчи уполномоченнăйсен тĕп тивĕçĕсенчен пĕри пулса тăрать. Кăçалхи 10 уйăхра халăхăн 420 çырăвĕпе заявленине тишкернĕ, вĕсем тăрăх 85 уголовлă ĕç пуçарнă (207 ĕçпе уголовлă ĕç пуçарма килĕшмен), уйрăм айăплавпа 28-шне суда тăратнă тата ытти те. Çур çулта пĕр хут кашни хуçалăхра пулса халăхăн пурнăç условийĕсемпе, çемьери лару-тăрупа паллашасси, маларах йĕркене пăснă е хальхи вăхăтра условлă майпа явап тытакансене, киревсĕр çул çине тăнă çул çитмен çамрăксене, çемье лăпкăлăхне пăсакансене, психика тĕлĕшĕнчен чирлĕ е алкоголизм серепине лекнĕ гражданинсене пăхса асăрхаса тăрасси, палăртнă çитменлĕхсене пĕтерме хушса хăварасси те участоксенчи уполномоченнăйсен тĕп тивĕçĕ. Паянхи кун тĕлне профилактика учетĕнче 392 çын тăрать. Вĕсенчен 58-шĕ _ çемье лăпкăлăхне пăсакансем, 148-шĕ _ алкоголизм чирĕпе чирленисем, 13-шĕ наказанирен условлă майпа срокчен хăтарнисем, правăна пăснă 27 çул çитмен çамрăк, 47-шĕ условлă майпа айăпланнă, 24-шĕ психика тĕлĕшĕнчен чирлисем тата ытти те. Район территорийĕнчи тирпей-илеме йĕркере тытасси, ку енĕпе саккуна пăхăнманнисене явап тыттарасси, саккуна пăсакансене ял тăрăхĕсенче йĕркеленĕ профилактика канашĕсенче пăхса тухасси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Обществăлла йĕркене пăхса тăрас ĕçе халăха явăçтарнин усси пысăк пулнине те палăртмалла. Районта паянхи халăх дружинин 12 ушкăнĕ ĕçлет, вĕсенче 112 дружинник шутланса тăрать. Участокри уполномоченнăй тимлĕ пулни чылай чухне тĕрлĕ инкек-синкеке вăхăтра сирме май парать. В.Щипцов пĕлтернĕ тăрăх, шăпах Аслă Елчĕк ял тăрăхĕнчи участокри уполномоченнăй С.Дубинов тимлĕ те оперативлă ĕçлеме пултарнăран авăн уйăхĕнче мăкăнь улăмĕ пухакан (1 килограмм та 163 грамм пухнă) виçĕ çамрăка тытса чарнă. Вĕсем Канашран ятарласа мăкăнь улăмĕ пуçтарма килнĕ. Чăн та, кулленех службăра пулнă май милици ĕçченĕсен çемье хăтлăхĕ пирки те манма тивет. Тавах вĕсене ырми-канми ĕçĕшĕн.


"Елчĕк Ен"
08 ноября 2008
00:00
Поделиться