Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

"Ял çынни ырă сăмаха тивĕç"

"Сатурн" хуçалăхри çăкăр çитĕнтерекенсем хăйсене шанса панă ĕç вырăнĕсенче пысăк тăрăшулăхпа тимлени тỹрремĕнех вĕсен ĕç кăтартăвĕсенче палăрать. Ыран _ уяв, çак кун ĕçри ăнăçлăх, ỹсĕмсем çинчен сăмах хушни вырăнлă. Эпир хуçалăх ертỹçинчен Юрий Викентьевран хăш-пĕр ыйтусем çине хуравлама ыйтрăмăр. _ Çĕр ĕç культурисенчен тухăç илессине кашни çул ỹстерсе пыратăр. Иртнĕ çул 27 центнер, кăçал, бункер виçипе шутласан, кашни гектартан 40 центнер тĕш тырă пухса кĕртме пултартăр. Ỹсĕмсен вăрттăнлăхĕ мĕнре тесе шутлатăр? _ Çĕр-аннемĕре юратмалла. Çавăн чухне анчах вăл пире хăйĕн ырлăхĕпе савăнтарма пултарĕ. 400 гектара яхăн йышăнакан пĕтĕм лаптăкри тырра агротехника йĕркине çирĕп пăхăнса минераллă удобренисемпе акса хăвартăмăр. Çĕр ĕç культурисенчен пысăк тухăç илес тĕллевпе кăçал ăна иртнĕ çулхинчен икĕ хут ытларах çĕнĕ вăрлăхсемпе усă куртăмăр. Унсăр пуçне, ỹсен-тăрана тĕрлĕ чир-чĕртен сыхлама кирлине те шута илтĕмĕр. Çак тĕллевпе наркăмăшлă им-çамсене анчах 700 пин тенке яхăнлăх кỹрсе килтĕмĕр. Вĕсемпе пĕлсе усă курни тата тухăçлăрах тыр-пул çитĕнтерме май пачĕ. Паха вăрлăх _ пысăк тухăç никĕсĕ. Малашне элита вăрлăхсемпе тата ытларах ĕçлеме кирлине ăнланатпăр. Ака, вырма ĕçĕсене чи кĕске вăхăтра пурнăçлама ĕлкĕрни те юлашкинчен пулакан кăтартусем çинче палăрать. _ Çĕр улми туса илесси çине те пысăк тимлĕх уйăртăр. Малашне çак ĕçе мĕнле йĕркелесе пыма шутлатăр? _ Пирĕн район условийĕсенче мĕн ĕлĕкрен тухăçлă çĕр улми çитĕнтернине пĕлетпĕр. Анчах юлашки çулсенче тĕрлĕ сăлтавсене пула ял хуçалăх предприятийĕсем пĕрин хыççăн тепри "иккĕмĕш çăкăр" лаптăкĕсене тăрук чакарса пăрахрĕç е вуçех лартми пулчĕç. Çав вăхăтрах "Комбайн", "Рассвет", "Яманчурино" ял хуçалăх предприятийĕсем ăна яланхиллех кашни çул хăйсем малтан палăртнă чухлĕ лаптăксенче çитĕнтерчĕç, унран пысăк тупăш илчĕç. Юлашки вăхăтра ку тĕлĕшпе "Клевер" ООО, "Цветковы", "Гладковы" хресчен (фермер) хуçалăхĕсем тĕслĕх кăтартаççĕ. Вĕсем ăна Голланди технологийĕпе усă курса çитĕнтереççĕ. Кашни гектартан вăтам шутпа 300-350 центнер тухăç илеççĕ. Пирĕн анасем çинче çитĕннĕ çĕр улми кăçал 200 центнер тухăç пачĕ. Вĕсемпе танлаштарсан, паллах, сахалрах. Апла пулин те, хальлĕхе эпир хамăр кăтартусемпе те кăмăллă. Мĕншĕн тесен 42 гектар çинче туса илнĕ "иккĕмĕш çăкăра" çак вăхăтчен çуррине анчах реализациленĕ (ыттине хранилищĕне упранма хывнă) пулин те ăна сутнинчен хуçалăх кассине алă çавăрмалăх самай укçа-тенкĕ пырса кĕчĕ. Пĕтĕм тăкаксене шутланă хыççăн таса тупăш 1 миллион тенке яхăн пулать. Çапла майпа ăна туса илни, чăннипех, усăллă пулнине тепĕр хут курса ĕнентĕмĕр. Çитес çул эпир çĕр улмине ытларах лаптăкра, Голланди технологийĕпе усă курса çитĕнтерме шутлатпăр. Çак тĕллевпе усă куракан çĕнĕ йышши ятарлă техникăн комплексне туянасшăн. _ Хуçалăхри ферма коллективĕ çуллахи тапхăрта сĕт туса илессипе районта иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Çакăншăн ыранхи уявра коллектива преми тата диплом парса хавхалантараççĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăтартăвĕсене тишкерес пулсан, сире вĕсем тивĕçтереççĕ-и? _ Çуллахи вăхăтра ура айĕнчи йỹнĕ апатпа усă курса нумайрах продукци туса илесси кулленхи ĕç-хĕле мĕнле йĕркелесе пынинчен килет. Çак яваплă участока нумайранпа Петр Купташкин зоотехник ертсе пырать. Владимир Абрамов ферма заведующийĕнче тăрăшать. Ĕçри ăнăçлăх кĕтỹçĕсемпе дояркăсенчен те нумай килнĕ. Кăçалхи 9 уйăхра, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 38 процент ытларах аш-какай, 2 процент ытларах сĕт туса илнĕ. Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 630 центнер сĕт туса илнĕ. Кашни ĕнерен 4846 килограмм сĕт сунă. Пĕр ĕнерен сĕт сăвасси çулталăк вĕçленнĕ тĕле 6000 килограмран кая мар пулассине те татăклăн пĕлсе тăратпăр. Выльăхсен хисепне кирлĕ шайра тытса пымаллине ăнланатпăр. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, вĕсене 6 процент ỹстерме май килчĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăтартăвĕсем кашни çул ỹссе пыни ĕмĕтпе пурăнма хистет. Анчах малашне тата тимлĕрех пулма кирлине пĕлетпĕр: ĕç тухăçлăхне, туса илекен продукцин пахалăхне ỹстермелле. _ Техника паркне çĕнетсе пырасси çинчен те манмастăр. "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн уйăракан çăмăллăхлă кредитпа усă курса юлашки çулсенче миçе çĕнĕ техника туянтăр? _ Энергие перекетлекен, çĕнĕ йышши техникăсăр, чăннипех, май çук. Пурнăç та çаплах хистет, вĕсемсĕр ĕçе тухăçлă йĕркелесе пыма çăмăл мар паян. Çакна тĕпе хурса юлашки 3 çул хушшинче техника паркне чылай çĕнетме май килчĕ. "Енисей-1200" комбайн, сортировка, Т-150 урапаллă трактор, БДМ 3х4 дискатор илтĕмĕр. Хальхи вăхăтра хуçалăхра 4 комбайн шутланать. Çитес çулхи вырмаччен "ACROS" комбайн та илме шутлатпăр. _ Ял çынни хĕрỹ вăхăтра иксĕлми вăй-халпа тимленин кăтартăвĕсем паян пурте куç умĕнче. Ял хуçалăх предприятийĕн аталанăвĕнче пысăк тỹпе хывакан ырми-канми ĕçченсене, Юрий Семенович, уяв умĕн ятран палăртса тав туни вырăнлă пулмалла. _ Чăннипех, ял çынни ыр сăмаха тивĕçлĕ. Вĕсем хăйсене шаннă ĕç вырăнĕсенче яваплăха туйса тимленĕрен, кашни çул çапла, уй-хирти пĕтĕм ĕçе чи кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçлама ĕлкĕрсе пыратпăр. Кăçал тыр-пула çурла уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне пухса кĕртрĕмĕр, юпа уйăхĕн 5-мĕшĕччен пĕтĕм лаптăкра кĕрхи суха ĕçĕсене пурнăçлама ĕлкĕртĕмĕр. Владимир Крысов хăйне çирĕплетсе панă Т-150 тракторпа 660 гектар кĕрхи суха ĕçĕсене пурнăçлама пултарчĕ, ĕçлĕ ăмăртура мала тухрĕ. Владимир Кукурузов, Вениамин Лисицын, Александр Курчин, Иван Титов механизаторсем те "хурçă утсене" тухăçлă ĕçлеттерчĕç. Анатолий Абрамов, Владимир Квасов, Вячеслав Антонов, Николай Крысов комбайнерсем умĕнче те пĕтĕм ял-йыш пуçĕсене таять. Владимир Квасов комбайнерсем хушшинчи ăмăртура палăрчĕ, "Енисей-1200" комбайнпа пурĕ 8000 центнер тырă çапса тĕшĕлерĕ. Водительсенчен чи тăрăшулли _ Николай Купташкин. Валерий Семенов, Алексей Алексеев, Владимир Краснов, Александр Краснов, Петр Никифоров та ырă ята тивĕçлĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче сулмаклă кăтартусене çывхартассишĕн тимленĕ Роза Сундулова, Надежда Дягелева, Любовь Курчина, Ольга Осипова, Елена Яковлева дояркăсене, Ираида Квасова, Вячеслав Квасов, Лидия Павлова, Маргарита Спиридонова, Ольга Никитина, Людмила Боброва, Альбина Емельянова пăру пăхакансене, пăрулаттаракан уйрăмра тăрăшакан Марина Лисицынăпа Юлия Измайловăна, Борис Мироновпа Николай Афанасьев, Вениамин Докторов кĕтỹçĕсене те пархатарлă ĕçшĕн тав тăватăп, уяв ячĕпе саламлатăп.


"Елчĕк Ен"
06 ноября 2008
00:00
Поделиться