Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Педагог, методист, академик

Присоединенное изображение
1938 çулхи кĕркуннен юлашки уйăхĕ. Урамра час-часах юрпа хутăш çумăр çунă. Кушкă ялĕнчи Георгий Игнатьевичпа Мария Фадеевна Хлебниковсене япăх çанталăк кăмăла хуçайман. Вĕсен пỹрчĕ савăнăçпа тулнă. Чỹк уйăхĕн 10-мĕшĕнче çĕр çине çĕнĕ кайăк вĕçсе килнĕ. Çемьере хĕр пĕрчи çуралнă. Маттурскере юратса Валя ят панă. Вăл манăн пысăк аппа _ Валентина Георгиевна Хлебникова. Пĕчĕккĕ чухне Валя аппана час-часах тĕл пулайман, тĕрлĕ ялсенче, Шупашкарта ĕçленĕ, мĕншĕн тесен вăл яланах ĕçлĕ: вĕреннĕ, тĕрлĕ хуласенче канашлусенче е командировкăсенче пулнă. Эпĕ астăвасса унăн пысăк сăн ỹкерчĕкĕ килте стена çинче çакăнса тăратчĕ. Кушкăри сакăр çул вĕренмелли шкулта пĕрремĕш класра вĕренетĕп. Çĕнĕ çул уявĕ çывхарса килет. Ачасем шкула инспектор килни çинчен калаçаççĕ. Шăнкăрав хыççăн класа хамăрăн учительпе, Луиза Григорьевна Петровăпа, çамрăк та илемлĕ хĕрарăм кĕрсе тăчĕ. Вăл вырăсла ыйтусем пама тытăнчĕ. Ман пата пычĕ те: _ Как тебя зовут? _ терĕ. _ Людмила, _ хуравларăм эпĕ. _ Фамилия какая? _ тет. _ Фролова, _ тетĕп. Хăй шăтарасла ман çине пăхать. Кĕнекене уçрĕ те: _ Прочитай и переведи, _ терĕ. Хушнă ĕçе тăрăшса пурнăçларăм та вăл ыттисемпе калаçма тытăнчĕ. Эпĕ хăна çинчен куçа илместĕп. Хамăрăн Валя аппа пекех туйăнать, анчах мĕншĕн вырăсла калаçать? Киле кайсан аннене: _ Шкула Валя аппа килнĕ, анчах темшĕн вырăсла калаçать, _ терĕм. Халĕ те çакна аса илсе кулатпăр вара. Валентина Георгиевна ун чухне Чăваш Республикин Вĕрентỹ министерстви хушнипе ял ачисем вырăсла мĕнле пĕлнине тĕрĕслеме килнĕ иккен. Валя аппа маншăн яланах идеал вырăнĕнче пулнă. Аттепе анне унран тĕслĕх илме хушатчĕç. Мана: "Эсĕ Валя аппуна хывнă", _ тесен чунтан хĕпĕртеттĕм. Çавăнпах пулĕ ун пекех учитель профессине суйласа илтĕм. Валентина Георгиевна, XIX ĕмĕртенех пуçланнă учительсен династине малалла тăсас тесе, 1952 çулта Патăрьелĕнчи педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Училище хупăнсан Çĕрпỹне çул тытнă, тепĕр çулах ăна та хупса вĕренекенсене Канаша куçарнă. Çапла вара йывăрлăхсене çĕнтерсе 1956 çулта алла пуçламăш шкул учителĕ пулнине çирĕплетекен хĕрлĕ диплом илнĕ. Икĕ çул Аслă Елчĕкри вăтам шкулта кĕçĕн классене вĕрентнĕ. Валентина Георгиевна ачасене вĕрентнипе кăна çырлахман. Вăл аслă тата кĕçĕн классенче вĕренекенсен хорне йĕркеленĕ. Ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ, календарьти уявсен тĕлне концертсем хатĕрленĕ. Çамрăк специалист ял çинче часах хисеп çĕнсе илнĕ. Пĕринче ялти ĕне фермин заведующийĕ Мария Яковлевна Патшина Валентина Георгиевна патне шкула пынă. Вăл дояркăсемпе тата фермăн ытти ĕçченĕсемпе художество пултарулăх ушкăнĕ йĕркелеме ыйтнă. Килĕшнĕ çамрăк комсомолка, тăрăшса, кăмăлтан йĕркеленĕ çак ĕçе: 30 çынтан тăракан хора, арçынсенчен тата хĕрсен ташă ушкăнне эрнере виçĕ хутчен юрлаттарнă, ташлаттарнă. Районта ирттерекен смотр-конкурса хутшăнса хор пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Çакăн çинчен П.А.Печков "Ял юрлать" ятпа республикăри чăваш хаçатĕнче статья пичетлесе кăларнă. Валентина Хлебникова пĕлỹ шайне ỹстерес тесе 1958 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтне вĕренме кĕрет. Унта вĕреннĕ хушăра та обществăлла ĕçсене хастар хутшăнать. 1963 çулта В.Хлебникова института та хĕрлĕ дипломпа пĕтерет. Ăна Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа ялне ĕçлеме кайма направлени панă, икĕ çултан Елчĕкри çут ĕç инспекторĕ пулма куçарнă. Лаш Таяпа каччипе, Павел Александрович Петровпа çемье çавăрсан, мăшăрĕ патне Уфа хулине куçса каять. Унта шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме тытăнать. 1971 çулта Валя аппа çемйипех Шупашкар хулине куçса килет. Ялта ỹснĕ чăваш хĕрĕ Мускавра аспирантурăра вĕренсе тухса педагогика наукисен кандидачĕ пулса тăрать. Миçе-миçе ялти шкулсене çитсе курса хăйĕн пĕлĕвĕпе паллаштарман, методика енчен пулăшу паман пулĕ! Миçе шкул учителĕ тав туса аса илмест-ши вăл ирттернĕ лекцисене, итлесе тишкернĕ уроксене. Хальхи вăхăтра Валентина Георгиевна Хлебникова Шупашкарти И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вăй хурать. Вăл педагогика наукисен кандидачĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ, Тĕнчери халăхсем хушшинчи Педагогика академийĕн академикĕ, регионсем хушшинчи "Воспитани" тĕпчев Ассоциацийĕн членĕ. Валентина Георгиевна ăста, хăй ĕçне тĕплĕ пĕлекен специалист, анлă тавра курăмлă, студентсене интереслентерме, учитель ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене уçса, каласа, кăтартса пама пултаракан методист. Унăн лекцийĕсем, практикăпа семинар занятийĕсем наука тата методика тĕлĕшĕнчен çỹллĕ шайра иртеççĕ. Вăл час-часах уçă занятисем ирттерет. Хăйĕн ырă кăмăлĕпе, ĕçе тĕплĕн пĕлнипе, юратнă ĕçне чун-чĕрипе парăннипе, студентсемшĕн, преподавательсемшĕн лайăх тĕслĕх кăтартса пынипе Валентина Георгиевна студентсене _ пулас учительсене _ хăйсен профессине юратма, алла илме пулăшать. "Теори практикăсăр усă сахал парать" текен принципа тĕпе хурса, лекцисенче илнĕ теори материалне, методика мелĕсене студентсене шкула илсе кайса вĕрентỹ процесĕнче, шкул ĕçĕнче вĕсем мĕнле пурнăçланса пынине, мĕнле тусан лайăхраххине кăтартма тăрăшать. Вăл вĕрентекен студентсен пĕлĕвĕ çирĕп, экзаменсенче вĕсем лайăх, тулли хуравсем параççĕ. Хăш-пĕр темăсемпе занятисене пултаруллă педагог-методист литература, ỹнер е наци музейĕнче ирттерет. Валентина Георгиевнăна студентсем, ĕçтешĕсем хисеплеççĕ, сума сăваççĕ. Кăткăс та çăмăл мар професси вăрттăнлăхĕсене пĕлме, студентсен вĕренес кăмăлне çĕклеме пултарма, тен, ăна учитель династийĕнчен пулни те пулăшать пулĕ. Валя аппан аслашшĕ (манăн мăн асатте), Игнатий Иванович Хлебников, И.Я.Яковлев вĕренекенĕ пулнă, Кушкă тата Анат Туçа ялĕсенче шкул çурчĕсем тутарса ял ачисене хутла вĕрентнĕ, ашшĕ (манăн кукаçи), Георгий Игнатьевич, Патăрьелĕнче педагогика училищине пĕтернĕ хыççăн Кушкăри шкулта ĕçленĕ, кайран юрист профессине алла илнĕ. Валя аппан хĕрĕ Ольга та педагог, университетра доцент пулса ĕçлет, аспирантура пĕтерсе педагогика наукисен кандидачĕ ятне илнĕ. В.Г.Хлебникова чăннипех опытлă методист тата педагог. Çакă унăн пичетленсе тухнă наукăпа тĕпчев ĕçĕсенче (вĕсем пĕтĕмпе 150 ытла) курăнать. Вĕрентỹ ĕçĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн ăна Вĕрентỹ министерствин, Чăваш патшалăх университечĕн, Мускав район администрацийĕн, КПСС Чăваш обкомĕпе Министрсен Совечĕн Хисеп грамотисемпе темиçе хутчен те чысланă, çĕр ытла тав хучĕсене тивĕç пулнă. 2003 çулта ăна "Раççей Федерацийĕн аслă професси вĕрентĕвĕн хисеплĕ работникĕ" ят парса чыс тунă. Чăннипех те мухтанатпăр Валя аппапа. Эпир, Хлебниковсен йăхĕнчен тухнă çамрăк ăрусем, вăл пурришĕн савăнатпăр. Çепĕç чун ăшшиллĕ Валя аппа хăйĕн калаçăвĕпе, çемçе кăмăлĕпе мĕнле йывăрлăхра та тăвансене ăшăтма пĕлет, кашнин валлиех йăпатмашкăн, хавхалантармашкăн вырăнлă сăмах тупать. Пирĕн йăхра вĕрентỹ çулĕ çине илĕртекен, хистесе вĕрентекен, вăхăтра тỹрлетсе тăракан, хăш-пĕр чухне çепĕç чĕлхепе хỹтерсе те илекен Валя аппа пурри _ телей.



"Елчĕк Ен"
06 ноября 2008
00:00
Поделиться