Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ялан çул çинче

Паянхи пурнăçра автотранспорт хатĕрĕсĕр нимĕнле ĕç тума та çук. Районăн, республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнче унăн пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк. Професси уявĕ умĕн Елчĕк автостанцийĕнчи ĕç-хĕлпе кăсăклантăмăр. Районти автостанци Шупашкарти "Автовокзалсемпе автостанцисем" уçă акционерлă общество çинче тăрать. Ăна, сăмах май каласа хăварсан, В.Палеев генеральнăй директор ертсе пырать. Владимир Кириллович _ обществăн паллă деятелĕ, Пĕтĕм тĕнчери информаци академийĕн академикĕ. Чăваш Республикинчи автомобиль транспорчĕн ĕçне лайăхлатас енĕпе курăмлă ĕçсем тунăшăн ăна темиçе хутчен те патшалăх наградисемпе чысланă. Çулран-çул илемленсе, тирпейленсе пырать Елчĕк автостанцийĕ. Çапла пулмалла та, вăл _ район тĕкĕрĕ. Кунтан куллен темиçе çĕр çын çула тухать, килекенсем те йышлăн. Канса лармалли вырăнсем çителĕклĕ. Вăхăта ирттермелле пĕчĕк киосксемпе лавккасене кĕрсе тухма меллĕ. Çитес çулсенче автовокзала çĕнетме планланă. Икĕ хутлă пулĕ вăл. _ Куллен 60 ытла рейс, 500-600 çынран кая мар çула тухать. Ытти чухне те çын татăлмасть, _ тет автостанци ертỹçи С.Лебедева. Ирхине 5 сехет çурăран каçхине 18 сехет çурăччен автостанци кĕрлесе тăрать. Ир-ирех 4 еннелле çула тухаççĕ автобуссем. Пассажирсем йышлă. Ĕлĕкхи пек билет илес тесе черетре кĕпĕрленсе тăрасси пĕтрĕ. Автобуссем рейс хыççăн рейс хутлаççĕ. Мĕнли кăна çук? Çемçисемпе хăтлисем ытларах. Малашне Шупашкара çỹрекен "ГАЗельсем" сахалланĕç, вĕсен вырăнне "Мерседессем", "Фордсем", "Фольсвагенсем" йышăнĕç. Хамăр тăрăхра çỹрекен "Пазиксем" çĕнĕ-ха. Вĕсемпе кунта аванрах, пассажирсем йышлă çỹреççĕ, тăрса пыма та пулать. Н.Чумарков, В.Курицын, Ю.Маков, О.Федоров, Ю.Жирнов, В.Лавров водительсен ĕçĕпе куллен çул çинче пулакансем кăмăллă. Водительсен ĕçĕ чылай чухне хăрушлăхпа, пассажирсемпе çуран çỹрекенсен пурнăçĕшĕн яваплăхпа çыхăннă. Вĕсен ăсталăхĕ те пысăк пулмалла. Çакна пултаруллă водительсем лайăх ăнланаççĕ, тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Кассăра ларакансем те хăйсен ĕçне юратса пурнăçлаççĕ. 12 çул вăй хураççĕ кунта Фаина Соколовăпа Лилия Трифонова. Иккĕшĕ те Хисеп грамотисене, "Ĕçри хастарлăхшăн" медаль илме тивĕçнĕ. Çавăн пекех перрон кассирĕ А.Петрова та хăйĕн тивĕçне çỹлти шайра пурнăçлать. Умри плансем пысăк автостанци коллективĕн. Ăна пурнăçлассишĕн кашнийĕшĕ тулли кăмăлпа ĕçлет. Çулăр ялан такăр пултăр сирĕн, хисеплĕ водительсем.


"Елчĕк Ен"
27 октября 2008
00:00
Поделиться