Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Укçасемпе тимлĕ пулăр

Юлашки вăхăтра халăх ытти регионсене ĕçлеме çỹрет. Ют регионсенче пурăнакансем те вырăнти халăхран пахча çимĕç туянас, е тĕрлĕ япала сутас тĕллевпе районта час-часах пулаççĕ. Асăннă тĕслĕхсенче района çынсем урлă укçа пырса кĕрет. Çавна май алла суя укçа кĕрес хăрушлăх тухса тăрать. Паянхи кун Новгород облаçĕнче 1000 тенкĕлĕх суя купюрăсем тупса палăртнă: аМ 2439420, аМ 2349480, аМ 2439483, аМ 2439486, аМ 2439487, аМ 2439422, аМ 2439482, аМ 2439479, аМ 2439421, аМ 2439481, аМ 2439484, аМ 2439485, аМ 2439407, аМ 2439419, тЛ 5737203, тЛ 5737207, тЛ 5737210, тЛ 5737213, тЛ 5737216, тЛ 5737219, тЛ 5737225, тЛ 5737201, тЛ 5737204, тЛ 5737208, тЛ 5737211, тЛ 5737214, тЛ 5737217, тЛ 5737220, тЛ 5737223, тЛ 5737226, тЛ 5737202, тЛ 5727206, тЛ 5737222, тЛ 5737212, тЛ 5737218, тЛ 5737215, тЛ 5737221, тЛ 5737224. Вĕсене Новгород облаçĕнчи Пестово хулинчи ювелир лавккинче икĕ çамрăк ылтăнран хатĕрленĕ япаласем туяннă хыççăн асăрханă. Пĕр çамрăкĕ 35-37 çулсенче, 180-185 сантиметр çỹллĕш, çутă çỹçлĕ, спортсмен кĕлеткиллĕ, сăнĕпе вырăс евĕр. Иккĕмĕш çамрăкĕ те 35-37 çулсенче, 170-175 сантиметр çỹллĕш, спортсмен кĕлеткиллĕ, çỹçĕ тĕттĕм тĕслĕ, сăнĕпе кăнтăр халăхĕсене çывăх. Хăйсемпе Мускав çыннисем тесе паллаштарнă. Маларах асăннă номерсемлĕ купюрăсем алла лекесрен асăрханса суту-илỹ сферинче тăрăшакансене тимлĕрех пулма ыйтас килет. Енчен те маларах палăртнă çынсем тата суя укçа пирки информаци пур пулсан ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен пайне, е Шупашкара 62-55-32, 30-61-65 номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр.


"Елчĕк Ен"
27 октября 2008
00:00
Поделиться