Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ентешсем пулăшаççĕ

Ырă ĕçсен çулталăкĕнче Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнче пурнăçланă пархатарлă ĕç-хĕл çинчен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Виталий Рыбкин каласа кăтартать. _ Çын тума пултаракан ырă ĕçсен вĕçĕ-хĕрри çук. Тараватлă та сăпайлă, таса шухăшлă пулни, йывăр лару-тăрăва кĕрсе ỹкнĕ çынна ăнланса пулăшни... _ ырă ĕç. Тăван тăварпа пиçнĕ, тенĕ евĕр, кирек ăçта пулсан та, пурăнсан та ентешсем манманни, кирлĕ пулсан, май пур таран пулăшма тăрăшнине çине-çинех асăрхатпăр, куратпăр. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Михаил Алексеевич Михайловский, Аслă Пăла Тимеш ялĕнче çуралса ỹснĕскер, хăй мĕн тери ĕçлĕ пулнине пăхмасăр, ентешĕсене яланах куç тĕлне тăвать. Çак çулсем тăршшĕпех вăл района нумай пулăшать, тĕрлĕ кăткăс ыйтусене республика шайĕнче татса панă çĕре хутшăнать. Аслă Пăла Тимешри культура çурчĕ çумĕнчи пысăк спортзала тума пикенсен спонсорсем _ ырă кăмăллă çынсем хăйсем ирĕкĕпе пулăшу аллине тăсса пама килĕшрĕç. Çапла майпа кунти ĕçсене кĕске вăхăтра чăрмавсăр вĕçлеме май килчĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Михаил Михайловский ялсенче спорта аталантарассипе тимлекенсен ĕçне тивĕçлипе хаклаканскер, хальхинче те хутшăнмасăр тăрса юлмарĕ. "Фонд Чувашии" организаци урлă пире 50 пин тенкĕлĕх спорт инвентарĕ уйăрса пачĕç. Ял урамĕсене тирпей-илем, нумай çын çỹрекен вырăнсене хăтлăх кỹрессипе юлашки çулсенче уйрăмах нумай ĕç пурнăçлатпăр. Чиркỹпе часавай умне асфальт сарма кирлине унчченех пĕлетпĕр. Анчах укçа-тенкĕпе çыхăннă ыйтăва çак вăхăтченех татса пама май пулманнине кура вăхăт тăсăлса кайрĕ. Куçса çỹрекен механизациленĕ колоннăн "Яльчикская" производство кооперативĕн ертỹçи В.Скворцов, юрать, ăнланакан çын. Вăл хирĕç пулманнипе, унăн ырă кăмăлĕпе усă курса чиркỹпе часавай умне асфальт сарма май килчĕ. Çĕнĕ Эйпеçре çуралса ỹснĕ, Ульяновск облаçĕнчи "Эткер" чăваш фончĕн ертỹçи тата учредителĕ Олег Николаевич Мустаев та ырă ĕçсен çулталăкĕнче ырă пуçару тăвать. Вăл чăваш халăхне çутта кăларассинче паллă йĕр хăварнă, И.Я.Яковлевăн пĕрремĕш вĕренекенĕ тата ăна пулăшаканĕ пулнă, Кивĕ Эйпеç прихутĕнче пачăшкăра ĕçленĕ А.В.Рекеева асăнса Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул территорийĕнче палăк лартма шутланă. Нумаях пулмасть Олег Мустаев предприниматель _ проект ертỹçи, унпа пĕрле Н.Кондрашкин архитектор пулас палăк проектне тата ăна ăçта вырнаçтарассине палăртрĕç. Леонид Григорьев предприниматель вара, хăй те нумай çул Кивĕ Эйпеç шкулĕнче директор пулса ĕçлекенскер, шкул территорийĕнче вырнаçнă А.В.Рекеев вилтăпри йĕри-таврашне йĕркелесе тăрассине хăй çине илнĕ. Аслă Пăла Тимеш ялĕнче пурăннă, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă Геннадий Захаров воин-интернационалиста асăнса тăванĕсем, юлташĕсем спорт ăмăртăвĕ йĕркелерĕç. Хальхинче те ырă кăмăллă çынсем _ Аслă Пăла Тимешре çуралса ỹснĕ Ю.Иванов, А.Осипов (Çĕнĕ Эйпеç) предпринимательсем, "Яманчурелти сельхозхими" предприяти ертỹçи Г.Петров пулăшу аллине тăсса пачĕç. Кавалти спорт залне те çынсем йышлăн çỹреççĕ, кунта час-часах тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсене йĕркелеççĕ. Ăна пăхса, юсаса тăрассине, спорт инвентарĕсем туянассине "Комбайн" ял хуçалăх производство хăй çине илнĕ. Çапла майпа хуçалăх ертỹçи Гурий Федоров ялта спорта аталантарас тĕлĕшпе пархатарлă ĕç тунине палăртатпăр.


"Елчĕк Ен"
27 октября 2008
00:00
Поделиться