Çу тапхăрне пĕтĕмлететпĕр
Çу тапхăрĕ выльăх-чĕрлĕх отраслĕшĕн, пĕтĕмĕшле илсен, япăх иртмерĕ. Районĕпе 12 процент ытларах сĕт туса илнĕ. Уйрăмах "Эмметево", "Победа", "Урожай", "Яманчурино", "Арланово", "Марс" ял хуçалăх предприятийĕсене ырăпа палăртмалла. Вĕсенче, иртнĕ çу тапхăрĕпе танлаштарсан, сĕт туса илессине 67-33 процент ỹстернĕ. Пĕр ĕнерен сĕт сăвасси "Победа" хуçалăхра 3146 килогрампа, "Сатурн" хуçалăхра 3051 килогрампа, "Комбайн" хуçалăхра 2865 килогрампа, "Яманчурино" ОООра 2746 килогрампа, "Урожай" ОООра 2798 килогрампа танлашнă. "Марс" хуçалăхра çак тапхăрта ĕнесен продуктивлăхне 603 килограмм, "Рассвет" хуçалăхра 580 килограмм ỹстернĕ. Аш-какай туса илессине "Эмметево" ООО 30 процент, "Победа" хуçалăх 55 процент, "Рассвет" хуçалăх 17 процент, "Марс" хуçалăх 16 процент ỹстернĕ. Паллах, çитменлĕхсем те пулман мар. Çак тапхăрта сысна ашĕ туса илесси, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, 14 процент чакнă. Çакă мĕнпе çыхăннă? Тырă хакланса кайрĕ, сысна ашĕн хакĕ йỹнелчĕ, çавна май хуçалăхсенче сыснасен хисепне тăрук чакарса пăрахрĕç. Çакă продукци туса илессинче пысăк витĕм кỹчĕ. Акционерсен "Прогресс" обществинче анчах сыснасен хисепне чакарман. "Эмметево", "Рассвет" ял хуçалăх предприятийĕсенче аш-какай туса илессине ỹстернĕ. "Рассвет" хуçалăхри ырă тĕслĕхе палăртмасăр иртме çук, кунта сыснасем валли белокпа витаминлă хутăшсемпе усă курса комбикорм туса çитереççĕ. Çавна май вĕсем самăр çитĕнеççĕ, пĕр талăкра 500-шер грамм ытла ỹт хушаççĕ. Малашне сыснасен хисепне чакармалла мар. Мĕншĕн тесен аш-какай хакланчĕ. Хальхи вăхăтра сысна ашĕн 1 килограмĕ (чĕрĕ виçепе) 80-85 тенкĕпе танлашать. Сысна ашĕ туса илнин тăкакĕсене патшалăх енчен те саплаштарма палăртнă. |
|
"Елчĕк Ен"