Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Техника тирпейлĕхе юратать

 
Присоединенное изображение
Ĕçрен пушаннă тĕш тырă пухакан комбайнсене, кăкарса ĕçлекен ытти техникăна хĕл каçарма мĕнле хатĕрленине, машинăпа трактор паркĕсенче йĕрке туса хунине, инженери культурине ỹстерес тĕллевпе районта юпа уйăхĕн 24-мĕшĕччен смотр-конкурс пырать. Ятарлă комисси ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер (хресчен) хуçалăхĕсенче тĕрĕслев ирттерет. Кашни хуçалăхра лару-тăру тĕрлĕрен. Ăçта ертỹçĕсемпе специалистсем яваплăха туяççĕ _ çавăнти машинăсемпе трактор паркĕсенче йĕрке хуçаланать. Вĕсенчех пĕтĕм ĕçе вăхăтлă пурнăçласа пыраççĕ. Ял хуçалăх техникине тирпейлĕ тытас, тивĕçлипе хĕл каçма хатĕрлес тĕлĕшпе патшалăх техника асăрхавĕн специалисчĕсем "Сатурн", "Комбайн" хуçалăхсене ырăпа асăнаççĕ. Çак ял хуçалăх предприятийĕсем çулсеренех çĕнĕ йышши техника туянаççĕ, çав вăхăтрах киввисем пирки те манмаççĕ _ вĕсене тирпейлĕ тытаççĕ. Çитес хĕл тапхăрĕнче вĕсенче техника ăнăçлă хĕл каçĕ. Тĕш тырă пухакан комбайнсене, выльăх апачĕ хатĕрлекен машинăсене, кăкарса ĕçлекен техникăна ятарлă пукансем çине лартнă, ременьсемпе сăнчăрсене илсе упрама хунă, тутăхакан, çаврăнакан пайсемпе узелсене ятарлă шĕвекпе сĕрнĕ, урапасен камерĕсенчи сывлăш пусăмне чакарнă, шинисене шуратнă, двигательсене çумăрпа юр кĕресрен хупланă. Урăхла каласан, вĕсенче ГОСТ 7751-81 "Ял хуçалăхĕнче усă куракан техника. Упрамалли йĕркесем" ыйтăвĕсене туллин пурнăçланă. Çавăн пекех "Комбайн", "Сатурн" тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсенчи машинăпа трактор паркĕсен территорийĕсене тимĕр-тăмăртан, çум курăкран тасатнă, хăрушсăрлăх техникипе ĕç сыхлавĕн требованийĕсене çирĕп пăхăнаççĕ. "Прогресс" акционерсен хупă обществинче те техника çине тимлĕх уйăраççĕ. Кунта техникăна вырнаçтарса лартассине вĕçлесе пыраççĕ. "Кушкă" ял хуçалăх предприятийĕнче те лару-тăру иртнĕ çулсенчинчен чылай лайăхрах. Вĕсенче хăш-пĕр кăлтăксене пĕтермелли çеç юлнă. "Колос", "Нива" хуçалăхсенче те техникăна хатĕрлеме пуçăннă. Шел, "Колосра" тĕш тырă пухакан комбайнсен бункерĕсенче нумай çул ỹсекен курăксен вăррисене пухса илме ерçеймен. "Марс", "Арланово", "Знамя", К.Маркс ячĕллĕ, "Аранчеево" тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсенче техникăна хĕл каçма вырнаçтарса лартас ĕçе хăвăртлатмалла. Сивĕ кунсем çитесси нумай юлмарĕ. Халĕ тата çумăр та куллен çăвать. Малтанхи ăшă, типĕ кунсенче техникăна хатĕрлеме ĕлкĕреймен ертỹçĕсемпе специалистсем халĕ мĕн шухăшлаççĕ-ши?


"Елчĕк Ен"
22 октября 2008
00:00
Поделиться