Тавралăх илемĕшĕн тăрăшса
Юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче районта иртнĕ Йывăç кунне хутшăнса Елчĕк ял тăрăхĕнче пурĕ 300 тĕп йывăç лартса хăвартăмăр. Район администрацийĕнче тата ял тăрăхĕнче ĕçлекенсем ушкăнпа тухса Юбилей урамĕнчи çĕнĕ аллея-парка çăка, хурăн, пилеш хунавĕсене лартрĕç. Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем те кирлĕ ĕçрен пăрăнса юлмарĕç. Вĕсем хăйсен территорийĕнче, "Улăп" спорт комплексĕ тавра йывăçсем лартрĕç. Район администрацийĕнче ĕçлекенсем Ырсамай культурăпа кану паркĕнче çитĕнекен йывăçсене пăхса тăрас яваплăха хăйсем çине илнĕ, çапла майпа вĕсем районта пурăнакан ытти çынсене ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Хальхинче вĕсем унăн территорине хыт-хураран тасатрĕç, хăрнă йывăçсем вырăнне çĕннисем лартса хăварчĕç. |
"Елчĕк Ен"