Пин тенкĕ хуратăн _ икĕ пинлĕ пулатăн
Вулакансенчен темиçе çыру илме ĕлкĕртĕмĕр. "Пенсие софинанслас программăна мĕнле кĕмелле, ăçта, кам патне каймалла...", _ интересленеççĕ вĕсем. 1. Мĕнле кĕмелле? Пенсие софинанслас программăна хутшăнма кăмăл тăвакансен заявленийĕсене кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен йышăнма тытăнчĕç те ĕнтĕ. Пĕрремĕш взноса 2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен хывма юрать. Заявленисене 2013 çулччен йышăнаççĕ. 2. Ăçта каймалла? Вырăнти Пенси фондне е ĕçлекен вырăна. Патшалăх вунă çул таран софинанслать. Эсир заявление 2013 çулхи сентябрĕн 30-мĕшĕнче çырса парсан та вунă çула тăсăлĕ. 3. Укçа мĕнле хывмалла? Ĕçлекен вырăнта Пенси фондне шалуран куллен куçарса пыма заявлени çырса памалла. Банк е почта урлă хăвăрăн тỹлеме те юрать. 4. Мĕн чухлĕ хывмалла? Взнос хисепĕ тата тỹлесе пырас тапхăр тĕрлĕрен, чи кирли _ çулталăкри тỹлев 2 пин тенкĕрен кая пулмалла мар. Эсир хывнă кашни пин тенкĕ пуçне патшалăх çавăн чухлĕ хушса тỹлет. Анчах çулталăкра 12 пин тенкĕ-рен ытла мар. Çапла вара пулас пенси мĕн чухлĕ хушăннине халех шутлама май пур. Сăмахран, гражданин çулталăкра Пенси фондне 12 пин тенкĕ куçарать. Патшалăх та тепĕр çавăн чухлĕ хушать. Çулталăкра çапла 24 пин тенкĕ пуçтарăнать. Вунă çулта _ 240 пин тенкĕ. Пенси тỹлес вăхăт _ 19 çул е 228 уйăх, 240 пин тенке çак вăхăта пайлатпăр та, 1052 тенкĕ те 63 пус пулать. Çакă сирĕн уйăхри пенси çумне хушăнакан хисеп! 5. Укçана пенсие тухиччен илме пулать-и? Саккунпа килĕшỹллĕн программăпа хывнă укçана илме ирĕк çук. Мĕншĕн тесен патшалăх обязательнăй пенси страхлавĕ тăрăх софинанслать. Эсир ăна пенси укçипе кăна илме пултаратăр.
"Елчĕк Ен"